Татмăш ялĕ пуçланса кайни


Йĕпреç, Вăрнар чиккинче

Татмăш ялĕ вырнаçнă.

Ял символне палăртса

Пĕр хыр лартса хăварнă.

 

Кĕрĕклери çакă хыр

Тяпка евĕр касăлнă.

Уйра акнă ылтăн тыр

Шăнтан, тăмран хăтăлнă.

 

Раçăн патша пăлхавне

Вирьял чăваш хутшăннă.

Ирĕклĕхе шыраса

Вăрман касса пурăннă.

 

Виçĕ пиччĕш тĕпленсе

Ларнă çырма хĕррине.

Виççĕш пĕрле ĕçлесе

Тупас тенĕ телейне.

 

Асли Пукăртан тăрăхне

Лартнă хăйĕн çĕрпӳртне.

Пăкăр-пăкăр çырмине

Пĕвеленĕ нимелле.

 

Тепри кайнă улăха,

Тăсас тенĕ пурнăçа.

Çапла пулнă Анаткас,

Хушăннă тата пĕр кас.

 

Шăллĕ пиччĕш варринче

Пуçлас тенĕ Вăтакас.

Пукăртанпа Анаткас

Шупăлч çырми хĕрринче.

 

Çырма тăрăх Çавала

Юхнă турпас аната.

Тура çынсем пур тесе

Куçнă тата виç çемье.

 

Ĕлĕк-авал çакăнта

Кашкăр çулĕ пулнă тет.

Кушлавăш вăрмань хĕррипе

Кунта килсе тухнă тет.

 

Выçлăх пулнă çулсенче

Çӳренĕ тукмак кĕтӳпе.

У-у-у! тесе ӳлесен

Сикнĕ çынсен чĕрисем.

 

Пĕр çулхине мучие

Ушкăн кашкăр тапăннă.

Хăйă туса, çунтарса

Аран тарса хăтăлнă.

 

Паян кун та ват çынсем

Тĕрлĕ халап пĕлеççĕ,

Атьсене кинемейсем

Кала-кала параççĕ.

 

Халапĕ

Вăтакас Татмăш, Анаткас Татмăш, Пукăртан ялĕсем пĕр-пĕринчен çывăхра вырнаçнă. Татмăш ялĕсем пуçланнине 1670-1672 çулсемпе çыхăнтараççĕ.

Çав çулсенче Шупашкар енчи вирьял Татмăш çыннисем Разин пăлхавне хутшăннă. Пăлхава пусарнă хыççăн унта хутшăнакансене правительство хĕсĕрлеме пуçланă. Çав инкекрен хăтăлас тесе çынсем кунти вăрмансене тарса пурăнма пуçланă. Ялне те, хăйсем килнĕ вырăнти пекех, Татмăш тенĕ.

Ваттисем каласа панă тăрăх, хайхи Татмăш тăрăхне виçĕ пĕр тăван куçса килнĕ тет. Виççĕшĕ те çырма хĕррине ларса тухнă тет. Пĕр пиччĕшĕ пăкăртатса тăракан шурлăхлă çырма хĕррине вырнаçрĕ тет. Тепри пиччĕшĕсенчен анатарах, тарăн çырма хĕрринерех вырнаçрĕ тет. Виççĕмĕшĕ пиччĕшĕсен çĕрĕсен варрине вырнаçа çурт лартрĕ тет. Хайхи вара Пăкăртатса тăракан вырăнтан Пукăртан Татмăш, пиччĕшĕнчен варринче вырнаçнăран Вăтакас Татмăш, анатарах вырнаçнипе Анаткас Татмăш ялĕсем пулса кайрĕç тет.

Паянхи кун та Кĕрĕклере (çынсем çĕрĕсене çил-тăвăлтан хӳтĕлесе йывăçсем лартса тухнă, кĕрĕк пекех ăшă пултăр тенĕ) «Т» сас паллиллĕ чăрăш ларать. Татмăш тăрăхĕн символĕ пекех вăл. Пĕччен сиввине те, çумăрне те чăтать. Аваллăха упрать. Ваттисем тата ăна «Тяпка хырĕ» теççĕ. Чăнах та, сăнарах пăхсан пахча çимĕç тӳмелли тяпкана аса илтерет вăл.

Тяпка хырĕ çумĕнченех Кашкăр çулĕ иртет. Ваттисем каланă тăрăх, Кушлавăш енчи çăра вăрмансенчен кашкăрсем пирĕн тăрăха вăрман хĕррипе çитнĕ тет. Хайхи Утар вăрманĕнчен (утар пулнăран çапла ят панă) тухса Пукăртан хĕррипе, Вăтакас Татмăш ялĕ айăккипе, Анаткас ялĕ çумĕпе çӳлелле Юнтапаналла хăпарса кайнă. Çак çулпа чылай кашкăр çӳренине каласа параççĕ ваттисем. Ваççа мучи вăрмантан таврăннă чухне 3 кашкăр çул çине тухнă тет. Вăл вара çуна çинчи улăма çунтарса аран-аран яла çитнĕ тет.

 

(2009 çулта Дмитриева Лолита Владиславовна 55 çулти Иванов Руслан Геннадьевичран çырса илнĕ)

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-22 17:46:28):

Лайăх халап, мана килĕшрĕ. Тавах ăмартăва хутшăннăшăн!

 

инçет (2009-11-29 20:41:25):

Аван. Сăвă çырмалли правилăсене тепре пăхса илсен тата аванрах пулĕччĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: