Чи хаклă парне
Юрлă-çумăрлă çанталăк
Тăват çул алхасрĕ тек:
Юнлă-çулăмлă çулталăк —
Кашниех çур ĕмĕр пек.
Юрĕ-çумăрĕ татахчĕ...
Пуля — кĕтнĕ çимĕç мар.
Кашни пуля — пĕр салтакчĕ,
Ман юлташчĕ, нимĕç мар.
Урлă-пирлĕ шăхăратчĕ,
Суккăр пуля ши те ши!
Ман пуçа вăл шав шыратчĕ —
Тупĕ-ши те тупмĕ-ши?
Ах, аннем, вилес килместчĕ
Ют çĕрте вунсаккăрта!
Пурăнас тесех сикетчĕ
Яш чĕреçĕм кăкăрта.
Хамăр çĕр енне пăхаттăм
Вĕçмен чух хăруш йĕтре,
Хамăр кил тĕлне шыраттăм
Ăш вăрканă сехетре.
Ман чĕрем сире сунатчĕ:
«Пултăр ирĕк ĕмĕр сыв!»
Хамăр кил пек туйăнать-çке
Манайми Тăван çĕршыв.
Çавăнпа эп тупа турăм
Çапăçмашкăн çич ютпа,
Фашиста хăйне тĕп турăм —
Ан юнатăр тек вутпа!
Каçарсам, аннем, кӳмерĕм
Парнесем ют çĕршывран:
Хаклăран хакли вăл терĕм,
Çĕнтерӳ — парнеçĕм ман!
Вол (2012-01-31 22:13:55):
Мĕнле вара çапла çыракана палăртман?
Галина (2012-02-01 07:38:13):
Мĕнле палăртман? Александр Артемьев писатель биографине илсе вулама сĕнетĕп Сире, чăкăрташ Вол. Вăхăту нумай пулас, ялта библиотека пур пулĕ? Библиотека алăкне уçса пăхнă-ши пĕр хутчен те пулин?Александр Артемьев тахçанах вилнине те пĕлмест ку автор.Волăн сăвă йĕркисене пухса илсе хаçата заметка çырасшăн-ха.