Шăрçа тăрриллĕ тӳпеттей


Пур ман, туссемĕр, мухтанмалăх —

Шăрçа тĕрриллĕ тӳпеттей.

Керим агайăм1 асăнмалăх

Парсаччĕ: — Çитĕн, кĕрнеккей! —

 

Ун чух эп, шĕвĕр, пиллĕкреччĕ,

Пĕлмен пулас лара-тăра.

Ара, парнем çунат хушатчĕ,

Мăнаç çӳреттĕмччĕ касра.

 

Керим агай, Пăва тутарĕ,

Пĕрле ĕçлетчĕ аттепе.

Халь те умра ун çут сăнарĕ

Тăрать ăш пиллĕ тĕсĕпе.

 

Керим килсен чупса тухаттăм

Хаваслăн эп хапха умне.

— Хуш кил, пиччей2, — тесе калаттăм,

Тĕк пек ереттĕм ун çумне.

 

Аннем кĕçех апат майлатчĕ —

Шăрттан та техĕмлĕ юр-вар.

Сĕтел çинче часах чашлатчĕ

Купса майри пек сăмавар.

 

Юрра Керим ай-вай ăстаччĕ,

Юхатчĕ шеп «Кара урман»

Аттем унпа пĕрле юрлатчĕ,

Хитре дуэт асрах-ха ман.

 

Тутар туссем паян килсессĕн

Вĕсем ман йышлă ачаран.)

Чечен парнем, куçа шертеслĕн,

Тухать эрешлĕ арчаран.

 

Çапла чипер, куç пек упратăп

Керим агайăн парнине.

Чуна ĕлккен уçса юрлатăп

Тутарăн чаплă юррине.

 

1995. Кипеккасси

 
1 Агайăм (тутарла) — пичче.
2 Хуш кил, пиччей — ырă сунса кĕтетпĕр, пиччей

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: