Тăван ял


Эпĕ хамăрăн ял историне тĕплĕнрех пĕлес тесе ялти шур сухалсемпе тĕл пулса чылай калаçрăм. Пĕррехинче çуллахи шăрăх кун вĕсем ватă йăмра ĕмĕлĕнче тем çинчен канашласа ларатчĕç. Эпĕ, шкулти кану лагерĕнчен таврăнаканскер, ватăсем умĕнчен сывлăх сунмасăр иртме аван мар тесе чарăнса тăтăм. Хĕрсе кайсах калаçаканскерсем мана асăрхамарĕç-ха. Çывăхарах пырсан сăмах мĕн çинчен пынине тавçăрса илтĕм. Мăн асаттесем ял уявне паллă тăвасси çинчен юмахлаççĕ иккен. Ку йăлана аслă ăрури çынсем çулсеренех ирттереççĕ. Эпĕ вара ял ячĕ мĕнрен тухнине тĕпчесе пĕлес терĕм. Акă мĕн каласа пачĕç мана ватăсем.

Ку вырăнта йĕри-тавра вăрман ларнă. Пĕррехинче Вăрманкасси ялĕнче вăйлă пушар тухнă. Вун çичĕ кил самантрах кĕлленнĕ. Кил хуçисем çурт çавăрма урăх вырăн шыраса вăрмана шалтан-шала кĕнĕ, пĕр уçланкăна канма ларнă. Йĕри-тавралла пăхсан çак вырăн пурне те килĕшнĕ. Иван ятлă чăваш çакăнта тĕпленме шутлать, ун хыççăн ыттисем те кунтах юлаççĕ. Çапла вара Ивановка ялĕ пуçланса каять.

Халĕ пирĕн яла пырса кĕрсен чун савăнать. Пур енче те капмар çуртсем курăнаççĕ. Çыннисем те кăмăллă, тарават, хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Хамăн ял илемĕпе эпĕ пурин умĕнче те мухтанма пултаратăп.

 

Халап çăлкуçĕ

Иванăвкă ялĕнче пурăнакан 66 çулхи Лобастова Юлия Ивановнăран 2009 çулта çырса илнĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 13:06:26):

Хутшăннăшăн тав. Хайлавĕ кĕскерех — çав ĕлĕк пулса иртнĕ пушар пирки кăсăкларах та çырса кăтартма май пулнă пулĕ. Калăпăшне шута илмесен — вăтам калав.

 

инçет (2009-11-29 20:56:50):

калавĕ кĕскерех. Ман шутпа, ăнăçлăрах тума май пулнă пуль.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: