Хусах тăвĕ
Пирĕн ял Андреевка ятлă. Чăвашла ăна Киклĕпуç теççĕ. Ял варрипе Киклĕ шывĕ майĕпен кăна юхса выртать. Унăн тăп-тăрă шывĕ Çарăмсана юхса кĕрет. Манăн тăван ялăм тĕлĕнмелле хитре вырăнта ларать. Йĕри-тавра ем–ешĕл вăрман. Вăрмантан тухсан вăл турилкке пек курăнать. Çырми–çатри те нумай: Киремет, Янтăпа, Пихампар, Масар çырми. Тĕрлĕ–тĕрлĕ сăртсем–тусем. Кашнин хăйĕн ячĕ пур. Вĕсен хушшинче Хусах тăвĕ те пур.
Хусах тăвĕ ялăн хĕвеланăç енче, ун çумĕпе аслă çул иртет. Вăл çулпа кунĕн–çĕрĕн машина вĕлтлетсе çеç тăрать. Хăшĕ Хусана, хăшĕ Çыр Чаллине, хăшĕ Чистая çул тытать. Мĕншĕн ял вĕçĕнчи тăва Хусах тăвĕ тенĕ-ши? Пирĕн вырăнта хусахсем пурăнмаççĕ вĕт. Çак ыйту мана чылай вăхăт канăç памарĕ. Пĕррехинче вара асаннерен ыйтма шутларăм:
— Асанне, мĕншĕн çав пирĕн хыçри ту хысакне Хусах ту теççĕ?
Асанне, пит ватах та мар–ха, утмăл урлă кăна каçнă–ха, çемçе диван çине майлашса ларчĕ, хăйĕн яланхи ĕçне хыпаланмасăр тытрĕ (пуш вăхăт пулсанах вăл йĕпсе, çип тытать те пире валли алса–чăлха çыхма тытăнать).
— Итле, ачам. Мана ку историйе хамăн ватă асаннех каласа панăччĕ. Ĕлĕк-авал Кĕтерне патша пулнă чух пирĕн ял витĕр вăрçă иртнĕ, тетчĕ. Вăрçа пуçлаканни пĕр хусах пулнă, тет. Ăна Пăкачав тенĕ, тет. Хура сухаллă та çивĕч куçлă пулнă, тет вăл. Питĕ чухăн пурăннă, тет. Кунĕпе те çĕрĕпе ырми–канми ĕçленĕ, тет, анчах ниçтан та мулĕ хутшăнман, тет. Улпутсен пур те пур, тет, чухăнсен тăраниччен çимелĕх çăкри те пулман, тет. Çавăнтан вара вăл пуянсене курайми пулса кайнă, тет. Хăй пек чухăнсене пинĕ–пинĕпе пуçтарса Пăкачав улпутсене хирĕç, патшана хирĕç вăрçăпа каять. Хăйне парăнман улпутсене вĕлерсе, вĕсен пуянлăхне, укçи–тенкине туртса илсе чухăн хресченсене валеçе-валеçе панă, тет. Çавăншăн ăна чухăнсем юратнă та, хисепленĕ те, тет. Хресченсем Пăкачав майлă пулса, унăн хусахĕсемпе пĕрлешсе патшана хирĕç çапăçнă, тет. Нумай çапăçнă Пăкачав патша салтакĕсемпе. Яланах вĕсене çĕнтерсе тухнă, тет. Пăкачав патша пулас тесе Мускавах çитес тенĕ, тет. Çавăнпа та малтан Хусана çул тытнă. Анчах пирĕн яла çитиччен патша салтакĕсем Пăкачава хăваласа çитнĕ, тет те Сителлĕрен (ку ял пирĕнтен 10 çухрăмра Самар облаçĕн Çӳлти Чаллă районĕнче халь те пур) кунтарах хăрушă çапăçӳ пулса иртнĕ, тет. Нумайăшĕ вилнĕ, аманнă. Хусахсем виçĕ ушкăна пайланса кайнă, тет. Пĕр ушкăнĕ вăрман витĕр пирĕн яла тухса ӳкнĕ. Аманнисенчен пĕри яла çитсен вилнĕ, тет. Вара ăна çул хĕрринчи ту çинче пытарса хăварнă, тет. Çавăнтан вара çак тăва Хусах тăвĕ теме пуçланă, тет, — çапла пĕтерчĕ асанне хăйĕн халапне.
Эпĕ тĕлĕннипе ним калама аптрарăм, чылайччен ним чĕнмесĕр лартăм. «Тусем калаçма кăна пĕлмеççĕ иккен, — шухăшларăм эп, — анчах та мĕн чухлĕ вăрттăнлăх упраççĕ вĕсем!» Асанне каласа панă истори пĕр кĕнекере те çук–çке! Пур пулсан халиччен вуласа тухмалла эп ăна.
Ак мĕнле интереслĕ халап каласа пачĕ манна асанне.
Кун çинчен пĕрре шкулта та калаçу пулчĕ. Пире вĕрентекен те çапла ăнлантарчĕ: Пăкачав текенни вăл Емельян Пугачев пулнă. Унăн ячĕ историйе кĕрсе юлнă. Вăл чăнахах та Урал енчи хусах пулнă. 1773-1775 çулхи хресчен вăрçин ертӳçи. Çав Хусах тăвĕ çинче пирĕн ял çынни ХХ-мĕш ĕмĕр варринчех хĕç-пăшал тупнă. Вăл хĕç-пăшалне Уралта Демидов заводĕнче тунă тесе çырнă. Пугачев çыннисем, чăн та, çав хĕç-пăшалпа çапăçнă, тет. Халь çав хĕçĕ шкул музейĕнче упранать.
Асăрхаттарни
Хусах тăвĕ çинчен çырнă халапа манăн асаннене, Галина Петровна Абрамована, унăн 80 çулхи асламăшĕ Степанида Абрамова леш ĕмĕр варринчех каласа кăтартнă.
Admin (2009-11-18 13:16:00):
Мана килĕшрĕ. Лайăххисен шутне кĕртмелле пулĕ тетĕп. Вырăнĕ лекĕ-и, лекмĕ-и — пăхăпăр.
инçет (2009-11-29 21:03:19):
Калав тума пултарнă. Анчах та хăш-пĕр вырăнта сăмах майлашăвĕсене тĕрĕс йĕркелемен. Кирек епле пулсан та мана пĕтĕмĕшле килĕшрĕ.
Татьяна (2010-01-09 09:34:18):
Пултаратăр! Малалла та çырас ĕçе ан пăрах!