Асатте сăмахĕ


Аса килет ĕлĕкхи

Хĕл кунĕнче савăнни,

Укçине мăн тăвайкки

Пулнă яка катаччи.

 

Кам çунапа, йĕлтĕрпе

Аннă çӳлтен ярăнса,

Тĕрлĕрен чĕр чунсемпе

Кӳлсе чупнă саванса.

 

Икĕ турта хушшине

Тратнă йытă çурине.

Кӳлтĕм эпĕ сурăха,

Çăварни чупнă лашапа.

 

Пурнăç çирĕп ыйтнипе

Ăçта кăна çитмерĕм:

Кирпĕч çапрăм Кутнешре,

Кĕтӳ пăхса килентĕм.

 

Тăрна шур уй анинче

Вăкăр кӳлсе ĕçлерĕм,

Колхозри мăн хирсенче

Тар тĕкса кĕрешрĕм.

 

Ахаль мар пуль тăрăшни

Халь те сая каймарĕ,

Çамрăк чух хыт ĕçлени

Çурт лартма мул пачĕ.

 

Çапла вара ӳсрĕмĕр

Çуна-урапа çинче,

Икĕ турта — килĕмĕр

Кашни чăваш чĕринче.

 

Çăлкуçĕ

Сăвва Степанова Анастасия Васильевна 2009 çулта 90 çулхи аслашшĕ Степанов Фёдор Никифорович каласа пани тăрăх çырнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Инçет (2009-11-29 21:08:43):

Топонимсене асăнса тухни аван. Пĕрин çинчен тĕплĕнрех çырса панă пулсан тата авнтарах пулмаллаччĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: