Пĕр тăвансем


Ĕлĕк-авал пĕр ялта икĕ пĕр тăван пурăннă. Пĕрне Мирун тесе чĕннĕ. Вăл питĕ пуян пурăннă. Унăн пурте пулнă: вăйлă лашисем, кермен пек çурт, чипер арăм. Анчах та вăл питĕ мăн кăмăллă та хыт кукар пулнă. Кĕçĕннин вара, Мирун ятлин, кивĕ çурчĕпе арăмĕсĕр пуçне нимĕн те пулман. Анчах та вăл питĕ ырă кăмăллă, пуян чун-чĕреллĕ çын пулнă. Макçăм Мируна питĕ юратман. Ăна вăл хăнана та нихăçан та чĕнмен. Вĕсем пĕр-пĕринпе пĕрре те хутшăнман. Мирун пуян çынсемпе çеç ĕçсе çинĕ.

Пĕррехинче Мирун хулана кайнă. Унта вăл пасара кĕнĕ. Кунта унăн куçĕ-пуçĕ алчăраса кайнă. Мĕн кăна сутман кунта. Анчах та Мируна питĕ сăмавар килĕшнĕ, ăна вăл туяннă. Кунта вăл пĕр каларăш илтсе килнĕ. Туссем инкекре палăраççĕ тени ăна шухăша янă. Юлташсем чăнах та савăнăçа пайлама çеç кирлĕ-ши е инкекре те-ши? Çакна вара вăл тĕрĕслесе пăхма шутланă. Чăннипех те унăн юлташĕсем шанчăклă çынсем-и, хуйха-суйха пĕрле пайлама пултараççĕ-и?

Пĕррехинче пуян Мирун ĕçрен таврăннă та арăмне сăра тума хушнă, хăна сĕтелĕ хатĕрлеме хушнă. Хăй кӳршĕ яла пĕр пуян юлташĕ патне тухса утнă. Тунсăхлăн вăл хăйĕн хуйхине пĕлтернĕ: «Манăн арăм вилсе кайрĕ, пытарма пыраймăн-ши?» — тенĕ.

— Кĕçех хĕлле çитет, эпĕ вара пӳрт тăррине витме пуçланă, асăнма пырăп-ха, — пĕлтернĕ пуян кӳрши. Хăй вара тек сăмах вакласа та тăман, пăрăнса утнă.

Мирун тепĕр тусĕ патне танкăлтатнă.

— Манăн пасара хурсем сутма каймалла, — пĕлтернĕ тепĕр юлташĕ.

Тепĕр юлташĕ патне çитнĕ. Вăл та пушă мар иккен, сарайне юсамалла. «Эпĕ хам та сана пулăшма чĕнесшĕнччĕ-ха», — пĕлтернĕ виççĕмĕш юлташĕ. Урăх никам патне те кайма аптранă. Вара вăл хăйĕн шăллĕ çинчен аса илнĕ.

Мирун пынă чух Макçăм арăмĕпе пахчара ĕçленĕ. Усал хыпара илтсенех шăллĕпе арăмĕ ĕçĕсене пăрахсах хайхи Мирун килне вĕçтернĕ.

Акă вĕсем пĕрремĕш хут пиччĕшĕн пӳрчĕ умĕнче тăраççĕ. Чаплă кермен çурт, чăх-чĕп вĕçсе каçаймасть. Пӳрт ăш-чиккинче тата мĕнле хăтлă, хуть кам та ăмсанмалла. Кĕрсе тăнă та — тĕлĕнсе кайнă. Пӳрт варринче тем вăрăмăш сĕтел, ун çинче ĕçмелли-çимелли йăтăнса ларать. Сĕтел варринче сăмавар саркаланса ларать. Мирун арăмĕ нӳхрепрен сăра та илсе тухать. Çакăнта вара мĕн сăлтавпа пуçтарăннине те пĕлтерет Мирун Макçăма.

 

Çăлкуçĕ

Çак юмаха эпĕ 2009 çулта хамăн 81 çулхи ватă кукаçирен Мулгачев Михаил Андреевичран çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 22:55:52):

Ку юмаха Г. Юмарт пухса хатĕрленĕ юмах пуххинче те тупма пулать. Вăл кĕнекере юмахĕ, паллах, урăхларах, анчах та содержанийĕ пĕрех.

Ăмăртăва хутшăннăшăн тавах!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: