Кĕçĕн Хăмăркка тата Мăн Хăмăркка


Пурăннă ĕлĕк-авал пĕр ялта ашшĕ тата икĕ ывăлĕ.

Ывăлĕсем хăмăркка тĕслĕ çӳçлĕ пулнă. Аслине Мăн Хăмăркка тенĕ, кĕçĕннине — Кĕçĕн Хăмăркка. Ашшĕ вилсе кайнă хыççăн ывăлĕсем ун мулне пайлама пуçланă. Анчах та мула тан мар пайларăмăр тесе хирĕçсе кайнă. Ашшĕн мулне тустарса пĕтерсен иккĕшĕ икĕ еннелле уйрăлса кайнă. Çавăнтанпа асли Мăн Хăмăркка ялĕнче (хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнче вырнаçнă Хăмаркка ялĕ) пурăнма тытăннă. Çемье çавăрса ял пуçласа янă. Ял ятне чи малтан çак вырăна куçса килнĕ Мăн Хăмăркка ячĕпе панă. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн Хăмăркка сăмах Хăмаркка сăмахпа ылмашăннă. Кĕçĕн Хăмăркка ывăлĕ ашшĕ килĕнчех пурăнас тенĕ (хальхи вăхăтра Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Хăмаркка ялĕ).

 

Етĕрне тăрăхĕнче пĕр мăрса пурăннă. Унăн икĕ ывăл пулнă. Иккĕшĕ те Хăмăркка ятлă пулнă. Ашшĕ вĕсене Кĕçĕн Хăмăркка тата Мăн Хăмăркка тесе чĕннĕ. Кĕçĕн Хăмăркки ашшĕ мулне юратнă, çавăнпа ашшĕне йăпăлтатса çеç пурăннă. Ашшĕн киревсĕр ĕçĕсене те ырласа тăнă. Мăн Хăмăркка ялан тĕрĕслĕхшĕн тăнă. Вăл чухăн çынсене пулăшса тăнă. Ку мăрсана килĕшмен, çавăнпа вăл Мăн Хăмăрккана килĕнчен хăваласа янă. Мăн Хăмăркка вăрман урлă килсе çырма-çатраллă вырăна килсе вырнаçнă. Çакăнтан вара Мăн Хăмаркка ялĕ пуçланса кайнă (хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнче вырнаçнă). Ватăлса çитсен ашшĕ Кĕçĕн Хăмăрккана хăй вырăнне мăрсана лартнă. Кĕçĕн Хăмăркка пурăннă тăрăх Кĕçĕн Хăмăркка ятпа халăх асĕнче юлнă (хальхи вăхăтра Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Хăмаркка ялĕ).

 

Çăлкуçĕ

Хăмаркка ялĕнче пурăнакан 78 çулхи Григорьева Мария Петровнăран 2008 çулта Вазина Ольга çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Юрий (2009-11-06 19:05:18):

Эп çав тăрăхран. Мăн Хăмаркка çинчен Оля хăйне евĕрлĕ калав çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Владислав (2009-11-10 16:54:05):

Эпĕ Оля хайлавне вуласа тухрăм. Ман та хамăр ял çинчен интереслĕ халапсем пĕлсе çырас килет. Çитес çул валли конкурса тăратма пĕр-пĕр ĕç ăсталас-ха. Маттур,хамăр ял хĕрачи!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Людмила (2009-11-15 20:24:23):

Хамăр районти ял ячĕсем çинчен пĕлме интереслĕ. Оля Хăмаркка ялĕ çинчен çырни мана та кăсăклантарса ячĕ. Тав Ольăна.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-18 23:02:36):

8-мĕш класа çӳрекеншĕн ку хайлав ытла та кĕске. Халапĕсене çырса илнĕ, анчах та вĕсем тăрăх илемлĕ хайлав çырман.

Ку ăмартура вырăн лекмест.

 

Оля (2009-11-23 15:55:36):

Кусем халап тăрăх çырнă хайлавсем.Кукамай Хăмаркка сăмахăн пĕлтерĕшне ăнлантарчĕ çеç.

 

Admin (2009-11-23 17:12:14):

Юрĕ, хайлав пултăр. Çавах та вăрăмрах çырмалла пулнă. Тепĕр ăмăртăва хутшăннă чухне пысăкрах хайлав кĕтетпĕр :)

 

Анна (2009-11-23 17:24:48):

Ольăн хайлавĕ мана питĕ килĕшрĕ.Калăпăшĕпе пысăках мар пулсан та,хайлавра вăл хăйĕн шухăшне кĕсен,уçăмлăн тата ăнланмалла уçса панă

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2009-11-23 17:32:35):

Хайлава вулама мана питĕ интереслĕ пулчĕ,мĕншĕн тесен хам та çав тăрăхран.Хăмаркка ялĕ мĕнле пуçланса кайни пирки унччен илтменччĕ.Тавтапуç Ольăна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: