Мĕнпе илĕртет-ши тăван ял?
Тури Вылăн тем тĕрлĕ çырма-çатрапа çуркаланса пĕтнĕ çĕрĕ-шывĕ район картти çинче пĕчĕкçĕ саплăк пек, республика карттинче вара пĕр пăнчă пысăкăш вырăн çеç йышăнать. Пĕр шутласан, куçа илĕртмелли, кăмăла килентермелли, уйрăмах йӳпсĕнтермелли е тĕлĕнтермелли ытлашши нимĕн те çук пек. Апла мар иккен. Чуна хывса, юратса та киленсе сăнаса пăхма тытăнсанах çак шухăш пуçран хавăрт тухса ӳкет.
Тăван ял, тăван тавралăх, тăван кил. Кам манма пултарĕ сана? Кам асран кăларĕ? Чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсен вырăнĕ. Нимпе виçейми, нимпе улăштарайми сарлака уй-хирсем, çырма-çатрасем, ял çумипе юхса выртакан Выла шывĕ… Хĕлле-и, çулла-и, кĕркунне-и — пĕтĕм киленӳ, илем тăван енре упранать. Час-часах пырса çӳрейместпĕр пулин те, асăмрах пурăнатăн. Темле пулсан та хăвăн тĕпренчĕкна ăшшăн йышăнатăн. Яла кĕричченех хăлаçа кĕрейми ватă йăмрасем пуç тайсах кĕтсе илеççĕ. Вĕсенчен ăшă хум, варкăш пырса çапать. Ыр кăмăллă атте-аннене асилтерет. Аслă, мăн урам тăрăх асфальт çулпа анатăн (вăл лавкка патне кăна çитет). Историрен пуян ку урам. Ял пуçламăшĕ çакăнтан тĕвеленнĕ те ĕнтĕ.
1730 çулсенче Атмалкасси ялĕнчен, Ермаков хушаматлă çын хура вăрмана утар вырăнĕ шырама тухса каять. Пĕр çырма вĕçне çитсен, вăл çăлкуçĕнчен шыв шăнкăртатса юхнине курать. Тăрă шыва ĕçмесĕр чăтаймасть Ермаков. Кунти вырăнĕ те питĕ килĕшет ăна. Канма ларать, çакăнта утар тума шутлать. Ку ĕçре ăна Атмалкассинчи тăванĕсем те пулăшаççĕ. Кил-çурт çавăрать. Юлашкинчен çемйипех пурăнма куçса килет. Çăл тăвать. Халĕ ку çăла Мăн çал теççĕ. Вăл ял варринче вырнаçнă. Кайрантарах Атмалкассинчен тата темиçе çемье куçса килет, çăлтан инçе мар çурт-йĕр çавăраççĕ.
Çырмана шыв ăсма аннă чухне çынсем час-часах шуса ӳкнĕ. Çавна май вĕсем çăл патне киремет пăрахма пуçланă. Çăлкуç шывĕнчен, тăрă шывран, тасалăх, çăмăллăх ыйтнă. Ку киремет 200 çула яхăн пынă. Çавăн пекех çырма вĕçĕнче пĕчĕк шурлăх пулнă. Унта выльăхсем кĕре-кĕре ларнă. Çынсем йывăçсем лартса, шурлăха типме май панă. Çак хура вăрман варринчи утар вырăнĕ ытти ялсенчи çынсене те килĕшет. Вĕсем те кунта куçса килсе пурăнма тытăнаççĕ. Çапла вара утар вырăнĕнчен ял пулса каять. (1981 çулта Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнче пурăнакан Баранов Ефим Иванович (1902 çулта çуралнăскер) 1830 çулта çуралнă маçаккăшĕ каласа панине аса илсе Никитина Людмила Аполлоновнăна (халĕ Андреева) каласа кăтартнă.)
Вячеслав Архипович Тихонов генерал-майорăн ачалăхĕ вара çак урамра иртнĕ. Вĕсен тĕлĕнченех пуçланакан çырмара йĕлтĕрпе-çунашкапа чылай ярăннă вăл. Спортпа туслă пулни ăна генерала çити ӳсме май панă.
Урам хушшине сăнаса малалла утнă май чăваш халăх писатĕлĕ Александр Артемьев çуралнă кил вырăнне çитетĕн. Вăл та çак çырмара чылай çара уран чупнă, унти çăлкуçĕнчен техĕмлĕ шывне ĕçнĕ. Çавсем писателе вăйлă чун, иксĕлми ăнтăлу, вăй-хăват парнеленĕ, çырас кăмăлне çĕкленĕ пулĕ. Вулакан чунне тыткăнлама пултаракан хайлавсене, сăвă-юрă кĕвĕлеме, паллах, ăна çăлкуçĕнчен тапса тăракан сиплĕ шывĕ вăй панă. Туривылсем мухтанаççĕ унпа, унăн чаплă кĕнекисене вуласа киленеççĕ.
Раççей тава тивĕçлĕ врачĕ Ионикия Владимировна Борисовăн кун-çулĕ те çак тăрăхпах çыхăннă. Вăл та çывăхри вăрманти уçă çывлăша сывласа вăй илнĕ, врач-терапевт пулса нумай çынна сыватнă, пиншер çыннăн тав сăмахне тивĕçнĕ.
Çакăн пек паллă çынсем, савнă ялăм, темле пулсан та санăн кăна. Урăх никамăн та çук ун пекки. Кашни ялăн хăйне май паллă çыннисем, хăйне май истори. Тури-Вылăн пекки вара нихăш ялăн та çук. Мухтанатпăр эпир вĕсемпе, ăмсанатпăр та, вĕсем пек пултаруллă та хастар пулма тăрăшатпăр. Тăван ялăн илемĕ, илемĕ тата… Ӳкерсе кăтартма сăмахăм çитмест. Кăнтăр-хĕвеланăç енче ĕмĕрхи хура вăрман кашласа ларать, çавăнти тăп-тăрă çăлкуçĕнчен Выл шывĕ юхса тухать. Икĕ юханшыв варрине вырнаçнă савнă ялăм. Пĕр енĕпе Выла шывĕ выляса юхать, тепĕр енĕпе — Катмар. Вăрман енчен каллех тепĕр пĕчĕк юханшыв, Илчелче, васкавлăн Выла шывне юхса кĕрет. Виçĕ юха шыв пĕр-пĕринпе çавăтăнса, выляса та кулса Сăр шывне васкаççĕ. Çыран хĕррине лартса тухнă çирĕксем вĕсене алă сулсах ăсатаççĕ.
Вăрманлă, тулăх шыв-шурлă, çырма-çатраллă ку тавралăх. Вирьял халăхĕ — вăрман халăхĕ, теççĕ пирĕн пирки. Ялсене, аякран пăхсан, сад тейĕн; çуртсем йăмра — хурăн айĕнче, улма-çырла пахчисем хушшинче лараççĕ. Ĕçчен те пултаруллă халăх пурăнать ку енче. (Ипполит Иванов. Чăваш халăх писатĕлĕ А.С. Артемьев. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1988. — 93 с.). Çулла пушшех те илĕртуллĕ вăл. Ик куç тулли, чуна шăнăçайми илем. Ахальтен мар пулĕ ял пуçласа яраканĕ те кунти вырăнсене юратнă, çавăнта хуртсем ĕрчетнĕ, утар лартнă: «Хуртсем хунанă пек ялĕ хунатăр, çыннисем те хуртсем пекех ĕçе юратчăр», — тенĕ. Вăл калани пурнăçа кĕрет. Кашни килте тенĕ пекех вуншар ача çуралса ӳснĕ. Пилĕк-ултă ачаллă çемье ялта сахал пулнă. Ял ӳссех, сарăлсах пынă. Тура та, анатра та çуртсем кăмпа пек ӳссе ларнă. Выла шывĕ хĕррине ларнăран ăна Тури Выл тесе ят панă. Часах ку яла вăрăсем тапăнма пуçланă. Вĕсем çынсен лашисене вăрласа кайнă. Вăрăсем çӳренĕрен ял халăхĕ çуртсен чӳречисене питĕ пĕчĕк тунă.
Ял пуçĕнчи çырма урлă каçсан, «Хула çучĕ» текен вырăн пур. Кунта вăрăсем пытанса пурăннă. «Хула çучĕ» тесе çак тӳпеме хулари Ехрем хуçан çурчĕ пек çӳллĕ пулнăран каланă. Çут ик айккипе улăх сарăлса выртать. Унта 1980-мĕш çулсенче археологсем çĕр чавса, тăм чашкă катăкĕсем, тимĕр татăкĕсем тупнă. Ку вăрă-хурахсен япалисем, вĕсен юлашкисем пулнă. Хăнкки çучĕ тесе те калаççĕ ку çута. Баранов Ефим Иванович каласа панă тăрăх (вăл вилнĕ ĕнтĕ), 210 çул каялла, ку вырăнта каçхине темĕн çунса тăнă. Вăл темиçе куна пынă. Выртмари ачасем ăна укçа çунать тесе шутланă. Пĕр Хăнкки ятлă ача çавăнта кайнă та: «Укçа, укçа, тух ман патăма, эпĕ сана ахаль тумăп», — тенĕ. Анчах нимĕн те тухман. Çавăнтан Хăнкки çучĕ тесе те каланă. Халĕ те: «Хăнк, хăнк, укçа тух», — тесе каланине илтме пулать.
Çак Хăнкки çутĕнчи вăрăсем Мари ятлă хĕре хăйсемпе явăçтарнă. Вăл ял çыннисем çинчен, вĕсен япалисем ăçта вырнаçнине пĕлтерсе тăнă. Вăрăсене вăрлама Мари хăй те пулăшса пынă. Çакăншăн ял çыннисем ăна курайми пулнă, вĕлерме шутланă. Мари, çакна пĕлсен, тарса çӳреме, вăрăсем патĕнче пурăнма тытăннă.
Пĕррехинче тул çутăласпа, Мари киле таврăннă. Ялти çынсем вара ял пуçĕнчи çырма урлă каçакан сукмак хĕррине кайса Мари таврăнасса кĕтсе выртнă. Хĕре тытнă. Чĕррĕн çунтарса янă ăна. Çакăн хыççăн ял пуçĕнчи çырмана Марачи теме пуçланă. Мари вут-çулăмра юлашки сăмахне çапла каланă: «Мана асăнса нумай çынсем макăрĕç-ха». Çавăнпа-и, тен, ял çыннисене шалкăм (паралич) çапсанах: «Марачин асамлă вăйĕ çавăн пек турĕ», — тенĕ. Çакăн хыççăн вăрăсене тытма ял çыннисем çавра çил пек хăватлă лаша ӳстерме шутланă. Вĕсем кăвак тихана суйласа илнĕ. Тиха икĕ çулталăкран вите алăкĕнчен кĕрейми çитĕнсе самăрăлса кайнă. Кайран ăна валли пысăк вите тунă. Уçăлтарма кăларсан, тиха-урхамах хăй ĕмĕлкинчен хăй хăранă. Ăна юрăхлă хăмăт пулман пирки çынсем ăна пусма шутланă. Пĕр пĕчĕк çырмари пăр çине илсе кайнă та кĕвентесемпе пуçран çапса урхамаха ура çине тăрайми тунă, унтан пуснă.
Вăрман çывăхра пулнă май ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Пĕр вăхат выльăхсем чирлесе нумай вилнĕ. Мĕнле чирпе вилнине никам та пĕлеймен, МУР вĕлерет тесе çеç шутланă. Çапла вара ял халăхĕ тĕрлĕрен апат-çимĕç пĕçерсе, вăрманти çырмана кайса Мура ăсатма пуçлаççĕ. Халĕ вăл вырăна Муркавар теççĕ.
Çырми-çатрисем те чылай тăван ялăн. Кашниех вĕсем çын ячĕсемпе çыхăннă. Çĕр лаптăкĕсем хайпăр хăйĕн пулнă май вĕсен ячĕсемпе панă: Сухăр варĕ, Палли варĕ, Куçма варĕ, Сар Митри варĕ… Мĕн чухлĕ çара уран чупман-ши вăл варсем тăрăх? Касу пăхнă, кĕтӳ кĕтнĕ. Халĕ те астăватăп-ха кӳршĕ хĕр ачипе Мăнкă çута аннине. Анкартипе тухрăмăр та вĕçтертĕмĕр çав çута ансăр сукмак тăрăх. Чĕпĕ курăк татма çӳреттĕмĕр (хупах кĕпçине вăрри пулса çитсен пирĕн патăрта чĕпĕ курăк теççĕ). Унпа килтисем хур-кăвакалсене, сыснасене пиçнĕ çĕрулмипе тата çăнăхпа пăтратса паратчĕç. Хамăра çителĕклĕ таран пуçтартăмăр та чĕпĕ курăкĕсене антăмăр Выла шыв хĕрне. Кунти шыв таса та тăрă. Çырма тĕпĕ хăйăрлă. Пушмаксене хыврăмăр та çара уран шыв тăрăх шăмпăртаттарса чупатпăр. Çырма ик енĕпе — çирĕклĕх. Мĕн тери аван! Хамăр ахăлтатса кулатпăр. Кăмăлсем тулли, чĕрере савăнăç. Юхан шыв хăйĕн ытамне илчĕ, уйрăлаймастпăр, алăпах йăмпăлтак пулă тытатпăр. Çыран хĕрринчи хăйăра чавса шăтăк тăватпăр та шыв тултаратпăр, тытнă пулăсене çавăнта яратпăр. Тăрă шывра витĕрех курăнаççĕ йăмпăлтаксем. Тытнăçемĕн тытас килет. Татах тытаттăмăр-и, тен, таврана каç сĕмĕ карса илни киле каймалли çинчен аса илтерет. Пулăсене хĕрхентĕмĕр, юханшыва каялла ятăмăр, чĕпĕ курăкĕсене вĕренпе çыхса çурăм хыçне çавăрса хутăмăр та килелле таплаттартăмăр. Пире хирĕç çухатнипе, килтисем шырама тухнă. Çапла вăл ачалăхăм; асамлă та илĕртуллĕ те. Выла шывĕ вара куç умĕнчен нихăçан та кайма пĕлмест. Мĕн чухлĕ асра юлнă ытарайми самант!
Выла… Ман санпа чуна уçса калаçас та калаçас килет. Мĕн тери илĕртуллĕ те чуна çывăх эсĕ! Юхатăн эсĕ, Атăла юхса кĕрекен Сăр шывне васкатăн. Миçе ĕмĕр хушши çавăн пек юхатăн-ши эсĕ? Пĕччен юхас килмест пулĕ çав санăн та. Аппăшĕ пек пулса кăнтăр-хĕвеланăçĕнчен юхса килекен Илчелче шывне, хĕвелтухăçĕнчен Мараччи шывне хăв патна йышăнатăн. Вăй пухса, уссе, сарăлса юхатăн малалла, Сăр шывне.
Выла… Мĕн тери илемлĕ ят. Çавăн пек илемлĕ те хитре ята кам тупса хума пултарнă-ши сана?..
Шухăша путатăп та çапла, пурнăç çăмхине каялла сутме тытăнатăп. Сӳтетĕп, сӳтетĕп…
Ача чухне хурсем нумай усраттăмăр. Ир пулсан пулкки-пулккипе урам тăрăх хурсене хăвалаттăмăр. Черетле пăхаттăмăр: паян пĕрисем, ыран теприсем. Вунпилĕк-çирĕм хур пулкки таранах пуçтарăнатчĕ. Вăрман енчи вырса кайнă тырă ани çинче хурсем пăхни халĕ те куç умĕнче. Çисе тăранатчĕç те анатчĕç Выла хĕрне шыв ĕçме. Ĕçсе тăрансан тытăнатчĕç пĕр-пĕрне çунаттисемпе шывпа сирпĕтмелле выляма. Эх! Вылятчĕç! Эпир вара Выла шывĕ урлă хывнă кĕпер çине хăпарса тăраттăмăр та сăнаттăмăр çунатлă кайăксене. Вĕсен киленĕвĕпе савăнаттăмăр. Кăмăлĕсене тултарсан вара хăпаратчĕç те тасалма, тирпейленме тытăнатчĕç, «чаплă тумтирĕсене» йĕркене кĕртетчĕç. Вĕсенчен эпир те юлмастăмăр: кăшт шывĕ юхса тăрăлсанах хурсем пекех шăмпăлтататтăмăр, шывпа сирпĕтмелле выляттăмăр, шыва кĕреттĕмĕр, юханшывран тухма пĕлместĕмĕр…
Выла… Мĕн тери ырă кăмăллă эсĕ. Пурне те йышăнатăн хăв патна. Выла çыранĕнче выльăх-чĕрлĕх симĕс курăк çиет, путек-сурăх сиккелесе савăнать, Вылан сипетлĕ шывне ĕçсе вăй пухать.
Выла… Мĕнлерех тыткăна илет тата вăл! Хăй патне кăчăк туртать! Пăх-ха эсĕ, тăванăм, ун çине тинкеререх те тинкеререх. Мĕн кăна асăрхамастăн пулĕ унта!.. Мĕн кăна!..
Кĕпер урлă каçса вăрмана илсе çитерекен çул тăрăх васкамасăр утатпăр. Тăвалла хăпарса çитсен, çул хĕрринче лаштра хурама ларать. Унăн та хăйĕн историйĕ. Вăрман хăртса ял пуçласа яракан Ермак та тĕкĕнмен ăна, миçе ĕмĕр ларса аслати та çапман ăна. Йĕпе-сапаллă кунсенче хурама иртен-çӳрене хăй хуттине илет. Шăрăх кунсенче ватти-вĕтти ун сулхăнне ларса канать. Ларать çапла ватă хурама таврана илем кӳрсе. Вăрмана çырла-кăмпа татма каякансем те, утă çулма вăрманалла утакансем те, вăрмантан таврăнакансем те ун сулхăнĕнче канса вăй пухаççĕ. Эпир те çав хурама кутне ларса кантăмăр, атте-анне парса янă апат-çимĕçе çирĕмĕр, шӳтлесе, калаçса лартăмăр. Эпир мĕн калаçнине ватă хурама та итлесе савăнчĕ. Пĕччен тунсăх пулĕ çав ăна та. Апла пулин те миçе çынна пулăшу паман-ши вăл?
Анчах… Анчах пурăна киле пĕр путсĕр, чунсăр çын пырса тухать çак хурама патне. Усал ĕç тума алли çĕкленет, чĕртсе çунтарса ăна вăл ярать. Мĕнле вăй-хăват çитернĕ-ши çав этем ĕмĕр тăршшĕпе çынна ырă туса пурăнакан хураман пурнăçне татма? Ахăртнех, çав вăхăтра никам та пулман пулас хурама тĕлĕнче. Кам та пулин пулнă пулсан, çунакан хурамана хăтарса хăварнă пулĕччĕ.
Выла шывĕ урлă мĕн чухлĕ каçса çӳремен-ши? Кашни каçмассерен çырма хĕрринчен хупах татса курка тăватпăр та Вылан техĕмлĕ шывне тутанса пăхатпăр. Вăл маншăн вăрман сĕткенĕ пек. Çав сĕткен ман халăхăма вăйлă чун парать. Мана та иксĕлми ăнтăлу, вăй-хăват парса тăрать. Çавăнпа та тăван яла килсе кайсан вăй-хал хутшăнать, кăмăл çĕкленет, ырă туйăмсем çуралаççĕ. Мăшăр çунат хушăннăн туйăнать. Хама çав вăхăтра чи телейлĕ çын пекех туятăп. Кирек ăçта пурăнсан та сăпка юрри юрласа ӳстернĕ, вăй-хăват панă, мăшăр çунат пиллесе тăван килтен вĕçтерсе кăларса янă тараватлă та мухтавлă çĕре манма пултараймастăп. Эпĕ тăван ял, тăван тавралăх, тăван кил умĕнче пысăк парăмра. Ăна манăн ырă ĕçпе, хамăн ырă кăмăллăхпа чыслăн-сумлăн туса пымалла.
Чыс та мухтав сана, Тури Вылăм, хăвăн сăпкунта сиктернĕшĕн, хаваслă ачалăх парнеленĕшĕн.
Усă курнă литература:
1. Ипполит Иванов. Чăваш халăх писателĕ А.С. Артемьев пурнăçĕпе пултарулăхĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1988. — 93с.
Информатор:
1. Баранов Ефим Иванович, 1902 çулта Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнче çуралнăскер.
Admin (2009-11-17 23:53:07):
Хайлава тăрăшса çырни сисĕнет. Мана килĕшрĕ. Ку ушкăнри ытти хайлавсене вуланă май вырăн йышăнма çителĕксĕртерех тесе шутлатăп. Лайăхрах хайланисем пур.
Хутшăннăшăн тавтапуç!