Кĕçĕн Сĕнчел тăрăхĕнче…


Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçса ларнă. Çак яла пуçарса яракансем пурнăçа пурăнма çăкăршăн кăна мар, илеме курма пĕлнĕ çынсем пулнă пуль... Яла хăш енчен килсе кĕрсен те асамлă тĕнчене лекнĕн туйăнать. Вырăн ячĕсене каласан тата ĕлĕк-авалхи Пăлхар вăхăтне çитсе тухатăн.

Кăнтăр енчен килсе кĕрсен сылтăм енче сĕм-сĕм вăрманта Сапатри çĕр çырлисене, хурăн çырлисене тутанма пулать. Пăлхавăр вăрманĕнче, Якур картинче тата Шуйттан вылянă çырма хĕррипе чăн кăрăçĕсене тупсах каятăн, унсăрăн мар.

Сулахай енче вара таса та тĕрлĕ пулăллă Сĕнче юханшывĕ авкаланса юхать. Кунта вара, Ярмуш пичче каларăшле, атмана пусса кăна ĕлкĕр, Хĕрлĕ çыранта çупахне те, шуйăнне те туртса кăларма пулать. Ямашра каçма çинченех вăлта ывăтса çăрттанĕпе уланкине кăларма пулать. Учук хĕрринче кимĕпе пынă çĕртенех хĕрлĕ куçĕпе сазанне лектерме пулать.

Хĕвеланăç енче вара анлă Сĕнче, хĕррипе пырсан, мĕнле кăна кӳллисемпе илĕртмест пулĕ. Малле кӳлли кăна мĕне тăрать. Прухур пичче каласа панинчен шалт! тĕлĕнме пулать. Вăл каланă тăрăх пирĕн Сĕнче малтан шăп ял варрипе шкул çумĕнчен юхса выртнă. Халь вара яла çупăрласа-ытамласа илнĕ пек юхать. Çавăнпа вара каллĕ-маллĕ юхнипе Малле ят панă, тет. Çапла Маллерен иртсен Акăш кӳллине çитетĕн. Çакăнта вара акăшсем пырса ларнă, тет. Аслă кӳл — чи пысăк та тарăн шывлă кӳлĕ. Хĕрĕх йĕвен ярса тĕпне çитмен теççĕ ăна. Ку кӳлĕ кăшт шиклентерет вара, мĕншĕн тесен ватăсем «Аслă кӳл хĕррине кайсан...» тенине илтсен çапла ăнлантарнăччĕ, çак кӳлĕ çумĕнче ял масарĕ вырнаçнă, вăл вара «вилсен пытарнине» тесе ăнлантарать. Çак кӳлĕсем вара вĕсем пурте улăхра вырнаçнă. Пирĕн улăхран хитри нимĕн те çук тăр та, чăнах! Еплерех тĕрлĕ тĕслĕ çаранĕсем ешереççĕ кунта. Ĕлĕкренех çак улăха пĕтĕм таврари ялсенчен утă тума килнĕ.

Пирĕн ял пысăках мар пулин те (189 çын пурăнать халь), вăл тĕнчене пултăклă та сумлă çынсене пайтах парнеленĕ. Чаплă профессор-математика С.А.Абрукова кам пĕлмест пулĕ. Сумлă академика Н.Т.Саврукова каласан тата. Генерал-майор В.Л.Чумаков — ватах та мар салтак (çак ялта килĕ урлă салтак ӳстернĕ), Давыдов А.Е. профессор т. ыт. те, т. ыт. те.

 

Çăлкуçĕ

Давыдов Прохор Михайлович каланине çырса илнĕ (1932 ç. ç., 2008 ç. çырса илнĕ).

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 23:07:11):

Хайлав çумне сăнӳкерчĕк те ярса панă! Маттур. Лайăххисен шутне кĕртес.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: