Эрине
I
Пуян ачи эп пултăм,
Ырă ята эп илтĕм.
Сарă хĕрсен хушшинче
Танлă каччă эп пултăм.
Танлă хĕрсен, сар хĕрсен
Ман çиреччĕ куçĕсем.
Вĕсем хăйсен ăшĕнче
Ĕмĕт тытрĕç чĕринче
Ыр çын килне пымашкăн,
Ĕмĕр ырă курмашкăн
Танлă çыннăн ывăльшĕн
Хитре арăм пулмашкăн.
Вăл хĕрсене пăхмарăм,
Хитререхне шырарăм.
Тата хитри тупăнчĕ,
Çав чĕрене çунтарчĕ.
Петĕр пуян сар хĕрĕ
Питрех сарă, пит хитре.
Кама валли тур çырĕ?
Çав рăскаллă тĕнченре
Кам юратмĕ çав хĕре?
Камăн чĕри сикмĕ-ши?
Петĕр хĕрне курсассăн, —
Юратмасăр чăтĕ-ши?
Хитре, сарă, илемлĕ
Петĕр хĕрĕ Эрине
Юратн[ă] иккен; савн[а] иккен
Тепĕр пуян ывăлне:
Пит илемлĕ, пит сарă
Мирун пуян ывăлĕ —
Эриненĕн савнийĕ.
Çав Мирунăн Микушĕ
Чунтан-вартан юратнă,
Юратмашкăн асăннă
Микушпала Эрине
Ĕмĕрлĕхе пĕр-пĕрне.
Аслă çыннăн ачиях
Пулса ӳсрĕм, çын пултăм,
Тытрăм ăса чиперех,
Çавах эпĕ йăнăшрăм.
Хама савман сар хĕре
Савтарасшăн эп пултăм,
Хам кăмăла килнине
Качча илес ăс тытрăм.
Петĕр хĕрĕ Эрине
Кăшт та мана çавмарĕ;
Эпĕ ăна савсан та,
Мана хапăл тумарĕ.
Хама савман пулсан та,
Качча илме тăрăшрăм,
Аттепеле аннене
Хам ĕмĕте систертĕм.
Авалхисен йăлипе,
Атте ячĕ хăтана —
Эпĕ хушса янипе
Петĕр хĕрне çураçма.
Петĕр пуян пит пуян,
Хăйĕн пĕртен-пĕр хĕрне
Пама пулнă вăл мана —
Танлă çыннăн ывăлне.
Килĕшнĕ те çураçнă,
Хулăмне те калаçнă,
Анчах хĕрĕ Эрине
Мая пыман ман енне.
Ашшĕ патне пынă та
Йĕре-йĕре каланă:
— Хăвăн пĕртен-пĕр хĕрне,
Итле-халĕ сăмахне.
Ӳссе çитнĕ сар хĕрне
Пысăк хуйха хăваран,
Хамăн чунăм савнинчен
Ĕмĕрлĕхе уйăран.
Пысăк хуйхă кӳриччен
Сирсе ярам çав хуйха;
Ман сăмаха итлесен,
Çăлăн манăн пуçăма...
Ашшĕ хĕрне каланă:
— Итле аçу сăмахне:
Аçу-аннӳ ирĕкĕ
Пултăр ялан сан çинче.
Эпĕ пырас вырăна
«Каймасп», — тесе ан кала.
Халех çамрăк пуçăпа
Чун савнине ан шыра.
Матви пуян Микулĕ
Мĕнтен начар, ма хурлан?
Ăслă çыннăн ывăлне
«Каймасп», — тесе ма калан?
Хĕрĕм, сана пăхас çук,
Сан ирĕкӳ пулас çук,
Хам кăмăла килнине —
Парăп Матви ывăлне...
Пит хуйхăрнă Эрине, —
Хĕн манасси савнине.
Хăй ăшĕнчи шухăшне
Вăл каланă амăшне:
— Анне, манăн савни пур,
Çавна кайма ĕмĕт пур.
Ман сăмаха итле-ха,
Ху пуçупа тăнла-ха:
Савманнине каясси —
Ĕмĕр хурлăх курасси;
Чун савнине каясси —
Ĕмĕр ырă курасси.
Шур çурта пек ӳт-пĕве
Хам савнишĕн ӳстертĕм,
Çут çăлтăр пек куçăмпа
Савни çине пăхаттăм,
Хам савнипе пурăнма
Ăшра ĕмĕт тытаттăм,
Çывăрнă чух тĕлĕкре
Чун савнине шыраттăм.
Ăшăм çунать, чун çунать,
Пулас хуйха чун сисет.
Савни аса килсессĕн,
Ӳтĕм-пĕвĕм чĕтренет.
Чун савнипе пурнăттăм,
Ĕмĕр ырă курăттăм.
Аттепеле аннешĕн
Çут çăлтăр пек пулăттăм.
Атте-анне итлемест —
Ман ĕмĕте пĕтереç,
Хальччен пулман хурлăха
Хăйсем çине çитереç.
Ах, юратнă ман аннем,
Савманнине ан парсам;
Савманнине парсассăн,
Ĕмĕр йĕрсе асăнăн;
Ман сăмаха итлесен.
Ĕмĕр курăн ман сăна;
Ман сăмаха хур тусан,
Ĕмрӳ иртĕ макăрса...
Петĕр пуян карчăкĕ
Тăнă хĕрне итлесе.
Пĕтсен хĕрин сăмахĕ,
Каланă вăл çил[л]енсе:
— Кам та пулин вĕрентнĕ
Сана ухмах ăсĕпе:
Калан аннӳ умĕнче
Çавăн ухмах сăмахне.
Эпĕ ĕлĕк хĕр чухне
Атте качча париччен
Шырамарăм савнине —
Ăса кĕрсе çитиччен,
Хĕрĕм, эп те, сан пекех,
Хитре, сарă, илемлĕ
Сарă хĕрсем хушшинче
Эпĕ пултăм телейлĕ,
Анчах чунăм санни пек
Ухмах ăса тытмарĕ, —
Ăсăм кĕрсе çитиччен
Чунăм савни тупмарĕ.
Ăсăм кĕрсе çитсессĕн,
Атте качча парсассăн,
Чунăм савни тупăнчĕ,
Тин савмашкăн тытăнчĕ.
Вунçич çула тин каян —
Чун савнишĕн макăран.
Кирлĕ марччĕ выляма,
Халех савни шырама.
Сан сăмахсем ыр-им-ха
Ватă аннӳ умĕнче?
Савни çинчен калаçан
Ăс-тăн ыйтас вырăнне.
Ятласа мар, эп сана
Калап, хĕрĕм, вĕрентсе.
Ватă аннӳ умĕнчен
Ан кай халĕ çил[л]енсе.
Итле, хĕрĕм, эс мана:
Çынсем тĕрлĕ илĕртĕç,
Тĕрлĕ сăмах кăларса
Пĕтермешкĕн шухăшлĕç.
Хĕрĕм, хĕрĕм, ан пирĕш1 —
Ăшна çынсем çунтарĕç,
Эпĕ парас вырăна
«Каймасп», — тесе ан хирĕç.
Аçу-аннӳ юратни
Санăн пулĕ савнийĕ,
Аçу-аннӳ пиллени
Пулĕ турă çырнийĕ.
Ĕнтĕ сана çураçнă,
«Каймасп», — тесе ан кала.
Танлă çыннăн ывăлне
Хăяймăн эс хурлама...
Петĕр карчăк хăй хĕрне
Хăйĕн ăслă сăмахпе
Ӳкĕтлесе-вĕрентсе,
Пусарнă ун чĕрине.
II
Сив çил вĕрет уласа,
Вăрман ларать кашласа.
Ешĕл вăрман çулçине
Шыв ӳкерет шыв çине.
Çӳлте хура пĕлĕтсем —
Пĕр вĕçĕмсĕр ушкăнсем —
Пит хăрушшăн пăлханса,
Çавăрăнса, пăтранса,
Пĕлте карса илеççĕ,
Пăч-тĕттĕмех тăваççĕ.
Çумăр çăвать явăнса,
Вăйлă çилпе çапăнса.
Аслатийĕ кĕрлесе
Пĕтĕм çĕре чĕтретсе,
Шатăртатса хыт кĕрлет.
Те тĕнчийĕ çĕмĕрлет? —
Вăхăчĕпе — çиçĕмĕ,
Ялтăртатса ун вучĕ
Тĕттĕм çĕре çутатать.
Ах, пĕр мĕлке курăнать,
Çырма хĕрринче тăрать —
Этем иккен вăл юрлать:
III
«Пысăк çырма хĕрринче
Çӳл[л]ĕ çыран тĕлĕнче
Ăшăм-чикĕм пăлханса,
Чунтан-вартан хурланса,
Хам хурлăха чăтаймасп,
Пысăк хуйха тӳсеймесп,
Хуйхă çиет чĕрене, —
Пĕтерчĕçĕ ĕмĕте.
Хам савнинчен уйăраç,
Ман пурнăçа пĕтереç.
Савни, сана пăрахса,
Савманнине юратса
Тӳсе-чăтса пулĕ-ши?
Сана манса пулĕ-ши?
Савни, сана манас çук,
Савманнине каяс çук.
Савманнине ка[й]иччен,
Савни, сана маниччен
Çак çаврăнса, хумханса,
Çыран хĕрне çапăнса
Хытă юхакан çырма
Çăтса илтĕр чунăма,
Ман илемлĕ пĕвĕме,
Шур çурта пек ӳтĕме.
Шыв тĕпĕнчи шапасем,
Шыври тĕрлĕ пулăсем
Мнăн ӳте кăшлаччăр,
Мана çисе савăнччăр.
IV
Çӳл[л]ĕ тăвн хĕрринче,
Чăнкă çыран хĕрринче
Ӳсет чечек сарăлса,
Пит катаран курăнса.
Хĕвел пăхса ӳстерет,
Сывлăм ăна ĕçтерет.
Этем татса илмесен,
Ирхи сивĕ шăнтмасан,
Кĕркуннеччен ларĕччĕ,
Тăва илем кӳрĕччĕ.
Ах, чечекĕм, чечекĕм,
Саншăн çунать ман чунăм.
Эс сарăлса ларатăн,
Пулас хуйха сисместĕн.
Эс ӳсекен çĕр хĕсĕр,
Эсĕ юлан сисмесĕр —
Çыраналла çурăлать,
Хесĕр-хесĕр2 ишĕлет.
Ĕмĕрлĕхе пĕтетĕн —
Ху вилĕмне сисместĕн.
Татса илсе çăлаймăп,
Сан пурнăçна чăсаймăп.
Сана татса илсен те.
Ман алăра пулсан та,
Кăвак пĕлĕте пăхса,
Манăн аллăмра типсе
Пĕтет санăн пурнăçу,
Ырă курас ĕмĕтӳ.
Савни, каçар эс мана,
Турă илтĕр чунăма.
Урăх сана кураймăп,
Санпа пĕрле пулаймăп...»
Урăх сасă илтĕнмест,
Хайхи мĕлке курăнмасть.
Тăвăл анчах уласа, —
Те макăрса, те кулса,
Çырма шывне хумхатать,
Хум çине хум хăпартать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...