Платун
Нумай та пулмасть вăл,
Вуник çула яхăн иртнĕ пуль,
Пурăннă пулнă пирĕн ялта
Нумай çынсем пулнă та
Тата тепĕр çын Платун ятлăскер.
Вăл пулнă ухмахрахскер.
Тĕнчере тĕклĕ сăмах пур тесе
Ахаль каламан пуль çав ват çынсем те.
Эпир халь сахал пурăннă,
Хăш-хăш çынсем нумайтарах пурăннă.
Эпир сахал пурăннă пулсан та
Хамăр пурăннă таран та
Ĕмĕр тăрăшĕ вăрăмран
Хамăр пуçсăр çӳренĕрен
Хыпарне те нумайтарах илтеттĕмер.
Пĕрре юлташла эпир
Ирхине ирех
Урам тăваткăльне тупрăмар тӳрех!
Унта куртăмăр халапçăсене,
Пакăлтатса лараканскерсене.
Хайхи эпир юлташăмăрпа
Хăлхасене тăнках тăратрăмăр та
Иксĕмĕр те ыткăнса лартăмăр.
Пĕр кĕтесе таянтăмăр,
Хайхи пирĕн ыр çынсем
Унти-кунти халапсем
Çинчен калаçма тытăнчĕç.
Иван пиччепе Энтюк пичче пуçласа ячĕç.
Иван пичче калать,
Ĕнтюк пичче те пуçлать:
— Ах! çав Платунтан тĕлĕнмелле:
Хăй ватăлса,
Ăсĕ Катăлса
Пырать пирĕн Платун пиччен
Пĕр виç-тăватă çулшăн
Авланма шухăш тытать тет.
Платун хĕр шырама тытăнать.
Евчине кайса калама тухатлать,
Анчах намăсран хăрать.
Намăсран та хăраса пулмасть тет те
Часрах кӳрĕше тупать.
Ăна пĕлнĕ чее Тимьян
Ун çумĕнчен хăпман,
Часрах улталашăн тăрăшать;
Килне тупать
Юлташне калать:
«Айта Платуна улталапăр,
Хамăра мĕн пулассипе пĕлмесĕр», —
Тет те наччас
Мĕн пулассине пĕлмес[т],
Хĕрарăм кĕпи тăхăнса пырать,
Хырăмне минтер хурать.
Калама ярать хăвăртрах:
«Укçине илтĕр çитенкĕллĕрех», —
Теме хушать Тимьян.
Лашин кӳлнĕ кӳлмен
Платун патне чуптарать,
Лешĕ çул çине Платуна тĕл пулать.
«Лар часрах,
Çӳреместĕн хыпаланарах», —
Тет те часрах Платуна çуна çине лартать.
Сиккипе пырать,
Хĕр кил патне çитеççĕ,
Çапах сиккипе пыраççĕ.
«Платун пичче, вăл хĕршĕн
Хулăмне хаклă ыйтмăпăр», — тет.
Пирĕн Платун хавасланнă,
Чунтан-вартан савăннă.
Четвĕрт памалăх пулать,
Татах хĕре памаççĕ.
Четвĕрт çура юлмаççĕ,
Хĕре илме шухăшлать те
Икĕ четвĕрт парать.
Хайхи пирĕн Платун.
Шур сухала саракан,
Хĕре лартать, чуптарать.
Тăр халĕ, çул çинче мĕн пулать?
Тăвайккинчен анать сиккипе
Мĕн пулассине пĕлмест хаваспе:
Çуна тӳнет, платун умĕнче ларать
Çавăрăнса пăхмасть хĕр çине.
Хĕрĕ ӳксе юлнă сулнăк çине.
Платун хапхи айне çитсен
Тин çавăрăнса пăхать:
Çухалнă пирĕн хĕр!
Чавсана çавăрса çыртас —
Çăвар çитмес[т], —
Терĕ пирĕн Ентюк пичче.
Çапла пĕтерчĕ халапне,
Хăй çăварĕнчи сăмахне.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...