Вилĕмсĕр йыхрав
Белорусси, паттăр Беларуç.
Ял-хуласерен кунта çӳрерĕм.
Ĕшенсен те хупăнмарĕ куç,
Каç выртсан та ыйхăм вуç килмерĕ.
Пĕр кил-йыш пек туслă пур этем.
Хуçайман чуна палач ĕрлевĕ.
Пур çĕрте те пурăнăç, илем.
Мирлĕ ĕç, сисеп, — кашнин тĕллевĕ.
Илтнине хам куçăн курнăран
Хыт хумхантăм, шухăшпа тертлентĕм.
Тарăнланчĕ чĕремри суран,
Курайманлăхпа тулса хĕмлентĕм.
Шĕкĕлчерĕ вĕçĕм чунăма
Çуннă ялăн хурлăхĕ, асапĕ.
Ӳт пĕçерчĕ, лекрĕм çулăма...
Эй, Хатынь, сана халь пуç таяп эп.
Курнипе те йывăр чăтасси,
Пăчăртать тавран кĕрен ялтравĕ.
Илтĕнет йыхравлă чан сасси,
Вилнисен ку — вилĕмсĕр йыхравĕ.
Сив гранит та куççульпе йĕрет.
Мраморта — Хатынь, Ляор та Рудни...
Ялĕ çук. Юпа çеç рет те рет,
Сахал мар вĕсем кунта, куратни.
Вĕçĕм-вĕçĕм çын килсе тăрать.
Чечексем кăвар тĕспе çунаççĕ.
Хăй сыввишĕн пĕтĕм паттăра
Кашниех чун патĕнче усрать-çке.
Пĕр илтсен, никам та манас çук.
Хăлхамра Хатынь нихçан шăпланмĕ.
Вăрçă чарăнсан та, ик-виç çул
Çакăнта чĕр курăк та шăтман-мĕн.
Тăнăç кун çывхарнă çăмăл мар,
Эп туспа тăван пек калаçатăп.
Ылханпа питлерĕм пĕрре мар:
Пур фашист йăхне те шалкăм çаптăр.
Шухăшсем
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...
Ever thought how chuvash...
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...