Балетмейстер
Буровойра тăп чарăнчĕ вăл — çӳлтен ун еннелле шăв-шав кăларса, шăхăрса пысăк пăрăх вĕçсе анать. Çак хура пăрăх хăй çине ӳкессĕнех туйăнчĕ ăна: «Пĕтрĕм, халех лапчăтса хурать!» Куç хупса иличчен каялла тапрĕ вăл. Анчах кăлăхах хăраса ӳкнĕ иккен. Брезент куртка, тимĕр каска тăхăннă пĕр вăйлă нефтяник килсе тухрĕ те çав хăрушă пăрăха пысăк çекĕлпе лектерсе илчĕ, ăна çаврака плита варринче кăшт çеç курăнса тăракан тепĕр пăрăхпа пĕрлештерчĕ. Тепĕр бурильщик çав вырăна, пăрăх пуçĕсене, çупа сĕрчĕ. Айккинче хускалмасăр ларнă станок, чĕрĕлсе тăнă пек, часах çав пăрăхсем патне пырса çитрĕ, вĕсене çепĕççĕн ыталаса илсе вăр! çавăрма пуçларĕ... Пĕрремĕш пăрăх самантрах çĕр тĕпнелле анса кайрĕ. Çӳлтен, пĕлĕтсем патĕнченех, тепĕр пăрăх вĕçсе анать ĕнтĕ. Ăна та, çекĕлпе лектерсе илсе, иккĕмĕш пăрăхпа пĕрлештерчĕç, станок каллех пырса çитрĕ те ăна çавăрма пуçларĕ. Иккĕмĕш пăрăх та çĕр тĕпнелле анса кайрĕ...
Çаксем пурте питĕ хăвăрт, секундсем хушшинче пулса иртрĕç. Нефтяниксем çав тери меллĕ, ăнăçлă та пысăк ăсталăхпа ĕçлеççĕ. Артистсем тейĕн. Туслă та йĕркеллĕ оркестра аса илтерет. Субханкулов хăватлă барабан сассине илтет пек, флейта янăрать, фагот хăрăлтатать, сĕрме купăс çинçе сасăпа ĕнĕрет пек... Этем ĕçе юратнине, ĕçе хакласа юрлаççĕ пек...
Шăп çакăнта вăл хăйĕн пулас ташă кĕввине тытса илчĕ. Сцена çинче мĕнлерех пулассине пĕлеймест-ха вăл, анчах чĕринче çĕнĕ кĕвĕ çуралма пуçларĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл хĕрӳллĕн ташлакансене лайăх курать.
Малтанхи хавхалану туйăмĕсем кĕрлесе иртсе кайсан, хăй умĕнчи çынсене курма пуçларĕ вăл. Тормоз рычагне куçарса тăраканскер дирижер пекех туйăнчĕ ăна, Лайăхрах пăхрĕ те вăл тĕлĕнсех кайрĕ. Ара, çак йĕкĕт ĕнер унăн тинкине илнĕ «мăйăхлă утаман» Каюмов-çке.
Хăна килĕ умĕнче маршрутлă таксисем тăраççĕ. Параднăй крыльца çине çула тухма хатĕрленĕ сумкăсем, саквояжсем, чемодансем купаласа хунă. Художниксем, музыкантсем, артистсем, яланхи пекех, хавхаланса, шавласа калаçаççĕ. Вĕсем Субханкулова хаваслăн, çав вăхăтрах ӳпкелешсе кĕтсе илчĕç.
— Ăçта çухалса çӳретĕн эс, Рахим?
— Мĕн пулнă?
— Такси çур сехет кĕтсе тăрать пире. Сана пула çула тухаймастпăр.
— Тепĕр хут ыйтатăп: мĕн пулнă? — чатаймасăр каласа хучĕ Субханкулов.
Баянне çурăм хыçне çакнă Ильяс ун умне пырса тăчĕ, чеен кулса илчĕ, фокусник пек хăтланса, телеграмма кăларса тыттарчĕ.
Субханкулов телеграммăна хăвăрт вуласа тухрĕ, темшĕн ăна тепĕр енне çавăрса пăхрĕ, унтаа васкамасăр çеç тепĕр хут вуларĕ.
Телеграммăра канашлăва урăх вăхăта куçарни, артистсем паянах Хусана килсе çитме тивĕçли çинчен каланă, культура министрĕ алă пуснă.
— Ну, ăнлантăн-и ĕнтĕ? — терĕ темиçе çын пĕр харăс. — Атя, хăвăртрах пуçтарăн. Каятпăр.
Субханкулов телеграммăна каялла пачĕ, пĕр сăмах та чĕнмерĕ. «Пĕчĕк ачасем тесе шутлать-и вăл пире? Тытать те — хăваласа ярать, шутлать те — чĕнсе илет», — çав тери тарăхса кайрĕ вăл. Министра тавăрасси, кӳрентересси килчĕ унăн. Усăсăр çул çӳретнишĕн тавăрасшăн пулчĕ. Мĕн пулать те мĕн килет — шутланă ташша лартатех вăл, тен, хăйшĕн çеç, çак инçетри промысласенче ĕçлекен çынсемшĕн çеç лартса парать. Пĕр шухăшласа тăмасăр, вăл çапла каласа хучĕ:
— Юрĕ, телейлĕ çул сунатăп сире!
— Мĕн тени пулать ку? Шӳтлешсе тăма вăхăт çук халь.
— Çук, эпĕ шӳтлеместĕп, — терĕ Субханкулов. — Сывă пулăр, юлташсем. Эпир Ильяспа иксĕмĕр кунта юлатпăр.
...Кăçалхи çу уншăн йывăр пулчĕ. Малтанхи лăпкă çумăрсем çуса иртрĕç. Уяр та ăшă каçсенче Зай çырми тăрăхĕнче шăпчăксем юрă шăрантараççĕ, хуткупăс калани, çамрăксем юрлани илтĕнет... Субханкулов япăх çывăракан пулчĕ. Ирех вăранса, урамри шăв-шава, шурăмпуçпех инçетри промысласене тухса кайма тивĕçлĕ вахта машинисем чăрсăррăн кăшкăртнине итлесе выртрĕ.
Хусанта чухне вăл хаçатсенче нефтяниксен ĕçри пысăк çитĕнĕвĕсем çинчен çырнине вулатчĕ, çав çитĕнӳсем хăйсем тĕллĕнех пулса пынă пек туйăнатчĕ. Халĕ унăн куçĕ умне çав çитĕнӳсене тăвакан çынсем тухса тăчĕç, халиччен уншăн паллă пулман пĕчĕк хула тĕнчи уçăлса тăчĕ. Шухăшĕпе вăл пĕлĕтсем патне кармашнă çӳллĕ вышкăна курчĕ. Чее те асамçă Девон патша çĕр тĕпне пытарнă мула кăларакан теветкеллĕ те хăюллă паттăрсем çинчен шухăшларĕ.
Ăспа шухăшласа тунă ӳкерчĕкре пулас ташă лайăх курăнать ĕнтĕ ăна. Легендăна кĕрсе юлнă кивĕлĕх паянхи çĕнĕлĕхпе пĕрлешсе каять, халап чăн пурнăç пулса тăрать, çавăнтах теветкеллĕ те хăюллă йĕкĕтсем ташласа çӳреççĕ... Халиччен мĕн туни, халиччен мĕн пĕлни веçех тĕксĕмленсе юлчĕ, пуласси, малашне мĕн тăвасси хăратма пуçларĕ: «Ташă тухса пĕтмесен?» Ун чухне унăн сцена çинчи çăлтăрĕ ĕмĕрлĕхех сӳнет, хăйне хăй йăпатса, лăплантарса çӳресси пĕтет, урăхла тепĕр ĕç шырама тӳр килет...
Либретто шутласа тупасси, композитора кĕввине хайласа çыртарасси чылай вăхăт илчĕ. Хаклă вăхăта сая ярас мар тесе, балетмейстер хулари клубсене хăй çӳрерĕ, ташлакансен коллективĕ валли юрăхлă çамрăксене суйласа илчĕ, вĕсене халăх ташшин илемлĕхĕ, пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарса пама тăрăшрĕ.
Йĕкĕтсем урайне çĕмĕрес пекех тапса, тĕпĕртетсе, тусан кăларса çӳремеççĕ ĕнтĕ, çăмаллăнрах, илемлĕрех ташлаççĕ. Чи пахи — музыкăна итлеме, ăнланма вĕренчĕç. Балетмейстер вĕсем çине çилленсе пăхмасть халь. Ташăн чи йывăр саманчĕсенче, хăй çамрăк маррине пăхмасăр, вăл сцена варрине тухать те, кампа та пулин мăшăрланса, çаврăнса çӳрет е пĕччен, илемлĕ çаврăнусем туса, çепĕççĕн ташласа кăтартать.
Çаплах вăл пĕрре: «Акă эсир мĕнле ташлатăр», — тесе, юриех начар, кулăшла ташласа пачĕ. Çамрăксем ахăлтатсах кулчĕç. Унтан вăл сцена тавра тĕлĕнмелле çăмăллăн çаврăнса çӳреме пуçларĕ; ташă вăхăтлăха хурлăхлă курăнать те самантрах çавраçиле çаврăнать. Каярахпа Рахим ашкăнса кайсах ура хуçса ташлама пуçларĕ. Çамрăксем, чăтаймасăç, кĕвĕ çеммипе алă çупма, кăмăллăн шавлама тытăнчĕç. Балетмейстер çакна пĕлет: мĕн чухлĕ чуна парса, кăмăл туртнă пек ташлатăн, çавăн чухлĕ ăнăçлă, ĕненмелле пулса тухать.
Репетицие çӳреме пăрахни е кая юлса пыни пачах пулмарĕ. Хăйсен йăнăшне чăтăмлăн, вăрахчен ăнлантарса панашăн çилленмеççĕ ĕнтĕ çамрăксем. Репетици Рахим кăмăлне каять, савăнтарать ăна, анчах пулас концерт çаплах хăратса тăрать-ха.
Ильяс ăслă помощник пулса тухрĕ. Хулари мĕнпур баянистсене итлесе тухсан, виçĕ йĕкĕте суйласа илчĕ. Баянистоен квартечĕ ташă кĕввине лайăх тума пĕлнешĕн савăнса, Субханкулов хăй те çамрăк чухнехи пек туйăмпа ташламасăр чăтаймасть.
Костюмсем хатĕрлессине «мăйăхлă утаман» Каюмов хăй çине илчĕ.
— Асту, çĕлесе ан ĕлкĕр-ха! — тӳрех каларĕ вăл ателье пуçлăхне, лешĕ ĕç нумаййи çинчен сăмах тапратсан. — Эпир сана пур-çук заказчиксем мар. Нефтяниксем теççĕ пире! Пĕл, пирĕнпе кутăнлашса калаçма юрамасть!
Заказсем нумай пулчĕç. Чи малтан чее те хаяр Девон патша валли юрăхлă тум çĕлерĕç. Унтан вăйлă та хăюллă Пăралуçă-паттăр валли тум шухăшласа тупмалла пулчĕ. Ăна Каюмов хăй ташлать. Çĕр-аннен чипер хĕрĕсем валли хитре те çыпăçуллă кĕпесем çĕлемелле. Хĕпĕртесе савăнакан, хавасланакан халăх валли хăйне евĕрлĕ тум кирлĕ... Ку сана «массăллă çĕлев» мар, питĕ кăткăс ĕç. Кашни костюма уйрăм та тимлĕн çĕлемелле. Йывăр пулсан та, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ Каюмов. Пĕр уйăх иртсен, вахта машинипе вăтăр ытла костюм Культура керменне тиесе пычĕ. Субханкулюа рапорт пачĕ:
— Балетмейстер юлташ! Задание пурнăçларăм. Ательерен костюмсем хайăрса килтĕм. Йышăнăр!
Субханкулов йĕкĕте алă пачĕ, кăмăлне çемçетсе, ырă сунса тав турĕ. Çав кун савăнмалли нумай пулчĕ. Артистсем костюмĕсене тăхăнса пăхма пуçларĕç. Кĕтмен çĕртен репетици пуçланса кайрĕ. Балетмейстер кăшт шикленсе те илчĕ: халĕ вĕсем хавхаланса, хумханса кайса ташлĕç те, концерт панă чухне халăх умне нимĕн чухлĕ те хавасланмасăр тухĕç...
Концерт памалли вăхăт та килсе çитрĕ. Кĕркуннеччĕ ĕнтĕ ун чухне. Каçран çумăр çума пуçларĕ. «Ку, тен, лайăх та, — шухăшларĕ Субханкулов. — Халăх пухăнмасан, концерта тепĕр вăхăта куçаратпăр. Лайăхрах хатĕрленме май пулать. Ăнăçлăхăн шанчăкĕ пулать...»
Анчах халăх пухăнчĕ, Культура керменне лăк килсе тулчĕ, ниçта ларма вырăн çук. Субханкулов чаршав хыçĕнче, сцена çинче, хумханнине палăртмасăр, артистла тумланакан нефтяниксем хушшинче çӳрерĕ. Çак вăхăтра вĕсене канаш пани усăсăр иккенне пĕлет пулин те, çине-çинех сăмах хушрĕ:
— Халăх умне тухнă чухне ан васкăр. Кĕпĕрленсе мар, йĕркеллĕ кăна тухăр!
Зала тухма шут тытрĕ Субханкулов. Хăйне валли палăртнă вырăна пырса ларчĕ.
Зал хăй сывлăшĕпе сывлать: пăшăлтатса калаçни, ӳсĕрни илтĕнет, канфет хучĕ шăтăртатса илет. Тĕттĕмрех залра тимлĕн кĕтсе ларакан халăха курсан, хăрасах ӳкрĕ балетмейстер, «ĕç ăнмасть» текен туйăм пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăна пĕтĕмпех тыткăна илчĕ. Вăл вара сцена çине пăхас та мар терĕ. Мĕн тума пăхмалла? Унта мĕн пулассине вăл ахалех пĕлет-çке.
Чăнах та, музыка ăна чун кĕртнĕ пек пулчĕ. Апла пулин те, вăл пуçне çĕклесе пăхмарĕ, пачах урăх япала çинчен шухăшлама тăрăшса, пĕр ал лаппине тепĕр ал лаппипе чăмăртаса ларчĕ.
Сцена çинчен çăмăллăн та ерипен çеç чуна хумхантаракан хурлăхлă кĕвĕ илтĕнме пуçларĕ. Шыв юхнă пек тикĕссĕн çывхарать вăл. Куçне хупнă Субханкулов тавçăрса илчĕ: сцена хыçĕнчен Çĕр-анне хĕрĕсен костюмне тăхăннă артисткăсем йĕркепе тухма пуçларĕç. Хăй те сисмерĕ вăл, пуçне каçăртрĕ. Авă, хулпуççийĕеем çинче нефть фонтанĕ пек хура çӳç çивĕчĕсем юхаççĕ. Хĕрсем карталанса ташласа çаврăннă чухне çав хура çивĕтсем пĕр хура юхăма пĕрлешеççĕ. Хĕрсем шурă çуначĕсене илемлĕн сулкалаççĕ. Сенкер юхăм пĕр çухалать, унтан, ирĕке тухас тесе, çирĕп хумсемпе сарăлса каять...
Пĕр харăс тăватă баян сасси янăраса кайрĕ, йĕс турилккесем чанкăртатса илчĕç. Çил-тăвăл кĕрлеме, шăхăрма тытăнчĕ. Карталанса ташлакан çепĕç те салху хĕрсен вăййине, кĕмĕл укисемпе ялтăртатса, хăватлă Девон патша хăйĕн тарçи-тĕрçисемпе килсе кĕчĕ, хĕрсем тавра çаврăнса çӳреме пуçларĕ, вăйлă та тĕреклĕ çуначĕсемпе çапкалашать... Çакăнта аллине пысăк хурçă пăра тытнă паттăр Пăралуçă килсе тухрĕ, Девон патшана керешĕве тухма йыхăрчĕ. Самантрах веçех арпашанса пăтрашăнса кайрĕ. Усал патшана сыхлакансем Пăралуçă патне çав тери хаярланса пырса перĕнеççĕ, анчах та пысăк чулту çумне пырса çапăннă пек, ыткăна-ыткăна каяççĕ. Юлашкинчен сцена çине иккĕн çеç юлчĕç: чее те хаяр Девон — çĕр тĕпĕнчи пуянлăх, хура ылтăн хуçи — тата паттăр Пăралуçă. Чылай вăхăт хушшн хаяр та хăрушă çапăçу пычĕ: пĕр-пĕрне сулмаклă чăмăрĕсемпе тыттара-тыттара яраççĕ, пиçиххисемпе туртăшаççĕ, пилĕкрен тытса кĕрешеççĕ. Урса кайнă Девон хăйĕн патшалăхне килсе кĕнĕ Пăралуçа ак-ак çавăрса çапса çĕрпе тикĕслесе хурас патнех çитнĕччĕ ĕнтĕ. Авчах паттăр Пăралуçă унăн хăватлă ытамĕнчен хăтăлчĕ те патшана хăйне пилĕкĕнчен ярса илчĕ, кĕрешӳ çĕнĕ вăйпа амаланса кайрĕ.
Çапăçу пуçланчĕ.
Хаяр патша кашни тытăçмассерен вăйсăрланма, халтан кайма пуçларĕ. Халĕ унăн патшалăхĕнче вăл мар, Пăралуçă хуçаланать. Акă вĕсем юлашки хут кĕрешеççĕ ĕнтĕ, пĕр-пĕрне пилĕкрен тытрĕç. Пăралуçă çĕр тĕпĕнчи патшана кăкăрĕнчен хĕссе илчĕ те çĕнтерӳллĕн çӳле çĕклерĕ, хăй урлă ывăтса, çĕре çĕклесе çапрĕ... Çĕр-анне хĕрĕсене тинех чун кĕчĕ. Вĕсем, шур чечексем пулса, сенкер хумлăн ярăнса хăюллăн ташлама тухрĕç, çап-çутă çĕкленнĕ хĕвел еннелле кайса çухалчĕç...
Ку вăл халап. Пĕчĕккисемпе çитĕннисене килĕшекен халап. Балетмейстер ăна çакăнта, инçетри промысласенче, шыраса тупрĕ. Унăн геройĕсем — çак залра ларакан çынсемех. Субханкулов çав халапа ташă чĕлхи çине куçарчĕ.
Самантлăха зал шăп ларчĕ. Усал патшана Пăралуçă-пăхаттир çĕнтернĕ хыççăн кăшт вăхăт иртсен, куракансем кĕрлеттерсе алă çупма тытăнчĕç.
Сцена çине пур енчен те каччăсемпе хĕрсем кĕрсе тулчĕç. Питех те хаваслă вĕсем. Аслă уяв — Сабантуй пуçланчĕ. Шалча çине çакнă тĕрленĕ алшăллисем вĕлкĕшеççĕ, купăсçăсем хаваслă кĕвĕ шăрантараççă. Тĕрлĕ йышши тумтир тăхăннă халăхсем — вырăссем, украинецсем, пушкăртсем, азербайджанецсем, тутарсем, чăвашсем — ташша çаптараççĕ...
Рахим лăпланчĕ темелле, хумханни иртсе кайма пуçларĕ. Халĕ унăн сиксе тăрса артистсене çапла кăшкăрасси килчĕ: «Ан парăнăр, тăванăмсем, чăтăр!» Анчах та вăл кăшкăрма мар, пырне такам пăвса илнĕ тейĕн, пĕр сăмах калама та пултараймасть.
Сабантуй халăхĕ Каюмов пăхаттире çĕклесе илсе çӳлелле ывăтма пуçласан, куракансем çав тери хытă шавласа-кĕрлесе кайрĕç, зал çурăлса каяс пек алă çупрĕç, «бис, би-ис!» тесе кăшкăрчĕç.
Пысăк çĕнтерӳ пулчĕ ку. Çак самантра Рахнмран телейлĕрех çын урăх çукчĕ те пулмалла. Анчах, унăн чĕринче халĕ хаваслă туйăмпа пĕрлех ӳкĕнĕç туйăмĕ çуралмасть-ши? Питĕ кая юлса килнĕ телей мар-ши ку? Искусствăра тĕрĕс çул тупнă пулсан, халиччен, мĕн кăна тумастчĕ-ши вăл?
Зал çаплах кĕрлет.
Субханкулов, тăкăнкаласа, залран тухма пуçларĕ. Алă çупакан, хаваслăн кулакан çынсем хушшипе васкасах иртрĕ вăл. Çамрăк мар, çӳçĕсем кăвакарма пуçланă Субханкулов çине тĕлĕнсе пăхрĕç çав çынсем, темĕн пăшăлтатса илчĕç, анчах вăл мĕншĕн йĕнине ниепле те ăнланаймарĕç...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...