Çурхи уйăх мыскари
Пирĕнтен пĕр шит юлмасăр
уйăх шурĕ тӳпере,
темĕскер шырать пек сассăр,
мĕн ӳкернĕ вăл çĕре?
Пăрахать шумашкăн уйăх,
хамăр кăшт чарăнсанах.
Пурпĕр тупаймасть хăюлăх
вăл пире чĕнме сăмах.
Çĕрĕпех итлерĕ вăрттăн
пирĕн çамрăк сассене.
Кайран питĕ хăвăрттăн
кĕчĕ пĕлĕт хушшине.
Тухрĕ çил, хупсах вăл хучĕ
хура пĕлĕт алăкне.
Уйăхăн шур çӳçлĕ пуçĕ
путрĕ каçăн сĕмлĕхне.
Хураймасть ниçта вăйне çил,
алхасать те ахăрать:
«Çавăн пек, — тет, — манăн несĕл:
Ĕмĕртен йăли пырать!»
Туй тăвать пек çутçанталăк,
авăнса кашлать вăрман.
Куркасем шаккаççĕ, авă,
хире-хирĕç ик юман.
Арканать тӳпе хапхи те:
тулчĕ шăтăк-çурăкпа.
Йăлăнать ват уйăх: «Çитĕ!
Тек çӳремĕп ют çулпа!»
Шурă çӳçĕ сапаланнă
пĕлĕт хушшинче, шалта,
ирĕке тухма васканăн,
чупкалать унта-кунта.
Пĕлĕт алăкне уçмашкăн
тупаймасть вăл хăлăпне,
Йăлăнатъ çиле: Ан ашкăн!
Вĕçертсемччĕ сăлăпне!
ух эппин, тӳпе хуралĕ,
вĕлкĕштер шур сухална.
Савнисем — вăтанчăк халăх,
вĕсемпе мĕн ĕç сана!..
Тараватлă хӳтлĕх пачĕ
лапсăркка йăмра пире.
Ах, епле сăмах çуначĕ
халь çĕклет иксĕмĕре.
Уйăхран ăçтан эс хăпăн?
Те кулать, те йĕкĕлтет:
вăл пире каллех йĕрлет.
Çулçă хушшинчен пит шăппăн
хăлхине чиксех итлет.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...