Чечек акрăм


Чечек акрăм та,

Чечек акрам та,

Шăтса тухрĕ пуль хытă чул.

 

Пăхаймарăм-и,

Сапаймарăм-и,

Сивĕрех пулчĕ-ши ку çул?

 

Кулас кăмăлăм,

Савнас кăмăлăм

Ма пĕрмай ӳкет чул çине?

 

Эс курмастăн-и,

Эс сисместĕн-и,

Манăн чунăм çуннине?

 

Чечек парăттăм,

Чечек парăттăм,

Шăтайман пулсан, мĕн парам?

 

Эс хаваслă-и?

Пурте лайăх-и?

Сан телейшĕн савăнам.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ольга тапирова (2012-02-21 19:45:21):

ачалах аса килче,эпе ача чух щамраксем щак юрра юрлатчещ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ольга Иванова (2013-02-08 22:35:11):

Манăн та ку юрă ачалăхпа çыхăннă. Кукамай юрлатчĕ те макăратчĕ. Хале кукамайăм ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Анчах çак юрра илтсессĕн манăн та куççуль тухать. Шел, иртнине каялла тавăрма çук...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Василий (2017-10-23 08:55:13):

Песню на эти стихи я считаю шедевром...

 

Василий (2017-11-12 09:19:27):

Слушаю часто песню на эти стихи

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: