Эгоист
Хăйне çеç юратан çынпа ан тупăш —
кураймăн эсĕ ун ăшне кĕрсе.
Ăна хăйне çĕклен мăнаçлă шухăш
мĕнпур енчен-çке илнĕ питĕрсе.
Тек сӳтĕлет кунсен черчен чĕркемĕ,
ун ĕмĕрне пăхсассăн çавăрса.
Тăм тивнĕ чечекле вăл лӳчĕркеннĕ
пĕчченлĕх сиввипе типсе, хăрса.
Умри сĕтелĕ тӳлăх, пыллă-çуллă
пулсассăн тин вăл тупнă телее.
Анчах та пурнăç ăсĕ тавçăруллă,
хăй сăмахне кайран калать чее.
Эгоиста таçтан та эсĕ паллăн:
иртет вăл пурнăç тĕпелне хуçан.
Сас пачĕ пурнăç:
— Сан пекки сахал-им?
Халь телейӳн вăрттăнлăхне уçам.
Кăтартрĕ тĕллесе пĕр кĕтесе
(пĕри унта пĕркенчĕкпе ларатчĕ);
— Ку — санăн телейӳччĕ. Хыпарлатчĕ:
ма йышăнмăн ăна эс кин тесе?
Пĕркенчĕке сирет те шарламасăр,
йӳтенĕ карчăк курăнса каять.
— Телей-и ку? — тет эгоист шанмасăр, —
Ку — карчăк вĕт! Унпа çухалĕ ят.
Унпа епле ман пурăнас-ха нишлĕн? —
тет эгоиос. — Эх, пурнăç, лар та йĕр.
Сас пачĕ пурнăç:
— Эс çавах та йышăн:
ку карчăк — эс тахçан çураçнă хĕр.
Чăн-чăн телей çинчен тепре ан асăн,
сана курсан, сасси ун тытăнать.
Кĕрхи вăрман пек хаш! сывлать те ассăн,
каçхи хĕвел шевли пек пытанать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...