Тунсăх


Пĕчченех ирех каçатăп

Атăл урлă йăлăма.

Авăтать куккук — пачах та

Кирлĕ мар-мĕн йăлăнма...

 

Тем каласшăн, пĕлтересшĕн

Авăтать чăпар куккук.

Тен, мана вăл систересшĕн:

Çумăмра савнийĕм çук.

 

Систерчех çав — чун аманчĕ:

Çулăм хыпрĕ чĕреме.

Мĕнешкел пире аванччĕ

Алла-аллăн çӳреме!

 

Паянхи пекех чеченччĕ

Çак тавралăх, çак ĕшне.

Хĕр валли парне — чечекчĕ:

Суйласа татас хăшне?

 

— Чечек пек хитре эс ху та,

Хăшĕ килĕшет — суйла, —

Теттĕм те — сăн-пичĕ çуттăн

Ялкăшатчĕ çăлтăрла.

 

Тиркемерĕ, хурламарĕ

Эп тыттарнă чечеке.

Вăхăт иртрĕ — хурлăх мар-и? —

Тусăм çĕтрĕ йĕп пекех.

 

Эп чечек суйларăм уншăн,

Вăл суйларĕ теприне...

Ман инкек мĕнех куккукшăн?! —

Авăтать çине-çинех.

 

Шутламан та, тĕлленмен те

Тухасса эп манăçа.

Халь çунатăп, кĕлленетĕп —

Йăлт çухатрăм канăçа.

 

Çавăнпа ирех каçатăп

Аслă ешĕл йăлăма.

Чечексем нумай кăçал та,

Хăяймастăп суйлама...

 

...Эс, савни, сас памасан та,

Авăтать кунта куккук...

Анăçран хĕвел тухсан та,

Эп сана манассăм çук!

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: