Ял хĕрĕ Дильбара
Çап-çаврака питлĕ, пĕчĕкçеç сăмсаллă Камиле — ял-хуçалăх техникин механикне — пĕлетер-и эсир? Çук-и? Çук-тăр çав. Мĕншĕн тесен, вăл ĕнер кăна авланчĕ-ха. Ĕнертен çеç вăл авланнă арçынсен ретĕнче çӳреме пуçларĕ. Кама качча илчĕ тетĕр-и? Ишали ялĕн дояркине, Дильбарана, илчĕ. Хăй вăхăтĕнче ку хĕрĕн ячĕ хаçатсен страницисенчен тухмастчĕ. Халĕ хулара пурăнать ĕнтĕ — слобода кинĕ.
Камиль хăй мĕнле-и? Лайăх йĕкĕтех темелле ăна. Ĕçессе йĕркине, виçине пĕлсе ĕçет; туртасса та кунне пĕр пачка пирусран ытла туртмасть. Чăнах та ĕçре ытлашши мухтамаççĕ ăна, çав вăхăтрах юлса пыракансен шутĕнче те мар вăл, хушнă ĕçсене пурне те тăвать.
Пĕркун çапла Ишали ялне пырса çитрĕ вăл — ĕне сумалли çĕнĕ аппарата йĕркелеме янăччĕ ăна. Çав аппарата майлаштарса, эрне хушши аппаланчĕ Камиль. Ку вăхăтра аппаратпа пĕрлех Дильбара дояркăн кăмăлне çавăрассине те майлаштарнă иккен, çĕр çăтасшĕ.
Çав кунсенчен пĕринче фермăна колхоз председателĕ Сабир Хикметович пырса тухрĕ. Каччă тăрăшса, чунне парса ĕçленине курса, мухтаса илчĕ.
— Ой, пит лайăх каччă-çке эс, Камиль. Маттур каччă!..
— Мĕншĕн вăл таранах?
— Мĕнле мĕншĕн? Чĕнмесĕрех килме пуçларăн, канмалли кун та килне каймарĕ, терĕç.
Шăп çак вăхăтра вĕсем патне Дильбара пырса тăчĕ. Хĕр Камиль çине темле шăтарасла пăхса илчĕ, председатель ку мĕне пĕлтернине çийĕнчех сисрĕ.
— Э-э, — терĕ те вăл, тинех темĕн ăнланса илнĕ пек пулса, аллипе янаххине тытрĕ, унтан кăшт пăшăрханарах уттара пачĕ.
Çакăн хыççăн пĕр эрне те иртмерĕ, председатель патне хыпăнса ӳкнĕ ферма заведующийĕ чупса кĕчĕ.
— Пĕтрĕмĕр, Сабир Хикметович, Дильбара кунтан каять. Акă заявлени... Каять...
Çапла каларĕ те вăл, пачах вăйран кайнă çын пек, тенкел çине йывăррăн ларчĕ.
— Мĕнле каять? Ăçта каять?
— Качча тухать.
— Кама?
— Ара, килсе çӳретчĕ вĕт-ха пирĕн пата фермăна пĕр темле мĕшĕлти.
— Ялхуçалăх техникин механике Камиль-и?
— Çавă. Шăпах çавă...
— Халех Дильбарана чĕнсе кил... Эй, чим, тăхта, ăна ан чĕн... Мĕн-и... Камиль кунта-и, кайман-и-ха?
— Кунта, кайман-ха. Кайма та шутламасть. Дильбарапа çырăнма шухăшлать.
— Камиле чĕнсе кил ман пата...
— Мĕне кирлĕ вăл?.. Эпĕ ăна уринчен çакнă пулăттăм.
— Çук, халлĕхе ан çак-ха эс ăна... Эс ăна кунта чĕнсе кил-ха.
Камиле хăвăртах шыраса тупрĕç, аллинчен çавăтсах правление илсе пычĕç. Председатель ăиа диван çине ларма сĕнчĕ, хăй унпа юнашар вырнаçрĕ.
— Итле-ха, Камиль, эсĕ ху пирĕн пата куçса килсен.. мĕнле, а?..
— Мĕнле-ха апла?
— Мĕнле, мĕнле... Япалусене тиетĕн те килетĕн... Эсĕ Дильбарана, пирĕн чи малта пыракан дояркăна, пирĕн патăртан илсе кайма шухăш тытнă вĕт...
— Вара мĕн?
— Эсĕ ху пирĕн пата куçса килсен аванрах пулмалла. Эпĕ Дильбарана питĕ лайăх пĕлетĕп, вăл фермăшăн чунне пама хатĕр... Техникумра заочно вĕренет . Сан валли вара ĕç пирĕн...
— Çук, апла пулмасть, манăн анне пур...
— Ăна та илсе кил...
— Çук, пулмасть...
— Пулмасть-и?!
— Çук!
Колхоз председателĕ хытах çилленчĕ, çапах тя харкашса каймарĕ. Ку мăн кăмăллă та кутăн йĕкĕте капла çĕнтерес çуккине çийĕнчех тавçăрса илчĕ. Вăл сăпайлăн та лăпкăн калаçса, унпа килĕшнĕ пек турĕ, хăçан туй пуласси çинчен ыйтса пĕлчĕ, çамрăк мăшăра лайăх, йĕркеллĕн ăсатса ярас, вĕсене укçа-тенкĕпе пулăшас пирки калаçрĕ. Кăмăлне сасартăк çемçетнĕ председатель çинчен Камиль нимĕн шухăшлама аптраса тăчĕ. Вăл ăна малтан кӳрентерекен сăмахсем каланăшăн çавăнтах каçарчĕ, председатель тăсса панă алă çине хăйĕн аллине хаваслансах хучĕ.
— Ну юрĕ, хăвăнне ху пĕл, — терĕ председатель, — эхер те куçса килес-тăвас шухăш тытсан — тархасшăн...
Эпĕ Дильбара Камиле юратман темĕттĕм. Юратмасан, унăн мĕн пирки çапла хăпăл-хапăлах качча тухмаллаччĕ вара ăна! Апла пулсан, вĕсем хушшинче çирĕп юрату пулнă! Дильбара слободара ниçта та ĕçе вырнаçмарĕ. Тĕрĕссипе каласан, унта вăл чунĕ туртакан ĕç тупаймарĕ. Çавăн пирки пулас, вăл пĕрмай хумханатчĕ, упăшкине ĕçрен кĕтсе илеймесĕр тарăхатчĕ, тӳсĕмне çухататчĕ. Камиль амăшĕ вара, тĕпелти кĕтесре кĕлĕ шутне хисеплемелли çип çине тирнĕ шăрçасене пĕрерĕн-пĕрерĕн куçарса-шутласа ларнисĕр пуçне, урăх нимĕн те тумастчĕ, сахал калаçатчĕ, çамрăксен ĕçне хутшăнмастчĕ. «Эпĕ ĕнтĕ мĕн пурăнассине пурăннă, мĕн çиессине çинĕ, халĕ ĕнтĕ аллăмсенче вăй пĕтрĕ, çăварăмра шăл çук, эсир, çамрăксем, хăвăрăн ĕçĕрсене мĕнле тăвассине хăвăр лайăх пĕлетĕр», — тесе шухăшлатчĕ. Калас пулать, ку вăл карчăкшăн тĕп-тĕрĕс шухăш, мĕншĕн тесен халĕ нумай карчăксем çамрăк мăшăрсен ĕçне час-часах хутшăнаççĕ, вĕсен çамрăк çемйин ытарайми илемлĕ пурнăçне пăсса пăрахаççĕ, халь тин тăвакан çуртăн никĕсне хывнă чулсене çапса ватаççĕ.
Малтанхи вăхăтра, пӳрт ăшчикне, кил-çурт таврашне тирпейлесе, Дильбара хăйĕншĕн хăй ĕç тупатчĕ.
Анчах пурăна киле, ялан пĕр ĕçсĕр ларнине пула, унăн ăшĕ вăркама пуçларĕ — кичемленчĕ вăл, тунсăхларĕ.
Пĕртен-пĕр «пысăк ĕç» унăн çырма хĕррине шыв ăсма каяссиччĕ. Унта кайма вара вăл туя хатĕрленнĕ пекех тумланатчĕ. Питне писевпе сĕретчĕ, тутине хĕретме, куç харшипе куç хăрпăкне хуратма сăрне хĕрхенместчĕ, кĕскен каласан, хăй мĕн тума пултарнине пурне те тăватчĕ.
Тĕрĕсех ĕнтĕ, пĕр самантлăха та куçне хупмасăр çĕр каçнисем те пулчĕç унăн. Ĕçрен ывăнса таврăннă Камиль, çав тери хытă юратакан арăмĕшĕн хайĕн чĕрине те татăкăн-татăкăн касса пама хатĕр тăраканскер, арăмĕ çапла хăйне салхуллăн тыткаланине, вăрттăн ăшне çунтарса, ырханланма пуçланине курса, нимĕн тума ни мĕн калама аптратчĕ. Тунсăхпа асапланакан арăмĕ çине пăхса, пачах хуйха ӳкрĕ. Çав йывăр кунсенче вăл: «Элле театра кайса килес-и унпа, кинона ахаль те пĕр сиктермесĕр çӳретпĕр... Ыранах билет кайса илес пулать» — тесе шутларĕ.
Анчах театр Дильбара чĕринче çулăмпа ялкăшса çунакан вута пушшех те вăйлатрĕ. Инкеке, спектакль шăпах дояркăсем çинчен пулчĕ. Пьеса пынă вăхăтра Дильбара куçĕсенчен куççуль юхма чарăнмарĕ.
Театртан таврăнсан, вĕсем пĕр вăхăт хапха умĕнчи сак çинче калаçса ларчĕç. Дильбара çаплах спектакльте курни çинчен шухăшларĕ. Унăн кăмăлĕ пушшех пăсăлчĕ, чĕри ыратрĕ. Вăл пуçне упăшки кăкăрĕ çине хучĕ те йĕрсе ячĕ.
Камиль çухалсах кайрĕ, çав тери пăшăрханчĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, Дильбара?
— Çук... Нимĕн те пулмарĕ... — терĕ те Дильбара, куççульпе йĕпеннĕ тутипе упăшкине чуптуса илчĕ. — Ахаль кăна, Камиль, ахаль кăна, тăван яла аса илнипе çеç...
Анчах Камиль кăкăрĕнче темле чăмакка хытса ларчĕ. «Апла пулсан, Дильбара манран темĕн пытарать. Тен, ăна мĕн те пулин пулнă пуль?..»
Хăйĕн Дильбарине пĕлĕтрен çăлтăр илсе пама хатĕр тăракан Камильшĕн çакă çитрĕ вара: вăл чăннипех хуйха путрĕ. Тен, хăй ăна ачашлани, ун юратăвĕн ăшши Дильбарашăн çителĕксĕр пуль тесе, Камиль тепĕр чухне ытлашши йăпăлтатса калаçма, çепĕççĕн ачашлама тытăнсан, арăмĕ, мĕнле те пулин ĕç тупса, ушăшки ытамĕнчен пурçăн хăю пек шуса тухать те ĕçе чупать.
Шăп çав салхуллă кунсенче хăйсенчен икĕ кил урлă пурăнакан Сибгатулла абзыйăн арăмĕ Мафтуха аппа чирлесе ӳкнĕ. Арăмне больницăна хурсан, Сибгатулла абый Дильбарана ĕне сума чĕнчĕ.
Малтан Дильбара ăна нимĕн калама та пĕлмере. Иккĕленсе тăчĕ вăл: çынсем умĕнче ырă мар пулмĕ-ши, Камиль сивлемĕ-ши тесе шухăшларĕ. Анчах хунямăшĕ ăна кайма, кӳршĕ сăмахне итлеме хушрĕ.
Ĕне Дильбарана сыхлануллăн, кăмăлсăррăн кĕтсе илчĕ. Çамрăк хĕрарăм çине вăл ютшăнса, темле тĕлĕнсе сиввĕн пăхса тăчĕ.
Сибгатулла кăмăлсăррăн мăкăртатса илчĕ.
— Йăмăкăм, мĕн-ха, кăштах путсĕр кăмăллă ĕне вăл пирĕн. Ют çынна сутарĕ-ши-ха?.. Эпĕ ĕнтĕ арăм кĕпине те тăхăнса пăхрăм. Каларăм-иç, эпĕ ăна хам сăвасшăнччĕ, ăçта унта, чĕмере, яхăнне те ямасть. Тапать, ĕне мар, чăн-чăн буйвол, мур хиресшĕ...
Дильбара малтан ĕне тавра утса çаврăнчĕ. Ĕни вара çӳллĕ, сарлака, çилли шутсăр пысăк, пăхсах паллă — ăратлă. Хăйĕн хырăмĕ айне, хӳри вĕçне, мăйне, ăмăрне, айккисене тислĕк хыта-хыта ларнă. Хăрах куçне шур илме пуçланă. Çав териех вараланса пĕтнĕ, икĕ талăк ĕретлĕ суман ĕне, паллах, хăйне канăçсăр тытрĕ. Дильбара çаннине тавăрчĕ те шурă халат тăхăнса ячĕ. Халатне вăл, асăнмалăх пултăр тесе, Ишалиренех илсе килнĕччĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл тухтăр пекех пулса тăчĕ.
Чи малтан Дильбара ĕне çиллине ăшă шывпа йĕпетрĕ. Унтан, Сибгатулла абыйран пĕчĕкрех таса алшăлли ыйтса илсе, ăна шăлса типĕтрĕ, ун хыççăн çиллине вазелин сĕрчĕ те массаж турĕ.
Хăйне çакнашкал пăхнине нихçан курман ĕне тăнăçлăн та канлĕн кавлеме пуçларĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна сума тытăнма та юрать. Дильбара пĕчĕк тенкел çине ларчĕ те икĕ аллипе васкамасăр, çепĕççĕн сума пуçларĕ. Ĕне, иçмасса, кăшт та пулин хускалса илинччĕ хуть. Çакна курса, кӳршĕ-абый тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе кайрĕ, чĕлхипе чаплаттарса илчĕ.
— Пăх-ха эс, йăмăкăм, сан аллусем асамлă пулмалла, тупата. Эй, тамаша...
Суса пĕтерсен, Дильбара хуçана шыв ăшăтма хушрĕ. Унтан милкĕ илчĕ те, ăна ăшă шыва чике-чике кăла ĕнене тăрăшсах çуса тасатрĕ. Шур илнĕ куçне кăштах тăвар хучĕ. Ĕне, пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе илсе, пуçне сулларĕ, хăрах куçне хупса, вăрахчен Дильбара çине пăхса тăчĕ.
Дильбарашăн ку кун çĕнĕ хĕвел тухрĕ тейĕн. Унăн савăнăçĕ ниçта шăнăçайми! Каçхине ĕçрен таврăннă Камиль хăйĕн арăмне аран палларĕ. Дильбара вăр-вар çаврăнкаласа икерчĕ пĕçерет, хунямăшĕ, тарласа чăм шыва ӳкнĕскер, сĕтел хушшинче тутлă та çеп-çемçе икерчĕпе чей ĕçсе ларать. Камиль сĕтел хушшине кĕрсе ларнă-ларманах Дильбара ун умне пĕр банка сĕт пырса лартрĕ.
— Кӳршĕ-абый ирхи сĕтне пире пачĕ, — терĕ те вăл сăнĕ-пичĕпе те, куçĕсемпе те йăл-йăл кулкаласа, упăшки çине тимлĕн тинкерсе пăхрĕ, лешĕн, мĕскĕнĕн, ку вăл пачах кĕтмен çĕртен пулса иртнипе-и, пуçĕ çаврăнса кайнăн туйăнчĕ.
— Каçхине те ун ĕнине кайса сума пултăм, эсĕ те пырăн-и манпа пĕрле?
Камиль арăмĕ çапла улшăннинчен хытах тĕлĕнчĕ, хĕпĕртерĕ, çавăнпа та, арăмĕн сĕнĕвĕ пирки пăртак аптраса тăчĕ пулин те, пĕтĕм чунĕ-чĕрипех килĕшрĕ. Ара, епле килĕшмĕн-ха! Юлашки вăхăтра арăмĕн чĕри мĕншĕн çаплах çуннин сăлтавне халь тин ăнланса илчĕ вăл.
Çав кунтан пуçласа Камиль те каçсеренех Дильбарапа пĕрле Сибгатулла абый патне çӳреме тытăнчĕ.
— Ячĕ мĕнле унăн? — ыйтрĕ пĕррехинче Камиль Сибгатулла абыйран. Вĕсем ун чухне Дильбара ĕне сунине пăхса тăратчĕç.
— Ячĕ — Ăсчах, анчах вăл ку ятпа чĕнсен çаврăнса та пăхмасть. Дильбара чĕнсен, ун патне пырать. Ăна хăнăхрĕ ĕнтĕ.
Паян Камиль пуçне пĕр илĕртӳллĕ шухăш пырса кĕчĕ, çавăнпа вăл кĕсйине пĕр бутылка «хĕрли» чиксе пычĕ. Сибгатулла кӳршине пӳрте кĕме сĕнчĕ. Дильбара ĕне сунă вăхăтра вĕсем пĕрер стакан сыпма та ĕлкĕрчĕç, вара Камиль малтан Мафтуха аппан сывлăхĕ мĕнли, вăл больницăран хăçан тухасси çинчен ыйтса пĕлчĕ. Мафтуха аппа пулмасан, ĕнепе тăрмашма йывăр пулас терĕ. Унтан, калаçнă хушăра меллĕ мехел тупса: «Ĕнĕре сутма шухăшламастăр-и?» — тесе хучĕ. Эхер те çавăн пек шухăш пулсан, вăл ăна хăй илнĕ пулĕччĕ имĕш.
Сибтатулла абый çийĕнчех килĕшрĕ.
— Çапла çав, эсĕ терĕс калатăн, Камиль шăллăм, çынсем калашле, магазинра сĕт пĕрре те татăлмасть. Арăм вăрах выртмалла-ха, теççĕ. Ача-пăчасене ĕне кирлĕ-и-мĕн, вĕсен ĕне хуйхи-и вара? Эпĕ, Камиль тăванам, хаваслансах килĕшетĕп. Акă Мафтуха инкӳ мĕн калĕ, унран нумай килет вĕт...
— Эсир ытларах ӳпкелешĕр, нăйкăшăр... Куçне шур илчĕ, сутармасть, çиллине шыçă тухса ларнă, вăл усал, тӳрленми шыçă пулса кайма пултарать, элле сутса ярар-и, арăм, тейĕр.
- Хи... пăх-ха, пит чее шухăш-иç ку. Ара, чим, тăхта-ха, тăхта, тăванăм, сирĕн виçĕ чунлă çемьешĕн мĕн усси пур çав ĕнерен?
— Усси пур, Сибгатулла абый, сирĕн ачăрсем, авă, ӳссе çитĕнсе, саланса пĕтрĕç ĕнтĕ, эпир вара халь çеç пурăнма пуçлатпăр, çĕнĕ çемье, çĕнĕ пурнăç тăватпăр. Ачасем те пулĕç...
— Çапла, çапла, юрĕ, ара... Инкĕрпе калаçса пăхăп. Килĕшес пулсан, сăмах та çук, лайăх пулать.
Çапла вĕсем ĕнешĕн мăкăрич те ĕçрĕç. Вара вырсарникун ирхине ирех Камиль, çывракан Дильбарана вăратасран асăрханса, шăп-шăпăрт тăрса тумланчĕ те картишне тухрĕ. Ĕнине хăйсем патне илсе килчĕ, ăна витене хупса хучĕ. Сибгатулла патне ĕне сума каяс тесе, Дильбара та тăчĕ ĕнтĕ. Тумланчĕ, питне-куçне тирпейлерĕ те, халатне илсе, алăк патнелле утрĕ. Камиль ăна чылайранпа картишĕнче кĕтсе çӳрерĕ. Арăмĕ шăп пӳртрен тухнă самантра витере ĕне мĕкĕрсе ячĕ! Дильбара куçне чарса пăрахрĕ. Нимĕн калама пĕлмесĕр, вăл пĕрре вите енне, тепре хăйĕнчен кăшт аяккарах мăйăх айĕн çеç кулкаласа тăракан упăшки çине пăхрĕ. Ун çине пăхрĕ-пăхрĕ те çийĕнчех тавçăрса илчĕ.
— Сан валли... Сан валли туянтăм, — терĕ упăшки, кăшт мăнкăмăлланнă пек пулса.
— Камиль, чунăм!..
Дильбара ĕнене çав тери тăрăшса, тирпейлĕн, ĕçĕн мĕнпур йĕркисене асра тытса сурĕ. Унтан кĕвентепе икĕ витре илчĕ те шыв ăсма кайрĕ. Тĕлĕнмелле япала, ĕне те ун хыççăн утрĕ.
— Юрĕ ĕнтĕ, ан тив пытăр, ăна та шăварса таврăнăн, — терĕ Камиль.
Хуçалăха ĕне хутшăннă май Дильбаран та ĕçĕ нумайланчĕ. Вăл шурăмпуçпех тăрать те хире тухса каять. Унтан михĕ тулли курăк татса таврăнать. Сăвас умĕн ĕнине çăнăхпа хутăштарнă ешĕл утă çитерет. Çавăн хыççăн Ăсчаха кĕтĕве хăваласа каять. Ĕне палăрмаллах самăрланчĕ, якалчĕ, сĕтне те нумай ӳстерчĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсен сĕтелĕ çинчен сĕт, çу, хăйма кайма пĕлмерĕ. Кунсăр пуçне, кашни кун урлă пĕрре сунă сĕтне Дильбара Сибгатулла çемйине леçсе парать. Юлашки вăхăтра Камилĕн те хулпуççийĕсем чылай сарăлчĕç, пичĕ çавракаланчĕ.
Çапла ĕнтĕ, вĕсен пурнăçĕ йĕркеленсе çитрĕ кăна темелле, пачах кĕтмен çĕртен çакăн пек инкек сиксе тухрĕ. Пĕррехинче Дильбара магазина кайрĕ. Вăл хапхана уçă хăварнипе каллех ĕне те ун хыççăн уттара пачĕ. Акă Дильбара магазина кĕчĕ, пăртакран унта ĕне те кĕрсе кайрĕ. Магазинра шăв-шав, тĕркешӳ пуçланчĕ калăн, унта ĕне мар, упа, çук, унтан та хăрушăрах — бегемот кĕчĕ тейĕн. Хĕрарăмсенчен хăшĕсем прилавок çине сике-сике хăпарчĕç, хăшĕсем михĕсемпе ещĕксем хыçне тарса пытанчĕç. Йĕпе çине сапа тенĕ пек, шăп çак самантра, таçтан çĕр айĕнчен сиксе тухнă евĕрлĕ, магазин заведующийĕ курăнса кайрĕ. Вăл харсăрланса, чăрсăррăн, çав тери хытă, темле хăрушшăн шăхăрса ячĕ çеç, ĕне алăк патне вăшт! ыткăнчĕ.
Çак мыскара пирки вилес пек сехĕрленсе ӳкнĕ Дильбара, магазинри çынсем пурте хăйне халех палласа илесрен, вара ăна хур тăвасран, пĕтĕм таврана мăшкăла хăварасран хăранипе сиксе чĕтрекенскер, никам асăрхамалла мар, шăп-шăпăрт çеç магазинран тухса шăвăнасшăнччĕ, анчах шăп çак вăхăтра ĕне, тискеррĕн мĕкĕрсе, магазин заведующийĕ патне ăнтăлнине курчĕ те кăшкăрса ячĕ:
— Ăсчах!
Халĕ кăна урса кайнă буйвол евĕрлĕ пулнă ĕне, алла вĕреннĕскер, самантрах лăпкă та йăваш выльăх пулса тăчĕ.
— Атя, Ăсчах, ăслă чунăм, атя киле.
Дильбара тухма тытăннăччĕ ĕнтĕ, анчах ăна магазин заведующийĕ тытса чарчĕ.
— Кам ĕни ку, гражданка, сирĕн ĕнĕр-и?
— Çук... Эй, ара, ара çав, пирĕн, манăн, — терĕ Дильбара, хăйĕн чĕркуççийĕсем чĕтренине туйса.
— Эпĕ ку ĕнене милицие илсе каятăп.
Дильбара кăштах лăпланчĕ.
— Илсе кайăр, ара...
Заведующи чĕн пиçиххине салтса илчĕ те унпа ĕне мăйракине яваласа çыхрĕ.
Вĕсем тухрĕç. Малтан виççĕн — заведующи, ĕне, Дильбара, — вĕсем хыççăн магазинри ытти халăх.
— Гражданка, — терĕ заведующи сиввĕн, хаяррăн, пĕр уяса тăмасăр, — ĕнĕре сирĕн милици уйрăмне пырса илме тивет.
Халăх хушшинчен тахăшĕ кăшкăрса ячĕ:
— Ара, унта ĕне вити те пур-и-мĕн?
Анчах заведующи сасă илтĕннĕ енне çаврăнса та пăхмарĕ, хаяррăн кăшкăрчĕ çеç:
— Кайăр, кайăр пурте, саланăр, мĕн курман эсир кунта! — унтан каллех Дильбара енне çаврăнчĕ: — Упăшку пырса илтĕр ĕнĕре...
— Эй, халăх, саланăр тенĕ сире, саланăр, упа ташлаттармаççĕ вĕт кунта!..
Ку тамаша ĕнене тăнран ячĕ тейĕн. Вăл, куçне чарса пăрахса, пĕрре ззведующи çине, тепре Дильбара çине пăхать. Унтан каллех пуçне усса тăрать.
Дильбара айккинелле пăрăнса кайрĕ. Вăл пĕлет: унăн пĕрре çеç: «Ăсчах!» — тесе чĕнмелле, вара ĕне, хӳрине тăратса, тӳрех киле вĕçтере парать. Ăнчах ĕç шала кĕрсе кайма, начарпа вĕçленме пултарасран шикленчĕ хĕрарăм, çавăнпа ăна чĕнмерĕ.
Чăннипе каласан, Дильбаран Ăсчаха чĕнесси çинчен шухăшлама та кирлĕ марччĕ, чĕлхесĕр янавар ку ĕçе хăех питĕ лайăх турĕ. Вăл, Дильбара хĕреслĕ урам кĕтессине пăрăнса кĕнине курсанах, пиçиххине икĕ аллипе яваласа тытнă, çуллахи шурă брюки, шурă пиншак тăхăннă заведующине çур самантрах çĕр çине персе ӳкерчĕ те пиçиххи-мĕнĕпех килелле вĕçтерчĕ.
Дильбарана заведующи хапха патĕнче тин хăваласа çитрĕ.
— Безобрази ку!..
Дильбара нимĕн те чĕнмерĕ, картишне кĕрсе кайрĕ.
— Хулара, пирĕн слободара, нихçан пулман ĕç, хурлăх! — мăкăртатрĕ заведующи. — Ятăр-хушаматăр мĕнле хуть?..
— Кирлех пулсан, хăвăр тупăр. Эпĕ сире ыррипе каларăм, пичче, ярăр мана терĕм, — çиллессĕн хуравларĕ Дильбара.
Халĕ кăна магазин патĕнче хăйне чĕн пиçиххипе тытса тăнă заведующие курсан, ĕне уçă хапха патнелле утма пуçларĕ. Картиш варринче тăракан заведующи, ĕне хăйне сĕкме килет пуль тесе пулас, хапха патне çил пек вăркăнчĕ, ăна шап! хупрĕ те сăлăппа питĕрсе хучĕ.
— Ĕне мар ку, хулиган!.. Тытăр та хупса хурăр!..
— Вăл сире тивмерĕ-иç, кĕрĕр те хупăр. Унтан тата эпĕ ăна халех хире илсе тухатăп.
Çилли тăвăлса килнипе Дильбара сăн-пичĕ улшăнса кайнине курса, «магазин хуçи», ку чипер çамрăк хĕрарăмпа урлă-пирлĕ тавлашса çиеле тухас çуккине ăнланса, кăштах çемçелме пуçларĕ.
— Итлĕр-ха, гражданка, пиçиххине илсе парăр хуть... Капла çынран ырă мар вĕт... Тьфу!..
Дильбара, ахăлтатсах кулса ярасран аран чăтса, ĕне мăйракинчен пиçиххине салтса илчĕ те заведующие пачĕ. Унăн пиншакĕ тӳмерен вĕçерĕннĕ, кĕпи усăнса аннă.
— Каçарăр ĕнтĕ, абый, ӳлĕмрен эпĕ ăна кăлармастăп... Вăл ман хыçран пынине эпĕ пачах асăрхаман, хальччен нихçан та кунашкал хăтланни пулманччĕ.
— Каçарăр имĕш, — тарĕ заведующи çаплах çиллессĕн. Дильбара ун çине кулса пăхса тăнине асăрхасан, вăл пушшех те шăртланса кайрĕ: — Астăвăр, пуçламăшĕ те, юлашки те çакă пултăр, штрафне вара пурĕпĕр тӳлеме тивет сирĕн, — асăрхаттарса хăварма шутларĕ вăл. Пилĕкне пиçиххи çыхрĕ, çийĕнчи тумтирне тӳрлетрĕ те тепĕр хут шаккасах асăрхаттарчĕ: — Илтрĕр-и, юлашки пултăр!..
— Илтетĕп, илтетĕп, — терĕ те Дильбара, урăх нимĕн калама аптраса, мăштах пулчĕ.
Магазин заведующийĕ кайсан, Дильбара сасартăк темле кăмăлсăрланчĕ, ăшĕ çунма пуçларĕ, вăл хăйне кӳ-рентернĕ пек туйрĕ. Тӳрĕ кăмăлпа, тĕрĕслĕхпе пурăнан пурнăçра кĕтмен çĕртен сиксе тухнă çак усал мыскара ун чĕри тĕпне йьгоăр туйăм хăварчĕ.
Çитменнине, Камиль те каçхине ĕçрен таврăнсан кăштах шăв-шав çĕклерĕ.
— Çын кулли вĕт, мăшкăл, тупата, ара, ĕнене магазина ертсе кай-ха... Эсĕ хупса хуман ăна, анне!.. Дильбара магазина кайнă чухне эсĕ килте пулнă пулмалла? Апла пулсан!.. Пĕрмай шăрçа шутласа ларнипе çеç пурăнма юрамасть-çке, анне. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе сывлăша, картишне тухса кĕрсен те юрать пуль. Мĕнле çилленес мар-ха ман, милиционерсем хырăмĕсене йăваласа кулаççĕ. Мĕншĕн кулаççĕ, мĕнрен кулаççĕ тетĕн-и? Мана ĕçрен тӳрех милици уйрăмне чĕнсе илчĕç-иç. Усси пысăк, вунă тенкĕ штраф тӳлесе килтĕм... Сĕт сутăпăр та тӳлĕпĕр тетĕн апла... Эй, анне, мул пухма юратнин те чикки пулма тивĕçлĕ вĕт. Ĕç укçара-и вара. Ĕç чун асапĕнче. Мăшкăл, намăс, акă мĕнре ĕç... Пĕтĕм хула шавлать. Пĕтĕм хула каçса кайса кулать. Курни-илтнисем, пĕлĕшсем пурте шăлĕсене йĕреççĕ. Камиль тус, сан ĕнӳ магазина çăкăр илме хăй çӳрет иккен, теççĕ. Продавец ăна çăкăр сутасшăн та пулнă, анчах сан ĕнӳ çăкăр хакне пĕлмен иккен... Леш шукăль Фаррах: «Сирĕн ĕнĕр магазин заведующин хырăмне мăйракипе сĕксе шăтарнă», — тет. Калатăп-иç, эхер те çав вăхăтра умра тĕпсĕр çĕр шăтăкĕ пулнă пулсан, пĕр шухăсласа тăмасăр çав шăтăка сикнĕ пулăттăм, тупата, çапла сикеттĕмех...
Çав каçхине асар-писер çилленнĕ Камиль, минтерпе утиял илсе, утă хуракан аслăк çине çывăрма тухса кайрĕ. Упăшки çапла хăтланнине курсан, Дильбара чĕри сасартăк хăвăрт тапма пуçларĕ. Нимĕн калама, нимĕн тума пĕлмерĕ вăл. Çĕр каçичченех темелле хăйĕн пӳлĕмĕнче кĕтесрен кĕтесе уткаласа çӳрерĕ. Ирхине пуçтарнă кравате пырса та тĕкĕнмерĕ. Шурăмпуç хуллен хăпарма пуçласан тин татăклă шухăш тытрĕ. Хăйĕн кĕпи-тумтирне пухса чемодана хучĕ те пӳртрен тухса кайрĕ. Анчах хапхана уçнă-уçманах унăн чунĕ иккĕлене пуçларĕ. Камилĕн ырă та лайăх енĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне аса илчĕ.
Юратать вĕт вăл Камиле. Çав юратăва пула килчĕ-çке вăл кунта, хăйĕн юратнă ĕçне, пĕр çемье пек пурăннă дояркăсен коллективне пăрахса килчĕ. Çав юратăва пула!..
Çапах та тăван ялĕ пĕр самантлăха та куçĕ умĕнчен каймарĕ.
Мĕн тери хисеплетчĕç, мĕн тери чыслатчĕç ăна ялта. Дильбарана ĕне сумалли ĕçĕн ăсталăхне вĕрентнĕ Джамиля аппа ăна яланах хăйĕн хĕрне савнă пекех саватчĕ, сума сăватчĕ. Дильбара ăна: «Хулана каятăп, качча тухатăп, Джамиля аппа», — тесен, аслă доярка малтан савăннă пек турĕ, унтан унăн икĕ куçĕ те куççульпе тулчĕ. «Ĕçсĕр пурăнма хĕн пулать сана, эсĕ тата вĕренетĕн те вĕт-ха... Мĕн тăвăн ĕнтĕ, арçын — пуç, хĕрарăм — мăй, теççĕ. Телейлĕ пул», — терĕ çеç юлашкинчен Джамиля аппа. Праçниксенче Дильбара яланах хисеплĕ вырăнтаччĕ. Сабир Хикметавич тăратчĕ те: «Юлташсем, дояркăсем хушшинче пынă социализмла ăмăртура пĕрремĕш вырăна кăçал та Дильбара Яруллина çĕнтерсе илчĕ», — тетчĕ. Вара пурте пĕр харăс шавлăн алă çупса яратчĕç. Президиумра унпа юнашар кăкăрне Ылтăн Çăлтăр капăрлатнă Джамиля аппа ларатчĕ. Дильбарана саламласа, вăл унăн аллине чи малтан хытă чăмăртатчĕ, шăппăн, пăшăлтатса çеç: «Тавтапуç сана, Дильбара хĕрĕм», — тетчĕ. Залта малти ретре ларакан Дильбара амăшĕ савăнăç куççулĕпе йĕпеннĕ куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăла-шăла илетчĕ. Халĕ, акă, Камиле качча тухса хулана килчĕ те, çаксем пурте пĕтсе ларчĕç, пурте чăл-пар саланса кайрĕç. Вĕренесси те манăçа юлса пырать. Çитменнине тата ĕç патне туртăнакан, ĕç ыйтса, вĕресе тăракан вăй-хала ниçта хума пĕлмесĕр аптраса çӳретĕн. Ара, вăл техникум пĕтернĕ хыççăн та качча тухма пултарнă. Юратать пулсан, Камиль кĕтме те пултаратчĕ. Кĕтмесен, унăн юратăвĕ те çавăн чухлĕ кăна. Техникум пĕтерсен, вăл фермăра пысăк ĕçсем туса ирттерме ĕмĕтленетчĕ. Камиле юратасси те ферма ĕçне юратнипе пулмарĕ-ши, çулăмпа ялкăшса çунма пуçланă юрату вучĕ ферма ĕçне юратнин хĕлхемĕнчен хыпса каймарĕ-ши?..
Пурăнса ирттернĕ кунсем пĕрин хыççăн тепри куç умĕнчен ирте-ирте кайма пуçласанах, Дильбара чĕри, кăкăрне шăнăçайми пулса, хытăран хытă тапма тытăнчĕ. «Çук, çук, эпĕ кунта текех пĕр кун та пурăнма пултараймастăп. Кашни хĕрарăма, юратнă упăшкасăр пуçне, ĕç те — хăйне обществăпа çыхăнтарса тăракан ĕç те, ăс-тăнпа ал-ура вăйĕсем ыйтнисене çырлахтаракан ĕç те кирлĕ иккен... Леш «упăшки — пуç, арăмĕ — мăй» тенипе мĕнле вара? Çемьери тату-туслăх пирки мĕнле? Амăшĕ пирки мĕнле?..»
Çук, ку ыйтусене хуравлама Дильбара явап тупаймарĕ. Эхер чăнах та çапла пулсан, чăнах та упăшки — пуç, арăмĕ — мăй пулсан, тен, унпа килĕшмелле, çырлахмалла пуль, тен, ăна пĕр сăмахсăр пăхăнса пурăнмалла пуль, тен, вăл — шăпа пуль?
Дильбара каллех шухăша путрĕ. Эхер те вăл каялла таврăнсан, амăшĕ ăна мĕн калĕ? Ашшĕне — вăл чĕрĕ чухне хăй куçĕпе пĕрре те курман, анчах хăй мĕн тяппа-тяппа çӳреме пуçланăранпах стена çумĕнче çакăнса тăракан салтак шинелĕ тăхăннă ашшĕне — мĕн калĕ вăл? Упăшкасăр пурнăçăн мĕнпур асап-хурлăхне, хуйхи-суйхине, ăша çунтаракан кӳрентерӳсене чăтса курнă, ача-пăчасене упăшкасăр пăхса ӳстересси мĕнпур йывăрлăхĕсемпе пăшăрханăвĕсене тӳссе ирттернĕ амăшĕ мĕн шухăшлĕ? Мĕнле курăнĕ вăл ун куçне?!.
Анчах халĕ ĕнтĕ ку иккĕленӳсемпе пăшăрханусем Дильбарана, хăйĕн тăван ялне каялла кайма щутласа урама тухнăскере, тытса чарма пултараймарĕç. Тул çути кăшт палăрнă-палăрманах вăл çул юпписем пĕрлешнĕ тĕле пычĕ те, çула май каякан машина çине ларса, тăван Ишалине вĕçтерчĕ.
Колхоз председателĕ Сабир Хикметавич правлени патне çывхаракан грузовой машинăсем çине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ. Вĕсенчен пĕр машинин ещĕкĕнче ĕне тăрать, теприн çине сĕтел-пукан тата кил-çуртри ытти япаласем тиенĕ. Малти машинăн кабининче чечеклĕ тутăр çыхнă карчăк ларать. Председатель аптраса кайрĕ: камсем пулма пултараççĕ-ха вĕсем? Машинăсем правлени çурчĕ умне çитсе чарăнсанах, пĕр машини çинчен такам сиксе анчĕ те тӳрех правлени енне утрĕ. Халĕ ĕнтĕ Сабир Хикметович çийĕнчех палласа илчĕ. Ку вăл — Камиль. «Мĕн ку, нивушлĕ йĕкĕт, хăйĕн сăмахне пурнăçласа, пирĕн яла яланлăхах куçса килчĕ-ши вара? — çакăн пек шухăш вĕçсе иртрĕ председатель пуçĕнче. — Апла тесен, ун Дильбари ăçта?..»
— Айта, малалла ирт, — тесе кĕтсе илчĕ вăл кабинета кĕрсе алăк патĕнче чарăнса тăнă Камиле. Анчах Камиль çапах та малалла иртмерĕ, капрон шлепкине хывса, пĕр авăк хăй вырăнĕнчех ура çинчен ура çине пускаласа тăчĕ. Унтан сĕтел патне çывхарчĕ те, кӳрше турăх кĕвелĕкĕ ыйтма кайнă ача пек вăтанса, хăюсăррăн калаçма пуçларĕ:
— Сабир абый, эпĕ, акă, эсир хăвăр сăмахăра тытасса шанса...
Председатель ăна каласа пĕтерме памарĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ те, ун çывăхнех пырса тăрса, колхоз кĕрӳшĕн аллине хытă чăмăртарĕ.
— Питĕ лайăх, мĕнлеччĕ-ха сана... пирĕн Камиль кĕрӳ. Эпир шăпах ĕне сумалли çĕнĕ установка илсе килсеттĕмĕр, ăна майлаштарса ĕçе яма пирĕн пата çын ярса пама ыйтасшăнччĕ-ха, халĕ ĕнтĕ... — терĕ те вăл, сасартăк темĕн çинчен аса илнĕ пек, çапла шухăшларĕ: «Ĕне вити пулсан, ĕнесем пулаççĕ, ĕнесем пулсан, вĕсене сума дояркăсем кирлĕ вĕт, ăçта вара ун Дильбари?» Вара иккĕленсе:
— Дильбэра ăçта вара сан? — тесе ыйтре вăл.
Дильбара ятне илтсен, Камиль хĕрлĕ хăмач пек хĕрелсе кайрĕ, явап шыранă евĕр, енчен енне пăха-паха илчĕ. Анчах çăвар уçса пĕр сăмах калама та ĕлкĕренмерĕ, алăк яри уçăлчĕ те кабинета Дильбара хăй кĕрсе тăчĕ. Камиль чи малтан çакна асăрхарĕ: çын хăйĕн тăван çĕрĕ çинче иккенне лайăх туять-мĕн, ку вăл Дильбара урай тăрăх çирĕп пусса утнинче те, хăйне хăюллăн, шанчăклăн тыткаланинче те аван курăнса тăрать.
Чăнах та вăл, малтан кабинета кĕнĕ-кĕменех алăк патĕнче Камиль тăнине курса, кăштах вăтанчĕ, çухалса кайрĕ пулмалла, анчах хăйне çийĕнчех алла илчĕ те, председателе куçĕнчен хăюллăн пăхса:
— Сабир абый, эпир, акă, хăвах куратăн, хамăр сăмах çине тăрса, тăван яла таврăнтăмăр. Ăçта сан çĕнĕрен туса лартнă çурту, ăçта пире пама пулнă хваттерӳ? — тесе ыйтрĕ.
— Дильбара, ăслăскерĕм, — председатель çамрăк хĕрарăма кăштах ыталаса илмерĕ, — каланă-тăк каланă, айтăр, кайрăмăр!..
Çапла каласа, вăл алăк патнелле утрĕ. Анчах, Дильбара упăшки çине куçне чарса пăхнине, унтан ун ытамне чăмнине, лешĕ хĕреслĕ урамра ӳсекен шап-шурă яш-така хурăн евĕрлĕ чипер арăмне хытă-хытă ыталаса илнине асăрхаса, утăмне чакарчĕ, çапах та чарăнасса пĕтĕмпех чарăнмарĕ, мĕншĕн тесен кăштах та пулин пурнăç опычĕ пухма ĕлкĕрнĕ кашни çыншăн паллă вĕт: çамрăклăх шăпах çакăнпа — юратупа, çураçуллă, тату пурнăçпа, çемьери телейпе илемлĕ. Ара, çĕр çинчи тăнăç, килĕшӳллĕ, ырă пурнăç та çакăнтан пуçланса кайман-и вара?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...