Лантăш


Ирхине ирех эс лăпкăн вăранатăн,

Сывлăмпа çăватăн çутатса питне.

Эпĕ иртнĕ чух эс хавас пăлханатăн,

Çинçешке пĕвӳ сан ларнă çеçкене.

 

Эп сана куç хыврăм ыттисем пек маршăн,

Аякран паллатăп шурă тутăрна.

Чĕререн каласчĕ: «Сивĕрех вĕт, ан шăн —

Сывлăм çинче ан тăр», — тесчĕ ман сана.

 

Ах, анчах та симĕс пурçăн кĕпӳ ăшшăн

Варкăшсан, эс хирĕç утнăн туйăнать.

Шăппăн çупăрлас та ман каласчĕ: «Ашăн...»

Кĕлеткӳ те санăн вăрттăн туртăнать.

 

Чĕмсĕр те ачаш эс, хӳхĕм эс, пикеçĕм,

Ытарми сăпайлă, тăрă куçлăскер.

Лантăшăм, шур лантăш! Ан юл эс çеçкесĕр,

Çак ачашлăхпа çеç çын хăватлă-çке.

 

Эс мана тасалăх вăйĕпе çĕнтертĕн,

Юратма вĕрентрĕн эс хăвна тасан.

Эс хаярлăха та вăранми сӳнтертĕн,

Пурнăçа эп саврăм пĕр сана савсан.

 

Лантăшăм, ман лантăш, çĕкленет, ав, шуçăм

Сенкерлетрĕ шурă пурçăн тутăрна.

Çĕршыва мухтар-и лăпкă иршĕн, тусăм,

Вăл тӳлек тĕк пулмĕ тĕл пулма чăрмав.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: