Авăр


Кĕрхи çĕр авăрне эп путрăм та çухалтăм:

ах, йывăр сас пама сас-чӳсĕр авăрта!

Сасартăк чĕрери ĕненӳпе çуталтăм:

— Пĕрех ир пулмалла! — пăшăлтатать тута.

 

Хура тӳпе епле пĕлĕтпеле хупланнă...

Пĕр суккăр сĕмлĕх çеç мана мĕнпур енчен

ĕнмесĕр хыпашлать: тен, эп камне вăл маннă?

— Эп — çын! Эп — çын! Эп — çын! — калатăп темĕнччен.

 

Тен, кĕçĕр ман чуна тăвасшăн лачакаллă

эс тăрăшан пĕрмай? Пĕл: пирĕн хушăрах

ун пеккисем нумай — пит ан тăссамччĕ алă,

килпетсĕр шухăшна, тархасшăн, эс пăрах.

 

Эс, суккăрскер, нихçан курма тĕлленес çук-тăр

ман таврара сиксе çӳрен тăрлавсăрсен

çулланчăк сăн-питне. Сан айăп çук — эс суккăр:

пӳрмен сана курма нимле тĕссем, сăрсем.

 

Пăтравлă ăс анчах санпа юлташлă, сĕмлĕх, —

лартать вăл тапăсем каварлă алăпа.

Сăмахĕ ун — хура ĕçпе çуралнă сĕлĕх:

çав сăмахпа час-час юнать ăнман шăпа.

 

Эй, сĕмлĕх тамаши — пăтравлă ăс вылявĕ!

Чараймăн пурпĕрех ху курайман çутта.

Çапла çав тепĕр чух шăвать ман пурнăç лавĕ,

тӳнес пек, малаллах сан витĕр çĕр хута.

 

Пăтравлă ăс пĕрех ман ĕмĕте пӳлеймĕ:

ан яр эппин ăна эс вĕслетсе: вăс! вăс!

Хăй туртине мана чееленсе кӳлеймĕ

килпетсĕр сĕмлĕхре çӳрен пăтравлă ăс.

 

Юхха пурнăçĕпе вĕшле йытта вăл куçнă:

чупать йăкăлтатса, пурне те варласа.

Вăл намăс-симĕспе хаяр та суккăр куçлă —

тур амăшĕ курсан ӳкет ăнран кайса.

 

Çӳрет каçăрăлса автан пек пĕсехеллĕ,

анчах та авăтма сасси çукран вара

вăл килсĕр кушакла мяуклатса сиккелĕ

хăйне валли айван хуçа шыра-шыра.

 

Шанатăп ыр ăссен малашĕпе ман ĕçĕм

пĕрех кун курасса. Эй, тĕттĕм çĕр, çухал!

Шăрантăр кăкăрта хĕрӳ сăмахăм — хĕçĕм,

каварлă сĕмлĕхе çутаттăр вăл йăл-ял!

 

Çапла хам шухăшра сĕмлĕхпеле калаçрăм.

Кĕтмен çĕртен малта эп илтрĕм шав: тавах!

Эп кĕтĕм вăрмана. Тавах: уй урлă каçрăм,

утатăп хырлăхпа — çул тăсăлать татах.

 

Кĕрхи çĕр авăрне эп путрăм та çухалтăм:

ах, йывăр сас пама сас-чӳсĕр авăрта!

Хам шанчăк сассине илтсе чунпа çуталтăм.

— Пĕрех ир пулмалла! — пăшăлтатать тута.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: