Аптрамансем
Шавла-шавла шкула паян чупаççĕ
ман пĕчĕк шăллăмсем хастар.
Аслашшĕ çеç килкартинче кун каçĕ:
лешсем таврăнасси час мар.
Мăнукĕсем хăш чух пулин те шавлă,
кĕтет вăл вĕсене шанса.
Килти пĕчченлĕх шăплăхĕ ултавлă:
çурт юлчĕ мар-и пушанса?
Çĕр çыннине çĕр чĕнчĕ те — вăл тухрĕ
кăштăртатса тăван уя.
Хир анлăшнех виçме иккен шут турĕ
ун аллинчи юман туя.
Ват чĕререн халь çамрăклăх куç хыврĕ
тĕнчен сăпайлă илемне.
Ута-ута хайскерĕн ăшă хыпрĕ:
«Тухасчĕ ман çăлкуç тĕлне»,
Çăлкуç та тупăнать. Тĕнче пит анлă,
Пурри ялан сан аллунта.
Чĕнет халь мучие умри юманлăх
пăртак канса ларма кунта.
Çап-çамрăк юмансем хунанă йăвă
саркаланса йĕри-тавра.
— Хал пур-ха. Ĕмĕр малаллах, — тет, — шăвĕ, —
мучи чеен кулса вара.
Мала чупан кунçулăн урапи вăл
пурин те çаврака пулать.
Çула унпа халь тухнă манăн ывăл,
кайран мăнуксене юлать...
Пӳрте шавла-шавла чупса кĕреççĕ
ак пĕчĕк шăллăмсем тултан.
Аслашшĕ çук — хапха уçса кĕтеççĕ
таврăнасса хирти шкултан.
Шухăшсем
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...
Ever thought how chuvash...
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...