Художник пӳлĕмне Платон кĕрет


Те ку тĕлĕк анчахчĕ? Те пулчĕ чăн-чăн?

Сиксе тухрĕ ват грек — кукша пуçлă Платон.

Сывлăшран вăл кулач пĕçерме вĕрентет,

аллинче шурă хут вĕçĕм шĕлтĕртетет.

 

Пӳлĕмре — çын сасси. Ман хăна пит хавас:

Мăкăр-мăкăр пуплет. Те итлес? Те тарас?

Сарлака шур сухалĕ хуплать таврана,

Шурă пĕлĕт ăшне лекнĕнех туйăнать.

 

Тем çинчен те пуплет. Хам кĕтеп шухăшра:

— Ах, кайинччĕ часрах! Ах, кайинччĕ часрах!

Хам ларатăп янра урама тинкерсе,

Çĕр çырли пек туталлă хĕре ӳкерсе.

 

Хулăмкка урисем хĕвелпе хуралса

Бронза пек йăлкăшаççĕ хитре те таса,

Тĕлĕнтермĕш старик! Мĕн мана вĕрентет?

Ман умран чĕрĕ пурнăç илемĕ иртет.

 

Хăш çулпа вăл килсе Шупашкар хулине?

Асĕ çĕтнĕ. Çапах çухатман туйине.

Сарлака шур сухалĕ куçа хупăрлать,

Шурă пĕлĕт ăшне лекнĕнех туйăнать.

 

Кай, Платон! Ку чухне эс хевтесĕр мучи.

Вĕрирех, тутлăрах аслă пурнăç мунчи.

Ав лере йывăçсем макăраççĕ çилпе,

Çырлахман çуркунне панă ăшă пилпе.

 

Чăрмантартăн мана, шур гипсран тунă бюст,

Эс — искусствăн виле атрибучĕ, чăт, тӳс!

Ху вĕрентнĕ чăтма.

Эс ан ут ман йĕрпе,

эп каятăп çав бронза ураллă хĕрпе.

 

Юл, лăплантăр каçчен ман ăсталăх тĕнчи,

Санпала гипс Венера — аваллăх ĕнчи.

Тек ларма чăтăм çук: сурма тытăнчĕ шăл —

Янратать çӳлти кӳршĕ: до-ре-ми-фа-соль...

 

Шăхăрса утнăçем, уçăлать чăн илем:

ман чунри тĕссемпе чиперленнĕ сăнсем

чи таса хăватпа куçĕç тĕрлĕ сăрра,

пĕлĕшпе, платникпе, халь ĕçетĕп сăра.

 

Эх, Платон! Шăплăхра мĕн тăватăн-ши эс?

Маншăн эсĕ йӳтенĕ, туяллă çын çеç.

Эп çиетĕп çырла хăмăр куçлă хĕрпе,

шухăшсем унпа пирĕн чăнах та пĕр пек.

 

Йăлăхтарчĕç мана шурă куçлă бюстсем —

йăл кулаççĕ умра пысăк хăмăр куçсем.

Çулăм илчĕ хыпса ман кашни мелкене,

эп туятăп хамра Ренуар аллине.

 

Тулччăр манăн пирсем çĕр çырли тутипе,

эп юратнă çын çӳçĕн хура хумĕпе.

Иртрĕ çĕр. Пӳлĕмре тем çитмест пек каллех,

тухса тарнă Платон.

 

Килес çук вăл халех.

Пырса тăтăм хуллен пир çинчи хĕр умне:

асăрхарăм — кам йĕнĕ? — такам куççульне.

Янкăр тăрă тӳпе пек çуталчĕ ăстăн:

йĕнĕ çĕрĕпеле шур сухаллă Платон.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: