Ленин


Тĕнчере пĕр çын çуралнă,

Вăл чăн аслă гений,

Ячĕ ун нихçан çухалмĕ,

Вăл — Владимир Ленин.

 

* * *

Çĕмĕртсем çеçке çураç-и

Улма йывăçсем-и,

Аслă улăх ĕшнинче

Пин чечек ӳсет-и —

Эс ăна çеç асилетĕн,

Сан умăнта Ленин.

 

Аслă уй тăрăх пыран-и

Ыраш пуссипе-и,

Чакан пек пучах куран-и,

Лăс пек шерепе-и —

Эс ăна каллех куратăн

Сан умăнта Ленин.

 

Полюсра «Седов» çӳрет-и,

Пăр ватать-и «Сталин»,

Е танк çĕре кисретет-и,

Кĕрлет артиллери...

Куçна мăч хупса илен те —

Умăнтах-мĕн Ленин.

 

Пĕлĕтсен хыçне вĕçет-и

Ăмăрткайăк-летчик,

Тинĕссен тĕпне чăмать-и,

Пулă пек, подводник,

Кашниех сисет, пĕлетĕп,

Чĕринче ун Ленин.

 

Чикĕре салтак тăрать-и,

Кĕркунне, хĕлле-и;

Вăрманта, уйра, шывра-и,

Пĕлĕтре... пĕлетĕп:

Чĕринче ун Ленин.

 

Тĕнчере нумай патшалăх:

Пур вакки, вĕтти те,

Асапа тӳсен ĕçхăлăх,

Пур шурри, хури те

Асĕнче пер ят упраççĕ,

Вăл — Владимир Ленин.

 

Ман çĕршыв садне кĕрсессĕн,

Чăн та юмахри пек.

Пĕр улма татса çисессĕн,

Яшланать ватти те.

 

Çав сада виçес пулсассăн,

Калăн: чикĕ çук-тăр...

Ылтăн хĕвел айĕнче те

Пĕрех ылтăн çӳрт пур.

 

Халь чура мĕнне пĕлмеççĕ,

Кунта çук асаплăх.

Ялкăшать телей хĕвелĕн,

Савăнăç-хаваслăх.

 

Вунпĕр алăк уçăлаççĕ1

Çак илемлĕ çуртăн.

Хĕрлĕ паттăрсем тăраççĕ

Унта çума-çумăн.

 

Ун пĕр алăкне уçан та,

Курăнать сар ылтăн.

Тепĕр алăкне уçан та,

Пĕтĕмпех шур ылтăн.

 

Вăл çурта кĕмешкĕн ирĕк,

Пур алăк та уçă.

Унта халăх пурте пирĕн —

Советлă Союзăн.

 

Чĕрĕлсе тăрас пулсассăн

Халĕ пирĕн Ленин,

Çав сад хуçине курсассăн,

Мĕн калĕ-ши гений?

 

Тĕнчере пĕр çын çуралнă,

Вăл чăн аслă гений.

Ячĕ ун нихçан çухалмĕ,

Вăл — Владимир Ленин.

 
1 Ку сăвва çырнă чух çĕршывра Союзлă Республикăсем 11 пулнă (редактор асăрхаттарни)

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: