Тупа тунă чухне
Ылханлă фашистсем Мускав çине тапăнса килне чухне Малоярославец патĕнче N-лĕ çар шкулĕнче вĕренекен курсантсем вăйлă çапăçрĕç. Вĕсем çинчен тыткăна илнĕ нимĕçсем: «Хĕрлĕ юнкерсем пулман пулсан, эпир тахçанах Мускава çитмеллеччĕ», тенĕ. Çав çапăçура чăваш курсанчĕсем те нумаййăн пулчĕс, вĕсем паттăррăн çапăçса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Шупашкарта пединститутра вĕреннĕ А. Марков хытă аманнă пулсан та çапăçуран тухмарĕ, вăл темиçе тăшмана пĕтерчĕ. Кăкăрĕнчен аманнă Я. Зверев та стройран тухмарĕ. Иккĕмĕш хут аманнă Ст. Шарков, халран кайнă пулсан та, çитерес хута тивĕçлĕ çĕре çитерчĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче шкулти курсантсем (пулас лейтенантсем) присяга пачĕç. Çак сăввăма чăваш курсанчĕсене сума суса çыратăп.
Владимир Бараев курсант.
Хĕвел тухать хĕрелсе
Хула сачĕ çумĕнчен,
Паслă турат çийĕнче
Ылтăн-кĕмĕл тĕрлесе.
Ирхи сывлăм евĕрлех
Илĕртеç куçа вĕсем.
Çичĕ шурă чатăр пек,
Щурă пурçăн çулçăсем
Çурнă тейĕн çеçкине.
Чыс хуралĕ як ĕрет
Садăн икĕ енĕпе.
Геройла тăраç вĕсем
Чап-хисеп ялавĕпе.
Аслă Атăл хумĕ пек,
Умлăн-хыçлăн, йĕркипе,
Утса пыраç йĕкĕтсем
Пусма-тавар хулипе1
Ăшă, çăмăл тумĕсем
Кашни паттăр çийĕнче.
Çĕршыва тупа тума
Площаде кĕреç вĕсем.
Сăмах илет комиссар,
Чăн таса тупа çинчен
Вăл каланă сăмахсем
Юлчĕç чĕре тĕпĕнче.
Куç умне килсе тухаç
Автоматлă нимĕçсем,
Ӳсĕр куçпа çуйăхса
Хĕрсен ятне çĕртнисем,
Чĕчĕ ачи аллинчен
Сахăр туртса илнисем,
Ватă старик уринчен
Çăмат хывса илнисем...
Ашкăнаймăр нумайччен,
Хуçăк шăллă йытăсем!
Сăмак калать комиссар
Хĕрлĕ паттăрсем çинчен,
Арăслан пек çапăçса
Пуçне хунисем çинчен,
Харсăр гварди çарĕсем,
Аçа-çиçĕм пек пырса,
Хураха çапни çинчен
Е хăватлă партизан,
Руслан пек тухса, пĕччен,
Темиçе тăшман пуçне
Касса турани çинчен,
Фашист каçан кĕперсем
Шыв тĕпне сикни çинчен,
Вилĕм поезчĕ çултан
Хирĕнсе кайни çинчен,
Тăван çĕршыв тăшманне
Вут жыпса илни çинчен.
Хĕвел шăвать ерипен
Хула сачĕ çумĕнчен.
Комиссар сăмах вĕçлет
Чăн таса тупа çинчен.
Аслă гимн кĕрлесе
Таçта инçете каять.
(Вăй-хават туйса илет
Çавă юрра илтекен).
Эп тăратăп йĕркерĕ.
Шуса иртеç шухăшсем,
Пĕтем çĕршыв илемне
Куç умне кӳреç вĕсем.
Ав, ыр сунаç колхозне
Сарă тулă пуçĕсем;
Арыксем юхса выртаç
Шурă мамăк уйĕнче;
Пулăсем чăмса çӳреç
Аслă тивĕс-кӳлĕре;
Никам пухса пĕтес çук
Мерчен ылтăн-кĕмĕлĕ,
Кармашаççĕ пĕлĕте
Тимĕр-хурçă тăвĕсем,
Сĕм вăрман кашлать хуллен,
Пакша мăйăр шĕкĕлчет,
Вĕçне-хĕрне тухас çук
Пин çеçкеллĕ улăхсем,
Кĕрчемелĕх пыл пухаç
Унта вĕлле хурчĕсем;
Вăй выляççĕ, савăнаç
Ялти çамрăк-кĕрĕмсем,
Аслă партие мухтаç
Юрри-кĕввинче вĕсем,
Ма тесен вăл — сад хуçи
Аслă Совет çĕрĕнче.
Эх, çĕршывăм, эх, аннем,
Чăн тулли кĕрекӳнте
Эп мĕн çеç-ши астивмен
Хамăн çамрăк ĕмĕрте?
Çавăнпа та шеллеместĕп
Саншăн чунăмпа юна,
Темле хаяр вут ăшне
Сунтерме кĕрсе чăмам!
Чăн телейлĕ кунăмра
Эп тупа тăвап кунта,
Саншăн пин хут хатĕр эп
Харсăр пуçăма хума!
Хаяр тăшман, вăрă пек,
Килчĕ пирĕн çĕршыва,
Вăл шутларĕ çаратма
Пирĕн ырлăх-пурлăха,
Вăл шутларĕ пĕтерме
Пирĕн аслă халăха,
Ялсенчен тĕрме тума
Пирĕн валли — кăлăхах.
Ĕç тухмарĕ вăрăсен,
Каялла чакать тăшман.
Кам пултарĕ çĕнтерме
Çакă паттăр халăха?
Вăл, хăлат пек çĕкленсе
Чул хӳме пулса тăрсан,
Тăшман çурчĕ çамкине
Вăйлă пырса çапăнсан.
Пирĕн аппа-йăмăка
Тăшман илчĕ уйăрса.
Пĕтĕм Тăван çĕршыва
Мăшкăл тума шухăшлать.
Çук, пулмаств вăл ĕмĕрне,
Гитлер ахаль аташать:
Хура çĕлен амансан,
Чăшкăрсан та сăхаймасть.
Вăл аманчĕ Ростовра,
Вăл аманчĕ Тихвинра,
Çийĕ аскăнчăк пуçне
Хăй хускалнă Берлинра.
Анчах çĕр хут хаяррах
Тискер кайăк амансан,
Ăна сывлăш парар мар
Пуçне ватса, тураса.
Ан тив, ӳсчĕр куписем
Шăннă фашист виллисен,
Ан тив, юхчăр кĕвĕлсе
Вĕсен хура юнĕсем!
Аслă Совет çĕрĕнче
Пĕр тăшман та юлмиччен
Хĕçе йĕнне чикер мар!
Шит те калла чакар мар!
Çавăн пек хушать çулпуç
Аслă Мускав хулинчен.
Пĕлме çук, тен, тусăмсем,
Юнлă вăрçă хирĕнче
Чăн-чăн паттăр юлнă пек
Юлма тивĕ пирĕн те.
Çавăн пек пулас пулсан,
Вилĕм мар вăл — чăн телей,
Ма тесессĕн ĕмĕре
Пире манмĕç тĕнчере.
Хĕрлĕ паттăрсем çинчен
Юрă хурĕç сăвăçсем.
Вăхăт иртĕ — ятсене
Çырĕç ылтăн тĕрĕпе.
Иваново, декабрĕн 20-мĕшĕ 1941 çул.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...