Сывлăмпие пĕрле шырар-и?


Пахчари илемлĕ чечексем хушшинче пĕр тĕлĕнтермĕш керменте Вичкĕн куç пурăннă тет. Вăл тĕнчере мĕн пулса иртнине йăлтах курса тăнă. Ирсерен сывлăмпа çăвăннă, каçсерен каçсерен аякри çăлтăр çутипе куçне тасатнă. Çав çăлтăр çути унăн куçне татах та вичкĕнрех куракан, хăй пекех йăлтăртатакан тунă-мĕн. Сывлăм шывĕ куçĕсене якатнă тет. Суккăррисене Вичкĕн куç хăйĕн вичкĕнлĕхĕн пĕр пайне парнеленĕ, вара лешсен те куçĕсем çивĕчленнĕ.

Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. Вичкĕн куçăн ĕçĕ нумайланнăçемĕн нумайланса пынă. Çĕр çинчи ачасем кунĕн-çĕрĕн выртса кĕнеке вуланă, телевизор çывăхне ларса кино пăхнă, пĕрмай компьютерпа вылянă. Çавăнпах вĕсен куç вăйĕ пĕтнĕçемĕн пĕтсе пынă, куçлăх тăхăнакан ачасен йышĕ ӳснĕ. Вĕсен ирĕксĕрех Вичкĕн куç патне çул тытма тивнĕ. Лешĕ кашнинех пулăшма тăрăшнă пулин те пур чухне те ĕлкĕреймен. Вăл пĕччен çеç-çке, лешсем нумай, черет вăрăмлансах пынă.

Пĕр ирхине Вичкĕн куç яланхи пекех хăйĕн куçĕсене сывлăмпа çуса якатасшăн пулнă, анчах Сывлăмпи курăнман. Вичкĕн куç хăйĕн керменне таврăнса чирлисене йышăнма пуçланă. Çав кун ăна питех те йывăр килнĕ. Черет çитменрен хăшĕ-пĕрин Вичкĕн куç патĕнче пулмасăрах киле таврăнма тивнĕ. Сывлăмпи тепĕр кунне те курăнман. Сывлăмпа çăвăнманран Вичкĕн куçа Çăлтăрпи те вăйлатайман тет. Вичкĕн куç ăна Сывлăмпи çухални çинчен пĕлтернĕ, шыраса тупма пулăшу ыйтнă.

Çăлтăрпи яланхи пекех Вичкĕн куçа хăйĕн йăлтăркка пайăркисемпе ăшăтнă, çутатнă, унтан Сывлăмпие шырама тухса кайнă. Тусем-сăртсем урлă, вăрмансем, хирсем тăрăх шыранă, пĕр çитмен вырăн та хăварман, анчах Сывлăмпи ниçта та тупăнман. Кунĕн-çĕрĕн сулланса çӳресен те усси пулман.

— Тупаймарăм, — кулянса пĕлтернĕ вăл Вичкĕн куçа. Лешĕ пуçне усса хăйĕн керменне таврăннă. Керменĕ те яланхилле ялкăшманнине, чечексем пуçĕсене уснине курсан вăл пушшех кулянса ӳкнĕ, хăйĕн вичкĕнлĕхĕ вăйсăрланнине туйнă.

Ачасем Вичкĕн куç йывăрлăха кĕрсе ӳкнине пĕлсен ăна пулăшма шутланă, кашниех хăйĕн юлташне çавăтса çула тухнă...

Тусăмсем, эсир çак юмаха малалла вĕçлеймĕр-ши?

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: