Çăлтăрчăксем


Çак ĕç пин-пин çул каялла, çуркунне çитнĕ май çут тĕнче чĕрĕлме пуçланă чухне, пулса иртнĕ тет.

Пĕр карчăкпа старик пурăннă, пĕртен-пĕр ывăлне çитĕнтернĕ. Темех ĕçлемен вĕсем, старикĕ сунара çӳренĕ, яланах ăнăçупа таврăннăран сĕтел çинчен аш-какай татăлман. Карчăккипе ывăлĕ пахча çимĕç ӳстернĕ.

Çитĕннĕçемĕн ывăлĕ Йăван та ашшĕпе пĕрле сунара пырасшăннине пĕлтернĕ, анчах ашшĕ, «Тем пулас-курас пур», — тесе ывăлне илсе кайман.

— Эсĕ пулă тытма çӳре, — тесе ăна ăскăч майлаштарса панă.

Сунара тем пекех каясси килсен те килĕшмех тивнĕ Йăванăн. Вăл ăскăч илсе кӳлĕ хĕррине çул тытнă. Сывлăм ӳкнĕ улăх тăрăх утнă май çут çанталăк илемĕпе киленнĕ, ирех вăраннă кайăксен чĕвĕл сассипе чунне йăпатнă, йывăçсен хушшипе пынă чухне çил ачи чупса иртнĕ, каччăна лăпкă варкăшпа уçăлтарса хăварнă. Кĕçех хĕвел тухнă, унăн ылтăн пайăркисем питрен кăтăклама пуçланă: «Хăвăртрах, васкарах, пулăсăр тăрса юлатăн», - йĕкĕлтенĕ вĕсем каччăна.

Йăван васкаман, сывлăмпа питне çунă, çăлкуçран тăрă шыв ĕçнĕ, тавралăх илемне сăнанă.

Кĕçех вăл кӳлĕ хĕррине çитсе майлашнă, ăскăчпа шывра пулă шырама пуçланă. Чылайччен аппаланнă — кăлăхах, ăскăча пĕр пулă та лекмен.

«Тытаймастăн, тытаймастăн», — йĕкĕлтесе йăлт-ялт! сиккеленĕ кӳлĕ варринчи пулăсем.

«Тытаймарăн, тытаймарăн», — кваклатнă шапасем.

«Куçпа курнине пурне те алăпа тытаймăн», — тенĕ ваттисем. «Киле пулăсăрах таврăнма тивет ĕнтĕ», — текелесе каччă киле кайма пуçтарăннă. Юлашки хут телейне тĕрĕслесе пăхма шутланă. Ăскăча шаларах чикнĕ, аран-аран туртса кăларнă. Ăскăчра çаврака йăлтăр мечĕк курсан питĕ тĕлĕннĕ:

— Мĕн ку? Епле хитре! — мечĕке тытма тăнă, лешĕ алла кĕмен, шуса тухса тарнă. Мĕн тумалла. Йăван ăскăча çыхса лартнă, аран-аран йăтса килнелле утнă.

Киле çитсен мечĕке ăскăчран кăларасшăн тем пек тăрăшсан та усси пулман. Мĕн тăвас. Кĕлете кĕнĕ, ăскăча хăй вырăнне çакасшăн пулнă каччă — пăта тăпăлса тухнă. Вара ăскăча кĕлетри юман пичке çине хунă, хăй апат çиме пӳрте кĕнĕ.

Ашшĕ сунартан таврăнман-ха, амăшĕ вучах чĕртсе янă, яшка пĕçерме хатĕрленнĕ.

— Анне, пулă тытаймарăм, пулă яшки пĕçерейместĕн ĕнтĕ. Эпĕ тĕлĕнмелле япала тупса килтĕм, кĕлете тухса пăх-ха.

Амăшĕпе ывăлĕ кĕлете тухнă, ăскăч пичке хĕрринелле куçнă пулин те ӳкеймен. Амăшĕпе ывăлĕ тĕлĕннĕ, ăскăча хăй вырăннех майлаштарса хунă та айккинчен сăнаса ларнă: кам-ха ăскăчпа вылять. Никам та курăнман, ăскăчри мечĕк хăех пичке хĕрринелле шунă. Кунĕпех тĕлĕнсе сăнаса ларнă пулин те тупсăмне тупайман Йăван.

Каçхине ашшĕ сунартан таврăннă, хăй нимĕн те тытайманни çинчен тĕлĕнсе пĕлтернĕ:

— Сунара çӳреме пуçланăранпа пĕрремĕш хут! Пеме хатĕрленетĕп çеç — куç умĕнче тем йăлт! тăвать, тĕрĕс перейместĕп. Мулкач тарса çухалчĕ. Иккĕмĕш хутĕнче тилĕ йĕрĕ çине лекрĕм, пеме хатĕрлентĕм — каллех тем чăрмантарчĕ. Тĕлĕнмелле! Пĕрремĕш хут тĕл переймерĕм. Пĕрремĕш хут пуш хутаçпах таврăнтăм.

Ывăлĕпе амăшĕ ăна асамлă мечĕк çинчен каласа панă. Виççĕшĕ те кĕлете тухнă. Хĕвел аннă ĕнтĕ. Тӳпене çутă çăлтăрсем те тухнă. Кĕлет тавра çăлтăрсем вылянине курсан кусем тата тĕлĕннĕ.

Пĕр çăлтăрĕ Йăван умнех пынă.

— Кам эсĕ? Мĕншĕн тӳперен антăр? Мĕн шыратăр? — тĕпченĕ каччă.

— Эпĕ Çăлтăрчăк. Тӳпере пурăнатăп. Пирĕн кашнин уйрăм пӳлĕм пур.

— Çĕр çинче мĕн шыратăн?

— Эпĕ хальлĕхе çамрăк-ха. Çĕр çулта çеç. Çăлтăрсен ача-пăча садне çӳретĕп. Манăн тус-тăван нумай. Пире кашнинех пĕрер мечĕк парнеленĕ. Çав йăлтăркка çаврака мечĕкпе пирĕн ĕмĕр тăршшĕпех вылямалла, ăна çухатма юрамасть. Çухатсан ăна урăх памаççĕ-çке. Хăш чухне хамăр тимсĕрлĕхе пула мечĕк алăран тухса ӳкет, ялкăшса, çутатса çĕр çине вĕçсе анать.

— Çапла, эпир хăш чухне куркалатпăр çăлтăр ӳкнине, — тенĕ Йăван.

— Çăлтăр ӳкмест, пирĕн мечĕк ӳкет. Анчах кун пекки питĕ сайра пулать. Мечĕке çĕр çине ӳкерсен яланлăхах çав теттесĕр тăрса юлатăн: сана никам та хăйĕн мечĕкне парнелемест, тепĕр мечĕкпе вăхăтлăх выляма ирĕк парсан та ăна хуçине каялла тавăрма тивет. Эпĕ чирлерĕм, паян тимсĕртерех пултăм, мечĕке ӳкертĕм. Эсĕ ăна ăскăчпа тытнă, çак кĕлете килсе хунă. Мечĕке ӳкерсен эпĕ ăна çийĕнчех шыраса тупрăм, анчах ăскăча уçма ниепле те мел çитерейместĕп. Тархасшăн, тавăрса пар мана хамăн теттене, — мĕлтлетнĕ çăлтăрчăк.

Ашшĕ-амăшĕпе канашланă хыççăн Йăван çăлтăрчăксем патне хăнана кайса килме шутланă.

— Енчен те эсĕ мана çăлтăрсем патне илсе кайса хăвăр пурнăçпа паллаштарсан эпĕ сана мечĕке тавăрса паратăп! — тенĕ вăл.

— Хаваспах! — килĕшнĕ кĕтмен хăна.

Йăван ашшĕ-амăшĕпе сыв пуллашнă. Ăскăча уçса тĕлĕнтермĕш теттене илнĕ те Çăлтăрчăкпа пĕрле çула тухнă. Мĕлт-т! тунă та самантрах çăлтăрчăксен керменне çитсе ларнă.

— Анне, çĕр çинче ырă çын сахал мар, вĕсенчен пĕри мана хамăн теттене тавăрса пачĕ, эпĕ ăна кунта хăнана илсе килтĕм, — савăнăçне амăшне пĕлтернĕ Çăлтăрчăк.

— Тавтапуç, — тенĕ Çăлтăрпи, хăнана хăйĕн керменĕпе паллаштарма пуçланă. — Пирĕн çемье питĕ пысăк: пин-пин йăлтăр çăлтăрчăк. Сăнран çăлтăрсем, пирĕн ывăлсемпе хĕрсем, мăнукăмсем, пĕр-пĕринчен ытлах уйрăлса тăмаççĕ. Эпĕ вĕсене куçран пăхса тата кăмăлне кура уйăратăп. Хăшĕн куçĕ çивĕчрех — çавă çутăрах ялкăшать, тепри — сӳрĕкрех, виççĕмĕшĕн куçĕ пачах хупăнмасть, ялан çунса тăрать. Чалăш куçли те пур пирĕн хушăра. Кăмăлĕсем те тĕрлĕрен: йăпăлтисем, харсăррисем, чăрсăррисем те тупăнкалаççĕ. Ытларахăшĕ хаваслă, лăпкă, сăпайлă. Вăтанчăкраххи те сайра-хутра курăнкалать, — ăнлантарнă çăлтăрсен амăшĕ. Кермен алăкĕ пач та хупăнман, хĕр-çăлтăрчăксемпе каччă-çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă.

«Мечĕкпе выляма тухаççĕ пулас», — ăнкарса илнĕ Йăван. Сăнарах пăхсан хĕр-çăлтăрчăксем — вăрăм аркăллă сараппанпа, каччă-çăлтăрчăксем вăрăм чаппанпа çӳренине асăрханă. Йăван çăлтăрчăксем вылянине курма тухнă. Утнă-чупнă чухне сараппан аркисем час-часах ура айне пулнă та вĕсенчен йĕри-тавра кĕмĕл шевле сапаланнă.

— Çынсем çакна курсан: «Çăлтăрсем выляççĕ», — теççĕ, — ăнлантарнă Çăлтăрпи.

Амăшĕ чĕнсен çăлтăрсем кермене пуçтарăннă.

— Ачасем, паян хамăрăн юратнă çимĕçе — пĕлĕтсенчен пуçтарса пĕçернĕ шăнтармăша çийĕпĕр. Кам пĕлĕтсене шăпăрпа шăлса пуçтарма каясшăн.

— Ман каяс килет!

— Эпĕ каятăп!

— Паян манăн черет! — пĕр-пĕринпе тупăшса мĕлтлетнĕ çăлтăрсем.

Çăлтăрчăк ачисене пăхса çаврăннă, Вичкĕн куçа михĕ тыттарнă, Çивĕч куçа шăпăр парса янă.

Вăхăт нумай та иртмен — хастаррисем таврăннă. Михĕ тулли пĕлĕт йăтса килнĕ. Амăшĕ пĕлĕтрен тутлă шăнтармăш пĕçернĕ, пурне те сĕтел хушшине чĕннĕ. Шăнтармăша чăмламасăр та çиме пулать, хăех ирĕлсе аннă май пыра уçăлтарса ярать, куç-пуçа çутăлтарать.

— Эпир çиекен çимĕçе никам та çиеймест, вĕсем пурте йăлтăркка: йăлтăр кăвак груша, йăлтăр хĕрлĕ хăяр, йăлтăр арпуспа дыня, йăлтăр абрикоспа апельсин. Çак пĕçертекен çимĕçсене çăлтăрчăксем çеç çиме пултараççĕ, — мухтанарах пĕлтернĕ Çăлтăрчăк.

— Усал çил-тăвăл алхаснă чухне пирĕн çи-пуç вараланать, вара анне пире пурне те Уйăхпи патне кайма хушать. Вăл пирĕн çи-пуçа тасатса тăрать. Уйăхпи çине анса ларнă чухне тĕкĕшмесĕр пулмасть, яланах пĕр вырăна сикетпĕр, çавăнпа унта шăтăк-путăк нумай. Йăлтах эпир ашкăннине пула, — пĕлтерме васканă çăлтăрсем, — Уйăхпи пире кӳренмест, яланах: «Хăнана килсех çӳрĕр», — тесе ăсатать.

Йăван кĕсйинчи автан авăтсан хăйĕн килне таврăнма вăхăт çитнине ăнланнă:

— Тавтапуç, — тесе çăлтăрсемпе сыв пуллашнă.

Çăлтăрчăк хăйĕн тутăрĕпе сулнă çеç — Йăван тăван килĕ умне çитнĕ.

«Эпир нихăçан та сӳнместпĕр! Пире курас тесен каçсерен урама тухма манса ан кай!»

Çăлтăрчăкăн çак сăмахĕсене аса илсен Йăван каçсерен урама уçăлма тухнă, тӳпене тинкерсе: «Ăçтарах-ши çăлтăрчăксен керменĕ. Тепре çитсе курасчĕ унта», — тесе ĕмĕтленнĕ.

Çăлтăрсем çаплипех мĕлтлетеççĕ, тӳперен пире сăнаççĕ, кашнине телей парнелеççĕ. Ман пата та пĕр çăлтăрĕ анчĕ те çак юмаха хайлама телей парнелерĕ!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Валентина (2012-11-25 11:27:16):

Ача-пăча валли хайлакан çыравçăсем сахал пирĕн чăвашсен. Малашне тепĕр çыравçă хушăнчĕ пулас. Галина, сан ачасем валли çырнă хайлавусем питĕ интереслĕ пулаççĕ.Вĕсене ятарласа кĕнекен хатĕрлесен аван пулать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: