Вĕрентекене


Çурхи çемçе тăпра — ачалăх:

Мĕскер акатăн — çав ӳсет.

Эппин, çӳп-çапсăр пултăр вăрлăх,

Кайран ан тивтĕрччĕ ӳпкев.

 

Куçа саван калча вăл — яшлăх!

Тасат куллен, сыхла чиртен.

Вара тулли пучах çеç кашлĕ

Эс акнă анлă уй-хирте.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


8 906 3766094 (2018-04-18 00:47:42):

Хисеплĕ Александр Сергеевича чĕререн тав тăватăп çавтери пысăк та тарăн пĕлтерĕшлĕ сăввишĕн! Нумай хут вуласа тухнă эпĕ те çак сăвва. Йăлăхтармасть ăна вулани. Куç умĕнче пултăрччĕ вăл шкулсенчи "Учительскисече", педучилищăсенче - курăнмалли вырăнсенче çаканса тăтăрччĕ, пединститутсенче те! Пулас вĕрентекенсен те, ачасене вĕрентес ĕçре ĕçлекенсен те ялан куçесем умĕнчи çак йĕркесем вĕрентекене, студентсене профессилле кодекс пек асăрхаттарса тăрăччĕ кашни утăмне - сăмахне виçсе тумаллине. Салам сана Санькка Пичче! Сывлăх! Вăрăм ĕмĕр! Çыр та çыр! Эс "йăрана пăсас çук!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

AndrewPet (2018-04-19 07:54:23):

заказать продвижение сайта екатеринбург логин в скайпе SEO PRO1

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Влад Маскай (2019-04-27 04:35:02):

Çак комментарие эпех çырнăччĕ те - намăс пулмарĕ мана ăна тепĕр хут вулани: сăввине те, аялта шухăшăма çырни те. Кӳрентерет мана ытти çынсем нимĕскер те "шарламанни"! Сахал! Сахал хăйсен шухăшне "палăртас" текенсем!? Калаçура çуралать, сӳтсе явнинче çĕнĕ шухăшпа çĕнĕ утăм! Шел!!!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: