Çав кирлĕ-ха пуçлăха!


— Атьăр, тусăмсем, паян хамăрăн пуçлăха тăн кĕртетпĕр! — сĕнчĕ пĕррехинче пирĕнпе пĕр цехра тăрмашакан Антун кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче.

Çак вăтăр çула та çитмен хусах, хăмла шалчи пек икĕ метра яхăн ши! ӳснĕскер, Петĕр патшана аса илтерет.

— Мĕн-мĕн... Кама тăн кĕртетпĕр тетĕн? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Юркка Антун çине кăнн! пăхса. Юркка Антунран пĕр чавса тăршшĕ кĕскерех пулсан та хулпуççи анлăшĕпе унран чыла-ай сарлакарах. Кире пуканĕ çĕклеме юратнăран ун çумне «Кире Пукан» хушма ят çыпăçтарнă.

— Хамăрăн пуçлăха тетĕп, клух-хуй! — тепĕр хутчен, анчах кăшкăрса калать Петĕр Патша. — Мĕн, Кире Пукан, эсĕ ирхине хăлхуна çума маннă-им? — витлесе илме те манмасть хăй.

Эпир, Антунпа Юрккасăр пуçне тепĕр сакăр çын, вăрăм сĕтел хушшинче апатланса ларакансем, пĕр-пĕрин çине ăнланмасăр пăхса илетпĕр. Ара, пуçлăх çине алă çĕклесе тимĕр решеткеллĕ çурта хупса лартаççĕ вĕт. Судăн пирĕнсĕр те ĕç нумай.

Халиччен пирĕн цехра лару-тăру йĕркеллехчĕ-ха. Продукци кăларасси ӳснĕ май шалу çулсерен хушăнатчĕ. Лайăх ĕçлекенсем преми те илкелетчĕç. Нумаях мар пулсан та, çавах — плюс. Арăм пĕлмен хушма укçа. Смена вĕçленнĕ хыççăн сăра ĕçмелĕх те пулин кĕсьере нухрат пур.

Тьфу, ăçтан-муртан тупăнчĕ ку кризис текенни? Те Америкăри буржуйсене ятламалла, те хамăрăн пуçлăха хăлха чикки тыттармалла?

— Ну, цех начальникне, Шакла Пуçа, хут çинчи пек каласан, Иван Иванча, хăйне тытса хĕнесен пире пурне те тӳрех саваламан сак çине кайса лартаççĕ, — куçне чеен хĕсет Антун. — Тĕрмене лекесрен Турă сыхлатăр! Анчах манăн тăм пуçра пĕр идея çуралчĕ.

— Мĕнле идея? Хăвăртрах кала! — ура çине яштах сиксе тăрать Мишша (унăн та хушма ят пур: Шампа Пулă). Вăл канмалли кунсенче пулла çӳреме кăмăллать.

Кунта çакна та каласа хăварам. Иван Иванч, пирĕн цех пуçлăхĕ ĕнтĕ, хĕрĕх çул пурăнсах пĕр çӳçсĕр юлнă. Пĕр пĕрчĕ те çук. Сатту кăкăрĕ — çăмламас. Хĕрарăмсем умĕнче вăл, хура кăтра çăмĕсене кăтартас шутпах пулĕ, кĕпин çӳлти тӳмисене юриех çаклатмасть.

Шăл йĕрен коллегăсем унран çурăмĕ хыçĕнче кулаççĕ: «Эрех нумай ĕçнĕрен тата хĕрарăмсене юратнăран Шакла Пуçăн пуçĕ çинчи çӳçĕсем кăкăрĕ çине куçса ларнă!»

— Тахçан пĕр хаçатра эпĕ кăсăклă статья вуланăччĕ, — ăнлантарать пире тăсланкă Петĕр Патша. — Японири фирмăра ĕçлекенсем хăйсен пуçлăхне тарăхсан ун манекенне ăсталаççĕ тет. Çав катемпие вара путвала маччаран çакса хураççĕ те чунĕсем каниччен хĕнеççĕ тет. Боксерсем аллисемпе «грушăна» çине-çине чышкăланă пек. Ăнт!

Эпир, çил-тăвăл иртсе кайнă хыççăн хĕвел çиçме тытăннăн, йăл-йăл кулма тытăнтăмăр.

— Эппин, хамăрăн пуху йышăнăвне тăвар, — сĕнчĕ Шампа Пулă, тахçан профком председателĕнче вăй хунăскер. — Кам та кам Петĕр Патша, ой, Антун сĕнĕвĕпе килĕшет, алă çĕклеме ыйтатăп.

Столовăйĕнчи сĕтел хушшинче ларакан арçынсен аллисем вĕтлĕх вăрман пек шăкăрин çӳлелле çĕкленеççĕ. Çавăн хыççăн, Шампа Пулă сĕннипех, çав шухăша пурнăçа мĕнле кĕртесси пирки те калаçса татăлчĕç.

«Пуçлăха тăн кĕртесси» ĕç планĕ питĕ ансат. Хăй вăхăтĕнче пединститутра, худграфра, вĕреннĕ Арçук Художникпа (унăн хушма ячĕ) çĕвĕçре вăй хунă Кĕçтук Портной Шакла Пуçăн катемпине туса хатĕрлеççĕ. Кире Пукан çав катемпие путвалти мачча каштинчен çакса хурать. Вара...

Пуçлăхăн катемпине ăстаçăсем виçе кун хушшинчех, кĕçнерни кун тĕлне, туса пĕтерчĕç. «Каснă-лартнă пирĕн Шакла Пуç! Уйăрма та çук: те чĕрĕ çын, те катемпи? — тĕлĕнчĕç пурте ăна курсан. — Хуть те ăвăс кĕлеткесен музейне сĕн!» Ĕненмесĕр хăшĕсем малтан-кайран хыпашласа та пăхрĕç.

Смена вĕçленсен цехра ĕçлекен арçынсем путвала анчĕç. Сăмах май, ку ĕçе хĕрарăмсене явăçтарас темерĕç. Вĕсем пĕлсен тем курса тăран тата. Хăшĕ те пулин цех пуçлăхне хăлхаран пăшăлтатса систерĕ те — пĕтĕм ĕç харама кайĕ.

— Ну, Шакла Пуç, чăт та тӳс — кĕпе çаннисене тавăрчĕ Петĕр Патша.

— Чим-ха, малтан приговорне вуласа пар! — сĕнӳ тăратрĕ Шампа Пулă.

— Юлташсем, приговор çапла: Шакла Пуç пире сокращенипе — ĕçрен кăларса ярассипе — хăратать-и?

— Хăратать! — пушă путвалта вунă арçын сасси тата хытăрах янăрать.

— Шакпа Пуç пире юлашки икĕ уйăхшăн ĕç укçи тӳлемерĕ-и?

— Тӳлемерĕ! — теççĕ ĕçтешĕсем ушкăнпа.

— Унсăр пуçне Шакла Пуç пирĕн цех корпусне сутса яма, унта суту-илӳ çурчĕ уçма шантарчĕ. Çапла-и?

— Çапла!!! — хор янăравĕ уçă чӳречерен хулари урамах илтĕнет ахăр.

— Эппин, вăл çирĕп айăплава тивĕç! — приговора «вуласа» пĕтерчĕ Петĕр Патша. — Приговорпа килĕшӳллĕн ăна тăн кĕртес: ушкăнпа хĕнес!

Арçынсем, сăнчăртан вĕçерĕнсе кайнă йытăсем пек, катемпи çине пĕр харăс сиксе ӳкрĕç. Тĕвеççĕ те тĕвеççĕ. Чышаççĕ те чышаççĕ. Ой-ой-ой, пиртен çĕленĕ Шакла Пуç кĕлетки мĕнле кăна чăтать-ши? Юлашкинчен хырăмĕ тĕлĕнчи пусма касăлса-çĕтĕлсе тухрĕ. Аллисем татăлса ӳкрĕç.

— Стоп! Паянлăха çитĕ, тусăмсем! — хушу пачĕ Петĕр Патша.

— Ну, ушкăнпа ла-айăх тăн кĕртрĕмĕр ку пуçлăха! — савăнчĕç ĕçтешĕсем. — Нечево пирĕн ĕç прависене хĕсме!

Тепĕр кун приговора пурнăçа кĕртнĕ токарьсем ним пулман пекех ĕçе тухрĕç. Пурте кăмăллă! Цех пуçлăхĕ вĕсенчен тĕлĕнчĕ: хăйсем пачах та ĕçмен, анчах темшĕн савăнăçлă. Сăлтавне пĕлмесĕрех юлчĕ вăл.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: