[Çĕпĕрти чăвашсем «Ĕçлекен сасси» журнал редакцине янă çыру]


Эпир куçни Çĕпĕре

Çĕр çул ытла иртнĕ пуль.

Пирĕн тĕпри чăвашсем —

Хурăнташсем-пĕлĕшсем —

Кам пуррине ку таран

Пĕтĕмпелех мантăмăр.

Тайга вăрман ăшĕнче,

Çутă кӳлĕ хĕрринче,

Уçланкă пек хир туса,

Аккаласа тырă-пул,

Выльăх-чĕрлĕх усраса,

Хамăр пĕр ял пурнатпăр.

Хыпар-хăнар çырăвĕ,

Унтан-кунтан саламĕ,

Асаттесен çĕрĕнчен,

Атăл шывĕ çийĕнчен,

Пĕр сăмах та ку таран

Пирĕн пата çитмерĕ.

Кăçал кăна кĕркунне,

Тырă-пулă пуçтарсан,

Аслă Мускав хулинчен

Килчĕ кунта пĕр журнал —

«Ĕçлекенсен сассийĕ».

Алла илсен журнала,

Пĕтĕмпелех вуласа

Тухрăмăр-çке савăнса.

Нумай хыпар пĕлтĕмĕр:

Пирĕн тĕпре чăвашсем

Область туса хунă-мĕн;

Пысăк Мускав хулинче

Чăваш журнал тухать-мĕн.

Тĕрлĕ çĕрте тĕнчере

Мĕн-мĕн пулни çийĕнчен

Журнал çине çыраççĕ.

Тырă-пулă акасса,

Выльăх-чĕрлĕх усрасса,

Хурт-хăмăра мĕн майпа

Ăнăçлăрах пăхмашкăн

Унта çырнă вĕрентсе.

Сĕм вăрманта — тайгара —

Сĕм-тĕттĕме çутатма

«Ĕçлекенсен сассине»

Кăларакан редактор,

Çакă пирĕн çырăва

Журнал çине çаптар эс.

Эсир ĕнтĕ, редакци,

Эпир янă укçана

Хăвăр алла илсессĕн,

Таçта инçе-аякран,

Вăрман урлă, шыв урлă,

Чунтан-вартан юратса,

Эпир янă салама

«Ĕçлекенсен сассине» —

Журнал çине çапсассăн,

Ватти-яшши пурĕ те

Ăшшăн пăхса вулаччăр,

Тайга вăрман варринчи

Пирĕн яла асăнччăр.

Сĕм вăрманти — тайгари —

Сĕм-тĕттĕме çутатма

Пирĕн çакă адреспа

Ярса парăр журнала

Тухнă-пĕрне пурне те.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: