Сахар
Канлĕ вăхăт, уяр кун
Хĕвел тухнă сарăлса.
Урам тăрăх тăршшĕпех
Курăк ӳсет ешерсе.
Ват хурама тĕлĕнче
Хура лутра пӳрт ларать,
Хвеле тӳртĕн чӳречи.
Пӳрчĕ çумне пĕр сыпă
Юман тĕкме тытнăскер.
Хайхи ытлах çӳлех мар —
Ĕне пуçне хумалăх,
Тепĕр така аякран
Чупса сиксе каçмалăх.
Хапха сылтăм енни те
Çавă майлах карталлă.
Аслă картиш çеремлĕ,
Йĕри-тавра лупасай.
Çурт тăррине кив улăм
Çине мăян шăтнă та
Хура хуралт тăрринче
Мăян ӳсет ешерсе.
Пӳртпе кĕлет хушшинче
Уçă алкум карлăксăр.
Виçĕ чултан пусма пек
Пусса ухма алкумне
Туса хунă картлашка.
Алкумĕнче çавăнта
Сĕтел тавра пиллĕкĕн
Апат çисе лараççĕ.
Ик аппăшĕн хушшинче
Тенкел çинче ларакан
Ывăл ачи, çиччĕри,
Çапла калать амăшне:
— Анне, эсĕ яшкана
Пултран ярса тултарнă.
Çăмахĕсем шултăра,
Çăвара та кĕмеççĕ.
Çак ачана йăпатса:
— Пысăк çăмах çиекен
Пысăк пулать теççĕ-çке.
Çиех, Сахар, ан тирке, —
Терĕ ăна амăшĕ.
Кĕрекене пуканпа
Сĕтел умне ларнийĕ:
— Пысăк пулса çын пулма
Пире Турă пӳрнĕ-ши?
Ĕнер пулнă пухура
Хут вуланă кантурти:
— Хусан хыçне шкульнике
Пирĕн ялтан пĕр ача
Тытса илсе каймалла
Тесе приказ панă тет.
Ехвир пичче Сахара
Тытса ярас терĕ тет.
Çак сăмаха илтсессĕн
Амăш çăкăр касмашкăн
Пуçланăскер çăкăра
Хучĕ сĕтел çине те:
— Ехвир пьяхам çав ĕнтĕ
Пире темшĕн кураймасть.
Ыттисем те кашăка
Сĕтел çине хучĕç те
Апат çиме чарăнчĕç.
Сахар ăснă кашăкне
Сыпса хучĕ хăй умне.
Çакă сăмах пурне те
Пыра кĕрсе ларнипе
Тăлăх çемье тăранчĕ.
Пурте апат хушшинчен
Тухса кайреç макăрса.
Сĕтел çинче пултăран
Яшки чара тиркипе
Ларса юлчĕ пăсланса.
Хура кушак сак çинчен
Сĕтел çине ухрĕ те,
Çăкăр татăк хыпрĕ те
Сиксе анчĕ урайне.
* * *
Вара чăнах та çакă Сахар ятлă ачана тытса шкульнике илсе кайнă Хусан хыçне.
Таçта, темле вырăнта, ĕлĕк Хусан хыçĕнче шкульниксене вĕрентекен шкул пулнă тет.
Сахара тытса кайсан икĕ çултан Сахар пиччĕшĕ Кăркка шăллĕне курма Хусан хыçне кайнă. Çуранах кайнăскер Кăркка Сахар патне пилĕк кунтан аран çитнĕ тет.
Сахар пиччĕшне каласа кăтартатчĕ тет питĕ хĕнеççĕ пире тесе.
Киле таврăнасшăн питĕ макăратчĕ тет вăл.
Шкульнике икĕ çул вĕренсен Сахар чăтаймасăр вилнĕ тет вара.
Сахар пиччĕшĕ Кăркка ватă, шур сухаллă, çут çамкаллă, пысăк сăмсаллă çынччĕ.
Кăркка старик вилни те вăтăр çула яхăн пулать ĕнтĕ.
Эпĕ пчĕкки ун чухне, çавă Кăркка пирĕн пата сăра ĕçме пынă та çапла калаçса ларать:
— Эпĕ Хусан хыçне Сахар патне кайсан Сахарпа пĕрле шкульникре вĕренекен пĕр чăваш ачи çапла сăвă каларĕ, — тет.
Аз, буки арманта,
Веди, глагол вăрманта.
Ижевете пĕлетне,
Пĕр чĕл çăкăр çиетне?
Рцы слово титлă,
Иван пуçĕ пыйтлă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...