Витаминсем
Эпĕ те çиччĕре, те саккăрта ун чухне — лайăх астумастăп. Эпир хĕлле урайне выртаттăмăр. Пӳрт ăшă пулатчĕ те. Урхалăхпа çыхса каçпа атте ыраш улăмĕ илсе кĕретчĕ пӳрте. Çав улăма урайне сарса улăм çине тӳшек, сăхмансем сарса выртаттăмăр эпир. Атте пĕр хĕрне, анне тепĕр хĕрне выртатчĕ; эпĕ, шăллăм, икĕ йăмăк варне выртаттăмăр; çывăрса тăрсан, ирхине, анне улăма кĕлте туса çыхса кăмака хутатчĕ.
* * *
Ула сысна пурччĕ пирĕн. Ула сысна çăвăрларĕ, виçĕ чĕпĕ1 туса пачĕ. Пĕри тулта шăнса вилчĕ.
Ыттисем те шăнса вилесрен ула сыснапа икĕ чĕппине çав хĕлле пӳртре усрарăмăр.
Каçхине, эпир урайне улăм çине выртсан, краççын сӳнтерсен, ула сыснапа ула чĕппи пирĕн тавра нăрăклатса, улăм чавса çӳретчĕç. Ула сысна, улăм пуçтарса, пирĕн ура вĕçне выртатчĕ.
Чĕпписем амăшне ĕметчĕç — нăрик-нарик! нăриклетсе, тутисемпе тĕрткелесе ĕметчĕç.
Çав сысна чĕпписем, эпир витĕннĕ кĕрĕк айне кĕрсе, шăллăмпа иксĕмĕр хушша, ăшă çĕре, кĕрсе выртатчĕç. Сысна чĕпписем пыйтлă, кĕсенлĕччĕ. Шăллăмпа иксĕмĕре те сысна пыйтисем ернĕччĕ вара. Сысна пыйти ахаль пыйтă пек мар, хытă çыртать-мĕн вăл.
Мана тата çав сысна чĕпписенченех пуль пуçа кĕсен ернĕччĕ. Çав кĕсен авлансан та час тӳрленмерĕ. Кукша тесе салтака та илмерĕç мана. Хам арăм, Сăпанюк, темле имçам сĕрсе, çав ман пуçри кĕсене тасатрĕ. Пуç тӳпи лаппипех çап-çара çаралса юлчĕ. Çавăнпа мана кукша Тăхти теççĕ.
* * *
Ула сысна та, чĕпписем те пит начарланса кайнăччĕ. Çуркунне, юр кайсан, çĕр типсен, ула сыснапа чĕпписене пӳртрен картишне кăлартăмăр. Сысна чĕпписем начарланса кайнă, алăк урлă та аран-аран каçрĕç. Вĕсене эпир пĕр-икĕ кун пахчара çӳретрĕмĕр. Вара çырмана, ешĕл курăк çине хăва-хăва яраттăмăр. Сысни те, чĕпписем те тӳрлене пуçларĕç. Сысна чĕпписем курăк çинче выля-выля çӳретчĕç. Çу каçа вĕсем тата тӳрленчĕç, ӳсрĕç, амăшĕ пекех пулчĕç.
Çав кĕркунне йĕкел питĕ пулчĕ. Пирĕн сыснасем вăрмана иленчĕç. Эрни-эрнипе йĕкел çисе вăрмантах пурăнатчĕç, киле те килместчĕç. Алăран писесрен кашни ик-виç кунтанах эпир вĕсене, çăнăх шывĕ туса, вăл çăнăх шывне чĕреспе вăрмана илсе кайса, чух-чух! йыхăрса тупса ĕçтереттĕмĕр.
Пирĕн сыснасем палламала мар чĕрĕлсе, пысăкланса кайнăччĕ. Хăрт-харт! туса, хашлатса пыратчĕç çăнăх шывĕ ĕçме.
Сыснасем вăрманта юр çăвичченех çӳрерĕç йĕкел çисе.
Хĕле кĕрсен аттепе анне вăрмантан вĕсене аран киле хуса таврăннă. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă тет. Йывăç çулçи пухса сарнă тет. Вĕсем вăрмантах хĕл каçма шутланă пулмалла.
Пысăк, самăр, яштака пулчĕç çав сыснасем. Картишĕнче те, хăртланса, сурăхсене хăрататчĕç. Эпĕ пăхрăм та — пĕр сыснин хăлхи татăк.
— Сысна хăлхине мĕн пулнă? — тесе ыйтрăм аттерен.
— Вăрманта унăн хăлхине кашкăр çыртса татса илнĕ, — тет атте.
— Апла пулсан кашкăр епле тытайман вара пирĕн сыснасене? — терĕм эпĕ.
— Вăйлă сыснана кашкăр пĕччен тытаймасть, — терĕ атте.
* * *
Эпĕ чылайччен сысна курăк, тымар, йĕкел çисе епле питĕ чĕрĕлет-ши тесе шухăшласа пурăнтăм.
Эпĕ профессор мар, ăслăлăха нумай вĕренмен; шурă хут çине пăртак хуратса çыркалама, алă пусма çеç пĕлетĕп. Ăна вĕренме те питĕ хĕн пулчĕ. Пĕр уксах учитлĕ пурччĕ, ман кукша пуçа линейкăпа шаккаса юн кăларатчĕ.
— Кукша Тăхти! Пошел на колено! — тесе кăшкăрса вăл мана ачасем умне чĕркуççи çине лартатчĕ.
Шкул ачисем манран питĕ кулатчĕç, мăшкăллатчĕç мана. Сăпанюкпа пĕрлех вĕренеттĕмĕр те — пĕр Сăпанюк çеç вара киле пĕрле таврăннă чух:
— Тăхти, ан хурлан, чăт, — тетчĕ мана.
Сăпанюк мана пĕчĕк чухнех çапла лăплантарман пулсан эпĕ шкулти мăшкăлпа пĕчĕклех вилеттĕмччĕ пуль.
* * *
Эпĕ вуннăра-вуниккĕре чухне пулĕ вăл — пирĕн ватă кĕсре хăла тиха туса пачĕ. Хура кĕсре тихине ĕмĕртсе çу каçрĕ, кĕркунне тем пулчĕ ăна. Тăлăпа тăласа янăскер, çырмарах вилсе выртнă, начарах та марччĕ хăй. Атте лаша пăхма çырмана кайнă, тиха курăк çисе çӳрет тет. Хура кĕсре тăсăлса выртать тет.
Атте кĕсрене тăратса ярас тесе пынă та — кĕсре сывламасть те, тет.
Сăртра çăхан кранклатса ларать тет. Атте кĕсре сăмсине тытса пăхнă та — кĕсри сăмси сивĕнсе кайнă тет.
Атте киле таврăнчĕ те:
— Пирĕн кĕсре вилнĕ, — терĕ.
Анне макăрчĕ.
Тимĕр кĕреçесем илсе çырмана антăмăр та кĕсре çумнех шăтăк чаврăмăр. Хура кĕсрене шăтăка йăвантарса ятăмăр. Çăхансем кранкласа вĕçсе çӳреççĕ. Кĕсре çине тăпра тултартăмăр. Эпĕ тимĕр кĕреçе илтĕм. Атте хăла тихана çавăтрĕ. Киле таврăнтăмăр. Анне, шăллăм, йăмăксем йĕреççĕ.
— Йĕрсе те ним тума та çук ĕнтĕ, ан йĕрĕр, йăхĕ юлнă-ха, тиха пур халĕ, чипер пурăнсан лаша пулĕ, — тет атте.
Пирĕн хура кĕсре ма вилнине пĕлеймерĕмĕр.
* * *
Çав çулла, хăраса, хăла тихана уя пĕччен ямарăмăр. Эпĕ хăла тихана çырмасенче ал вĕççĕн тытса çитереттĕм. Тырă вырнă чух ана çине вĕренлеттĕмĕр. Лайăх пăхнă пирки пирĕн хăла тиха питĕ тӳрленчĕ.
Кĕркунне эпĕ вăрмана кайса çитереттĕм. Хĕле кĕтĕмĕр. Лаша пултăрччĕ тесе, тихана лайăх пăхаттăмăр. Анне вара çăкăр татăкĕсене çисе ямастчĕ, тихана тухса çитеретчĕ. Çапла аван пăха тăркачах пирĕн тиха хĕлле начарлана пуçларĕ. Те вите урайне выртса шăннă вăл. Çуркунне хăла тиха выртсан тăрайми пулчĕ. Хăла тихана витере çĕклесе кăна тăраттăмăр. «Амăшĕ вилнĕ, ку та вилет пуль. Лаша тĕсĕ пĕтет пуль», — тесе кил-йышĕпех кулянатпăр хамăр.
* * *
Пирĕн ялта Пичаваш ятлă ката, вĕтĕ вăрман, пур. Лашасене, ĕнесене пирĕн ялсем çуркунне çавăнта яраççĕ.
Эпир те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тихана, майĕпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр.
Çынсем Пичаваша лаша шăварма, ĕне сума кайнă чух эпĕ те хамăр хăла тихана шăварма каяттăм. Пичаваша каймассерен, шăварнă чух, тихана пăхкалатăп.
Начар, вăрăм йăптăхлă пулин те, пирĕн хăла тиха тӳрлене пуçларĕ. Куçĕсемпе чĕрĕ пăхать, пуçне çӳлерех тытать, хама курсан — ахăлтатса кĕçенет.
— Пирĕн тиха тӳрлене пуçланă, — тесе калап та шăварса таврăнсан, килте пурте хĕпĕртеççĕ.
— Тӳрленĕ-ха, лаша пулĕ-ха, — тет атте.
— Сухапуç туртакан пулсан юрĕччĕ, — тет анне.
— Хăла тихана утланса çӳресчĕ ман, — тет шăллăм.
Пичавашра çав çулне ем-ешĕл курăк ӳсрĕ. Лашасене, ĕнесене çиме апат лайăх пулчĕ.
Пирĕн тиха та йăптăхне тăкрĕ, якалса кайрĕ, тӳрленчĕ. Шăварнă чухне хама çырткалакан пулчĕ. Эпĕ ăна утланкаласа пăхаттăм.
* * *
Пĕрре çапла. Пичаваша лаша шăварма, ĕне сума ачасем, хĕрсем пынă. Сăпанюк та хăйсен хăмăр ĕнине сума пынăччĕ.
Лашасем, ĕнесем каçпа тапăра тухнă. Эпĕ хамăр тихана йĕвен тăхăнтарса утлантăм. Пăртак уттарса çӳрес тенĕччĕ. Эпĕ утлансан тиха ун-кун пăхкаларĕ, пуçне çĕклерĕ, катаналла чупа пачĕ. Пирĕн тиха хыççăн ытти лашасем те чупа пуçларĕç. Шĕшкĕсем хушшипе, шĕшкĕсем айĕн тиха тапăр тавра сиккипе пырать. Вун-вуник лаша хыçалтан тĕрлеттерсе пыраççĕ. Тпру! тпру! тесе йĕвен чĕлпĕрне туртатăп. Тиха ним те чарăнмасть. Шĕшкĕсем хама çăт та çат лекеççĕ.
Шĕшкĕсене лексе ӳкесрен тиха çине пĕшкĕнсе выртрăм. «Стой, стой!» тесе кăшкăрса пыратăп.
Пĕр пысăкрах шĕшкĕ пуçа лекрĕ те тиха çинчен ывтăнса юлтăм. Тиха хыççăн чупакан лашасем ман урлă йăкăлт-якăлт! сиксе каçа-каçа каяççĕ.
Таптаса вĕлереççĕ пуль ĕнтĕ кусем мана тесе куçа хĕссе лаша хырăмĕсене пăхса выртатăп. Çапах лашасем мана пĕри те таптамарĕç.
Ачасем, хĕрсем чупса çитнĕ мана пăхма:
— Тăхти пĕтрĕ пуль! Тăхти вилчĕ пуль! — теççĕ вĕсем.
Çынсем çитнĕ çĕре тăтăм.
— Вилессе вилмен те пит хăрарăм вара, — тетĕп хам.
Пирĕн тиха малтан, ун хыççăн ытти лашсем каллех тапăра тĕпĕртетсе пырса кĕчĕç. Тиха йĕвен чĕлпĕрне таптаса татса пĕтернĕ.
Пах! пах! тесе йыхăрса, тихана тытса, йĕвене тиха пуçĕнчен хывса илтĕм. Хам пуçа алпа тытса пăхрăм та — ман хайхи сысна чĕппинчен ернĕ кĕсен шĕшкĕсене лексе сĕвĕннĕ те юнланнă.
Пуçри юна вĕрене çулçи татса шăла-шăла илетĕп.
Вĕрене тĕмĕ патĕнче эпĕ çапла хăтланса тăнă чух Сăпанюк шурă чĕреспе пычĕ те:
— Эпĕ васкаса ĕне сурăм, акă, Тăхти, ăшă сĕт ĕç пăртак, хăраса чĕрӳ тапать пуль, — тет мана.
Чĕрессине çĕклесе тайăлтарчĕ те Сăпанюк мана ăшă сĕт ĕçтерет. Кăвак куçĕпе хăй ман çине ăшшăн пăхса тăрать çав.
Пирĕн ĕне пулман ун чухне, сĕт те тутлăн туйăнать. Сăпанюк куçĕсем те мана ăшшăн пăхаççĕ.
Хăла тиха ӳсрĕ. Лайăх лаша пулчĕ.
Хам арăма, Сăпанюка та, çав хăла лашапах вăрман урлă куккисем патне кĕлте урапипех пуç сырма лартса кайнăччĕ.
* * *
Унтанпа пайтах вăхăт иртнĕ ĕнтĕ.
Аттепе анне вилни те аван пулать.
Сăпанюкпа иксĕмĕр те ватăлтăмăр. Ачасем ӳсеççĕ, ывăлсем мăшăрланмалла ĕнтĕ, хĕрсем качча каймалла пулаççĕ. Анчах хăла тихапа ула сыснасем çапах аса килеççĕ мана.
Вăл сыснасем, вилес пекех, питĕ начарччĕ. Сыснасене çулла курăк çинче çӳретрĕмĕр, кĕркунне вăрмана йĕкел çине ятăмăр. Пирĕн сыснасем тем пекех чĕрĕлнĕччĕ. Хăла тиха та, ешĕл апатпа вăй илсе, тĕреклĕ лаша пулнăччĕ.
Асаттапе асаннене те пăртак астăватăп эпĕ.
— Курăка тухасчĕ-ха, сертепе пултăран яшки çиме пуçласан, вăй илетпĕр те-ха, — тетчĕç вĕсем.
* * *
Шухăшланă эпĕ, ăнланман çавна, выльăха курăк ма пит усăллине.
Кăçал эпĕ пĕр Л.Г. Штрандт агроном çырнă хута вуларăм. Штрандт чăваш е вырăс хушамачĕ мар, нимĕç хушамачĕ пуль вăл.
Çав агроном çапла калать: «Трумонт, Плимбер профессорсем вĕренсе, сăнаса, выльăх-чĕрлĕхпе этем çиекен апатра витаминсем пуррине пĕлнĕ, — тет. — Çиекен апатсенче белок, çу, углевод тата минераллă япаласем пулсассăн çитет тенĕ ĕлĕк.
Сăмахран каласан, çăмарта шуррине пĕтĕмпе «белок» теме юрать. Сахăр — углевод. Апатра, çимĕçре тимĕр, кӳкĕрт, фосфор, азот, известь минералсем пулаççĕ.
Çав профессорсем кăтартнă тăрăх апатра тата витаминсем пулмалла. Витаминсем выльăха е çынна сывлăхлă пурăнма, ӳсме пулăшаççĕ.
Китайпа Японре рис кăна çисе пурăнакан çынсем нумай. Риса чылайччен хупписĕр çисессĕн вĕсем чирлеççĕ. Вăл чире «бери-бери» теççĕ. Риса хуппипех çисессĕн вĕсем каллех сывалаççĕ. Çапла сывални рис хуппинче витаминсем пуррине кăтартать вăл. Витаминсем сĕтре, çăмартара, пăрçа-ясмăкра, люцернăра, клеверте, купăстара, çĕрулмире (паранкăра), тымар çимĕçсенче пулаççĕ, — тет.
Пĕçерсен, типĕтсен хăш-хăш апатра витаминсем çухалаççĕ. Çавăнпа выльăха чĕрĕ, ешĕл апат пани питĕ усăллă», — тесе çырать Штрандт.
* * *
Çав Штрандт агроном каланисене вуласан тин ăнлантăм вара: ĕлĕк пирĕн ула сысна чĕпписем хăрăк апатпа вилес патне çитнĕ-мĕн, курăка тухсан, йĕкел çисен, ку апатсенче витаминсем пур пирки, пирĕн сыснасем чĕрĕлнĕ, ӳснĕ, питĕ тӳрленнĕ. Хăла тиха та, витаминсăр апатпа пурăнсах, чуть çеç вилеймен-мĕн.
Леш Пичаваш картинче — уçă çĕрте çӳресе, ешĕл курăк çисе, ку апатра витаминсем те пуртан, хăла тиха тӳрленчĕ, ӳсрĕ, лаша пулчĕ.
Хăш чухне, пурнăç çинчен шухăшласа ларнă чухне, хам кукша пуçа шăлса пăхатăп та: «Эх, Тăхти! Кукша пуç Тăхти! Витаминсем çинчен пĕлмен-çке эсĕ. Витаминсем çинчен ĕлĕкех пĕлнĕ пулсан, витаминсем çинчен атте-анне те чухланă пулсан, Тăхти пуçĕ те кукша пулас çукчĕ-мĕн», — тесе каллех хам кукша пуçа ерипе шăлса илетĕп вара ывăç тупанĕпе.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...