Мĕн ку? — Япала ку
Вунă çула çитнĕ ача пур ман. Ывăл ача. Ваçук ятлă.
Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ.
Ман ывăл ачан çӳçĕ сарă, хам çӳç пек: эп хам та сарă çӳçлĕ çын та.
Ман ача пит-куçĕ, тути-çăварĕ хам арăм пит-куçĕ пек, пит кăмăллă, ăшă кăмăллă.
— Эс, аçу пекех, сар çӳçлĕ, — тесе ман арăм ывăл ачана ялан ăшшăн пăхать.
— Амăш пекех илемлĕ, ăшă пит-куçлă, — тесе хам та ывăл ачана савăнса пăхатăп.
«Ман ывăл ăслă пулĕ-ха», — тесе шухăшлатăп вара хам ăшра.
Тепле пулать ĕнтĕ — ӳсе киле паллă пулĕ.
— Лаша пуласси — тихаран паллă, çын пуласси — ачаран паллă, — тетчĕ вара пирĕн асатте.
Унтан шухăшласан ман ывăл та, ӳссе çитсен, хамăра намăс тăвас пек мар та.
Арăмпа иксĕмĕр хамăра хамăр ытла пӳтсĕр çын вырăнне хумастпăр эпир.
* * *
Ик-виç çул ĕнтĕ ман ывăл ача хут вĕренме шкула каять. Те учитлĕ, Мĕтри Петрович, пит лайăхран, та шкул йĕрки халь пит лайăх вара — пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать; картинсем тума вĕренсе кайнă: мишавай пек ял планĕсем тăвать. Майлă мар, хамран та йăсă çырать, чăр-чар кукăрткаласа хут çине хăй аллине пусать вара.
— Атте, пăх, эпĕ епле ал пусма вĕрентĕм, — тет вара мана.
— Кун пек ал пусни юрать те, çапах уçăрах, этем вуламаллах çырма тăрăш, ачам, — тетĕп вара эпĕ хам ачана.
Эпир ĕлĕк ретлĕ вĕренмен. Хут вĕренме питĕ хĕнччĕ. Лекнĕ, пурте лекнĕ пире.
Аптраса, ним тăвайман енне:
Аз-буки арманта,
Веди-глаголь вăрманта.
Иже-веди титлă,
Иван пуçĕ пыйтлă,
Аз-букине пĕлетне,
Пĕр чĕл çăкăр çиетне? — тесе шкултан урама тухсан урам тăрăх кĕрлесе чупаттăмăр эпир ĕлĕк.
Çавăнпа та-и, тен, хут вĕреннĕ çын ухмах пулать тенĕ авалхи чăвашсем.
* * *
Пирĕн Ваçук пĕркун, каçпа, шкултан таврăнчĕ. Тĕттĕм те пулнă та, вăл таврăнсан, краççын çутса апат çирĕмĕр.
Ваçук шкултан тĕркесе çыхнă хут илсе килнĕ.
Апат çисен, чашăк-тирĕке пуçтарсан, Ваçук çав хута салатрĕ. Вулама пуçларĕ. Эп итлесе ларап.
«— Пирĕн шкул çурчĕ аван, лайăх. Çапах вăрман пур чухне шкул валли пысăк, аслă çурт лартасчĕ, шкул тавра пахча тытасчĕ.
— Пирĕн яла, кашни урама икшер ĕрет, Тептей ялĕнчи пек, йывăç лартса тухмалла. Йывăç лартсан вут-кăвартан аван. Çĕнĕ Пуянкассинче йывăç нумай пулнă пулсан хĕрĕх килех ăшша каяс çукчĕ.
— Пушарпа шар курнă халăха пирĕн ялсен те пулăшма май тупас пулать.
— Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе выраççĕ. Апла ан пултăр тесен сапаланчăк анасене пĕр çĕре пухса пысăклатмалла. Кашкăр Мĕтри те çын йăранĕ урлă сиксе каçаймĕ вара.
— Ирхине çăл кутне шыв ăсма арăмсем нумай пухăнаççĕ. Кам малтан çитнĕ пĕр-пĕрин хыççăн шыв ăсма черетлĕ тăрас пулать. Шыв ăсма черетлĕ тăмасан Шампа Çитăр матки, черете пăхмасăр чăрсăрланса, çынтан малтан шыв ăсса каять. Хальхи саманара Шампа Çитăр таврашне ĕрете кӳртме, çынпа пĕр танах тума май çук-ши вара?
— Чĕмсĕр Ĕхвин ывăлĕ Йăваш Антун сысни чĕппине ал туйипе персе вĕлернĕ. Йăваш Антуна сысна чĕппи кам илсе парĕ апла?
— Кăçал эпир икĕ кĕпер, пĕр çăл юсарăмăр, çитес çул тарăн çырма урлă каçма кĕпер хывас пулать пирĕн. Унсăрăн кĕлте кӳме çул — тавра, инçе.
— Пирĕн ял председателĕ пĕр кун пухура Смирнов Михалине сĕтеле чыша-чыша вăрçать. Михаля хăранипе ним те чĕнеймест.
— Председателĕн сысни те, хура сысна, кăçал ыраш пуссинче çӳресе чĕрĕлчĕ те халь урам тăрăх шăртне тăратса, хаяррăн çухăрса çӳрет. Пулать çав тĕнчере чаплă хура сысна.
— Пуп тусĕ, Куштан Микул, ӳсĕрпе шкула кĕрсе пĕр кун учитлĕрен эрех ыйтнă. Учитлĕ эрех ĕçтермен те Куштан Микул учитле вăрçса хăварнă. Апла хăтлансан пирĕн ялта лайăх учитлĕсем пурăнаймĕç. Кам чармалла-ши çав Куштан Микул пеккисене, пуп тусĕсене?
— Кармăшран çĕрле виçĕ лаша вăрласа кайнă. Пирĕн ялти Яхрав Якурĕ ирхине, кăвак çутăпа, çырма тăрăх таврăннă. Вăл ăçтан таврăннă-ши? Çавна йĕрлесе пăхма пирĕн яла милици килсен аванччĕ.
— Çак сăмахсене пирĕн ял Совечĕ питĕ лайăх астумалла, ял пурнăçне лайăхлатма хытă тăрăшмалла», — тесе вулать пирĕн Ваçук.
— Кĕнеке тесен, кĕнеке мар ку; мĕнле япала вара ку? — терĕм эпĕ Ваçука.
— Ку япала — эпир шкулта кăларакан стена хаçачĕ, ун çине картинсем ӳкермелле ман, — терĕ Ваçук, ман ывăл, вунă çула çитнĕскер.
— Ак тамаша! Ку питĕ кирлĕ, вырăнлă япала-çке, — терĕм эпĕ.
Çапла, хальхи саманара шкулсем те, ыттисем те нумай юсаннă. Эпир çак самана тухиччен: «Аз-буки арманта, веди-глаголь вăрманта…» — тенĕ.
Хамăр та вăрманта, сĕм вăрманта пурăнса ирттернĕ.
Стена хаçатне кăна илĕр. Ун пек япала халиччен тĕнче халăхĕ курман, илтмен.
Хаклă япала мар вăл, йӳнĕ япала. Стена хаçачĕ кăларма кашни ялăн вăй çитет.
Халь те вĕсем темĕн чухлех тухаççĕ, пысăк, калама çук хаклă усă кӳреççĕ.
Стена хаçатне йĕркелекенсем, стена хаçачĕ çине çыракансем ку ĕçе тĕплĕн туса тăрсан, хаçата лайăх çырсан халăха, ял пурнăçне питĕ пысăк усă тăваççĕ.
Парижра, Лондонра, Нью-Йоркра, Берлинра вуншар, çирĕмшер хутлă çуртсенче, темиçе миллионшар тенкĕ пĕтерсе хаçатсем кăлараççĕ.
Капиталистсем вăл хаçатсемпе ĕç халăхне тата ытларах пусмăрлаççĕ, сăнчăрлаççĕ.
Ĕлĕкхи йĕрке — «веди-глаголь — вăрманта» вăл, вăл вăрмантах путланнă, пĕтнĕ. Çĕнĕ самана йĕркипе туха пуçланă стена хаçачĕсем халĕ — ăшă хĕвел ăшшинче, хальхи самана ăшшипе ĕç халăхне çутă пурнăç çутине кăлараççĕ, ирсĕрлĕхсемпе кĕрешеççĕ, йĕркесĕрлĕхсене пĕтереççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...