Тухатмăш
Кавриле пичи каласа кăтартни
Пĕрре, вăл ĕлĕкех пулать ĕнтĕ, эпĕр виçĕ çамрăк ача -Митри, Ванюк /иккĕш те салтакран килнĕ анчах, эпĕ хам та маттур/ калăм каç, пĕр шут тытса, тухрăмăр тухатмăш шырама. Малтанах мунчасенче шырарăмăр. Çук, шуйттан çитĕр пуçна, пĕр калăм ватти те тупаймарăмăр. Кайрăмăр масар çине. Ун чух пирĕн икĕ масарччĕ: пĕри - тĕне кĕнĕ чăвашсен, тепри - тĕне кĕмен чăвашсен. Унта та çук. Уттартăмăр Емел масарĕ çине. Пĕр пилĕк-ултă çухрăм ытла каймалла. Каллех пĕр тухатмăш та çук. Киле пĕр тухатмăш та пулин тытмасăр каяс мар тесе тепĕр вун çухрăма, Вăтăр Юман киремечĕ /ял ячĕ/ масарĕ çине яра патăмăр. Каллех пĕр тухатмăш йĕрĕ те çук.
Тарăхса çитсе çутăласпа киле аран çитрĕмĕр. Ĕнтĕ нихçан та тухатмăш тытма каяс çук тетпĕр.
Пĕр ик-виç çултан çав калăм каçах Элентей мучи патĕнче çур çĕрчченех лара патăм. Çĕр тĕттĕм - куçна йĕп чик... Хамăн пăртак шикленес шухăш та пур.
Урам урлă каçас тесе утаттăмччĕ. Ах тур!.. Умра шурă курăнсах кайрĕ. Пăхатăл: хур. Ка-ка-ка-ка-ка! тет.
Чун çурăлсах кайрĕ. Пăхатăп — Утякин арăмĕн пӳрчĕ умĕнчех тăратăп. Утякин арăмне ялĕпех тухатмăш тетчĕç. Тата унăн качча кайман пĕр 30-35 çулти хĕрĕ пурччĕ. Кăна та тухатмăш тетчĕç.
— Ку ним те мар, тухатмăшах, — терĕм хам ăшра.
Хайхи хур мана сисрĕ те ман патах пырать. Ка-ка-ка! тет. Умах çитрĕ. Кĕреçене тăк-тăк-тăк сăхать сăмсипе.
Мĕн пулать килет, кĕреçене сулахай енчен тытрăм та /ваттисем унашкал çĕрте сулахайран çапма хушаççĕ/ кĕреçе çивĕчĕшпе лайăхрах шарт! тутартăм.
Хурĕ те, кĕреçи те, тухатмăшĕ те таçта — çук. Куçа хупсах киле тепле çитсе выртнă. Хăранипе тепле чĕре çурăлман.
Ирпе ирех, хĕвел тухсан тăтăм та çав Утякин арăмĕ еннелле уттартăм. Ĕнерхи ĕç пуçран тухмасть. Ку хăшĕ пулнă-ши тетĕп - амăшĕ-ши, хĕрĕ-ши?.. Патнерех çитетĕп... "Ах тур, тур, тур!.. Пĕтрĕ, пĕтрĕ!" - тесе макăрнă сасă илтĕнет. Чăнах та ку хур тухатмăшах пулнă-иç, тетĕп.
Чĕтресех Утякин пуртне кĕретĕп /пит хăранă çав/. Пăхатăп: пуртре урай варринче пĕр япала тăсăлса выртать... Хур пулнă. Пуçĕ те татăлсах кайнă...
— Мĕн пулчĕ-ха, кинемей? — тетĕп.
— Ара ĕнер çăмарта пусса ларакан хура такам, кĕреçепе пуçне касса, вĕлернĕ, — тет. — Кĕреçи те ак кунтах. 15 çăмарта айне лартнăччĕ.
Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç, тесе йĕре пачĕ.
Çапла, тухатмăш вырăнне хур пулнă. Халĕ ĕнтĕ: "Тухатмăш çук та пулĕ вăл", — тетĕп.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...