Çăпата...


Курасси килет курманăн...

Пытармастăп, тупата,

Иртнĕ асап пек çеç манăн

Асра юлнă çăпата.

 

Кулăшла та, пурнăç майĕн

Халь вăл хаклă сувенир.

Пилĕк тенкĕ! Хаклама-и?

Намăсланăрччĕ эсир.

 

Пилĕк тенкĕ... Ман асапăн

Хакĕ ӳснĕ-çке апла.

Маншăн пултăр - пĕр пуса пар —

Тытас çук ăна алла.

 

Иртнинчен çеç кулас марччĕ.

Нуши пулнă-çке ун чух.

Çăпата çеç пĕр пасарччĕ,

Ним сутма-илме те çук.

 

Именмен ун чух, хаклашнă.

Чăттăр тенĕ нумайрах.

Унпала хĕлле кĕрт ашнă,

Тырă вырнă шăрăхра.

 

Вăрман ен чăвашĕ ăшă

Кăмака çинче ларман.

Тепĕр пасарччен вун мăшăр

Хуçса хунă сахалтан.

 

Ал тупанĕ хăпаратчĕ

Шĕшлĕпе хире-хире.

Пуç йăтми тăрмашмаллаччĕ —

Вăйă тивĕçмен пире.

 

Сивĕ-шăрăха пăхмасăр

Утмаллаччĕ пасара.

Ят тиветчĕ сутаймасăр

Каялла килсен вара.

 

Çăпата тесессĕн манăн

Чунăм çӳçенсе илет.

Курасси килет курманăн,

Манăн ылханас килет.

 

Пилĕк тенкĕ! Хаклашма-и?

Кулса пĕтĕç тусусем...

Тупма çук-шим пурнăç майĕн

Сумлăрах сувенирсем?

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2015-12-04 17:36:07):

Сăвă йĕркисем чуна пырса тивеççĕ.

Шухăшĕ: вăйлă

 

Agabazar (2016-05-28 18:54:27):

<<Спонсор ӳкçи те — халăх укçиех>> © Денис Гордеев афоризмĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: