Юратуçăм-юрату...


Эсĕ çумра çук чухне

Питĕ йывăр-çке чуна.

Ăшăм вăркать ман, çунать

Эсĕ çумра çук чухне.

 

Улăхри чечексене

Эп татап пĕр саншăнах.

Эп çыхап пуçкăшăльне,

Парнелесшен, саншăнах.

 

Утă çулма эп тухап

Санпала пуласшăнах.

Паккуссене тавăрап

Юнашар тăрасшанах.

 

Юратуçăм-юрату,

Чуна меншĕн çунтарать?

Çук-тăр туслăхпа тату?

Килĕшӳ çук, — çунтарать.

 

Юрату çак тĕнчĕре

Вăй парать, пĕрлештерет.

Çавăнпах кил-тĕрĕшре

Сăпка кĕвĕллĕн сикет.

 

Арăм çумра пур чухне

Питĕ çăмал-çке чуна.

Ман чĕреçĕм савăнать

Арăм çумра пур чухне.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


igv60 (2010-03-25 11:26:04):

Утă çулма эп тухап

 

Санпала пуласшăнах. Ахаль чухне еслемелле мар-и вара?

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2010-03-27 17:03:03):

Ман шутпа Георгий Ефимов юратун вăйне кăтартнă — «утă çулас вырăнне сан пата пыратăп» темен-иç! Харкамçă ĕçре те хăйĕн юратăвне манмасть!

Чăваш халăх поэтне унашкалах тиркени вырăнсăр пулĕ?

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: