Ырă ир
Чечек пек илемлĕ ирхи хĕвелтухăç,
Хаваслăн та уççăн сывлать сĕм вăрман.
Хирте тăрисем ав çӳлтен çӳле ухрĕç,
Каçхи шăпчăксем те çаплах çывăрман.
Вăранчĕ хĕвел — йăвашшăн çутатрĕ,
Лаштра йывăçсен хушшипе çĕкленсе.
Ахахăн-мерченĕн çунса ялтăртатрĕç
Çĕрле сывлăмланнă тыр-пул уйĕсем.
Ял халăхĕ тăчĕ, кĕтӳ хăвалаççĕ,
Яшка пĕçереççĕ чипер инкесем.
Апат çиме тăрăр, — тесе вăратаççĕ,
Анчах тăрасах та килмест çамрăксен.
Ачашшăн пăхса йăл кулать сар хĕвелĕ,
Хĕрӳллĕ ĕçе тытăнаççĕ çынсем.
Таçта янăрарĕ çĕн юрă телейлĕн
Хĕвел хыр тăрне хăпарса çитнĕçем.
Улюна (2010-04-09 18:08:35):
Тахсанах кун пек хитре сава вуламанчче... Таса ачалаха илсе каякан хайлав...Аллитераци-ассонанс,рифма-ритм пурте чан чавашла.Семен Петтин саввисене университетра вереннеренпе те асархаманчче пичетре.
Витя (2010-04-09 19:23:35):
Петĕр, сăввусене нумаях пулмасть"Хыпарта" та курнăччĕ.Чăнах та,нумайранпа вуламанччĕ эс çырнисене.Пуçĕпех писрĕ-ши поэзирен?- тесе те шутланăччĕ.Апла мар иккен.Сăввусем унчченхиллех янăраççĕ: уçă,таса,çутă.
Admin (2010-04-10 00:29:00):
Ку сăвăсене «Хыпартан» илсе. Тата тупсан — кĕртетпĕр