Чипер Альтюк!
Ырă кăмăлпа пысăк салам яратăп Сире!
Кам-ши ку çын, мана çыру çыраканскер тесе, пит шухăшласа хăвăра хăвăр ытла ан чăрмантарăр-ха.
Сире, сирĕн ăс-хака, эпĕ лайăх пĕлсе çитмесĕр ман çинчен пурне те пĕлес çук эсĕр. Сăнаса çитерсен тин хам çинчен эп Сире ытларах пĕлтерĕп.
Ман ята епле пĕлнĕ-ши, адреса манне камран пĕлнĕ-ши ку çын, мĕн шухăшпа çыру ярать-ши-ха ку ман пата тесе Эсĕр шухăшлани юрать-ха та вăл, паха.
Тепĕр çырура эп Сире ытларах сăмахласа кăтартăп-ха вăл-ку çинчен.
Йăнăшпа килсе лекнĕ пуль ку çыру ман алла тесе те ан шутлăр.
Ырă кăмăллă, чипер Альтюк! Ан ятлăр-ха та — ман çыру сана, урăх никама та мар.
Сан сăн-пуçа питĕ лайăх паллатăп эпĕ. Сан икĕ çивĕт, хура çӳç, çивĕт вĕçĕ лăска, кăтрарах. Тутăр, шурă тутăр, майралла çыхса çӳретĕн эсĕ. Пит-куç çап-çутă сан, пит таса сăнлă эс, куç харши хура, куçу кăвак, ăшă кăмăллă сăн-сăпат. Сан аялти тута хĕрринче, сылтăм енче, кантăр вăрри пĕрчи пек паллă шатра пекки пур. Пĕв-си пит илемлĕ, çыпăçуллă, тăпăл-тăпăл, пĕр çаврака пĕв-си сан, тута-çăвар тăп-тăп — пит хитре, таса, тирпейлĕ çи-пуç сан яланах. Чухпа каласан пĕр вун çиччĕ тултарса вун сакăр çула пуснă темелле сан çинчен. Кам вара вăл çак тери хĕр ача? Эсĕ, чипер Альтюк. Чăн эсĕ. Ман çыру та сана, сана кăна.
Кăвак кăвакарчăн пулăттăм. Вăр-вар вĕçсе анса хам çырăва сан шур аллуна тӳрех тыттарăттăм. Юрĕ-ха вăл, хам çунатлă мар пулсан та пирĕн шухăш çунатлă. Çапла, ырă кăмăллă Альтюк! Çапла.
* * *
Пирĕн хыçри вăрманта юман, çăка, вĕрене, ытти йывăç, шĕшкĕ, палан. Çăллă, шывлă çырмасем пирĕн вăрманта, сулхăнта.
Шăнкăл-шăнкăл шыв юхать тăм çинчен, шыври вĕт чулсене йăвантаркаласа. Эл шывĕ тапранать вăл çырмаран.
Хĕвеле питĕн пĕр айлăм пур вăл вăрманта. Йĕри-тавра вĕрене, çăкалăх. Айлăмра уçланкă, чечеклĕх, çырма тăрăх шур хăва. Альтюк! Эл тăрри ку вырăнта, утар тума пит лайăх. Хурт илес, утар тăвас, пыл пултăр. Пыл илес, пыл çиес, Альтюк!
* * *
Çавăнтан Эл шывĕ пуçланать те Пăла шывне тухать. Пăла Сĕвепе хутшăнать. Сĕве Атăла тухать. Атăл тинĕсе çитсе кĕрет, Каспие.
* * *
Атăла тутарла Итил теççĕ, вырăсла — Волга.
* * *
Атăла Мускав шывне кĕртме, Атăла Мускав хули витĕр юхтарма Атăл — Мускав тенĕ канала чавтарать халь Совет правительстви. Ку тĕлĕнмелле чаплă ĕçе вăтăр çиччĕмĕш çулта туса пĕтереççĕ. Пысăк вăйлă пăрахутсем вара Мускав витĕр çӳреççĕ, тăвалла каяççĕ, анаталла анаççĕ. Анатра тата, Атăл-Дон канал чавса Атăлпа Дон шывне пĕрлештермелле. Пирĕн Совет правительстви Шурă тинĕсе Балти тинĕсĕпе пĕрлештернĕ канал чавтарса. Тĕнчере урăх никамăн та çук çав тери чаплă, пирĕнни пек тĕлĕнмелле, калама çук пысăк ĕç, тем тери хаклă, паха япала — коммунистсен искусстви, науки, техники.
Каналпа Шурă тинĕсрен Балти тинĕсне, унтан Атăл-Мускав каналпа, Атăл тăрăх Каспие Шупашкар, Куславкка патĕнченех пăрахутпа иртсе каять вара. Атăлтан Дон тăрăх Дон шывне, унтан Азова, Хура тинĕсе тухать. Темĕн чул пысăк шывсем пĕрлешеççĕ, тарăнланаççĕ шлюзсем, пĕвесем тунипе. Вăйлă, пысăк пăрахутсем, шхунсем патшалăх хуçалăхĕн таварĕсене, япалисене тиесе, унта-кунта килен-каян çынсене лартса, темиçе тинĕсе пĕрлештерекен шывпа çӳреççĕ вара вĕсем.
* * *
Альтюк! Эл шывĕ пуçланакан вырăна, айлăма, утар тăвасах.
Вăрманта, ытти çĕрте утар сахал мар та-ха вăл Чăваш Республикинче — колхозсенче, совхозсенче. Пирĕн аслă, чаплă Совет Союзĕнче: Кавказ, Украина, Çĕпĕр, Алтай, Амур, Приморск облаçĕ таврашĕнче — колхозсем, колхозниксем, совхозсем хурт нумай усраççĕ, тем чул пыл илеççĕ, сутаççĕ, укçа тăваççĕ. Çителĕклĕ пурнăç тума хурт усрани те питĕ пулăшать.
* * *
Утар тăватпăр, Альтюк! Пыл пулать пирĕн те. Эс пыл юрататна, Альтюк? Караслă пыл, сăсар тутанман пыл, тин илнĕ пыл пит тутлă, сиплĕ пулас та вăл, Альтюк, эс пыл юрататна?
* * *
Мухтаса туса мар, Альтюк! Шута илме кăна, паллă пултăр тесе çех, кăçал хам ĕçленĕ ĕç çинчен ман çапла çырни пур, хамăр колхозра ĕçлесе илнине паллă туни ĕнтĕ вăл.
Мĕн-мĕн, мĕн чул тивмеллине çырса пынă та эп ăна, ас тумалăх кăна çырнă пек:
1. Ыраш — 52 пăт;
2. Сĕлĕ — 41 пăт;
3. Тулă — 26 пăт;
4. Пăрçа — 18 пăт;
5. Ясмăк — 16 пăт;
6. Паранкă — 190 пăт;
7. Купăста — 62 пăт;
8. Чĕкĕнтĕр — 39 пăт;
9. Кишĕр — 17 пăт;
10. Çарăк — 4 пăт;
11. Хăяр — 6 пăт;
12. Помидор — 8 пăт;
13. Сухан — 3 пăт;
14. Панулми — 14 пăт;
15. Кавăн — 19 пăт;
16. Йĕтĕн вăрри — 6 кĕр.;
17. Кантăр вăрри — 1 кĕр.;
18. Сӳс пурĕ — 2 пăт;
19. Укçа халлĕн — 45 тенкĕ.
Кусене эпĕ, Альтюк, ниçта вырнаçтарма çук пирки хăшне илнĕ, хăшĕ колхоз склачĕсенчех тăрать. Тыр-пулне авăртмалăх кăна иле-иле пынă.
Икĕ сысна пур та шултăра йышши. Хытă пăхатăп вĕсене. Паранкă, чĕкĕнтĕр, кишĕрсене лайăх вырнаçтараççĕ вĕсем, тыр-пул та тиркемеççĕ. Хăйсем те паркаланаççĕ, пит ӳсеççĕ. Куç савăнать вĕсене пăхса, кăмăл хĕпĕртет вара.
Колхозра, килте епле-епле ĕçлесе ăнтарса, шанчăклă туса пыни çинчен тепĕр çырура каласа парăп-ха сана, Альтюк!
* * *
Унта-кунта çӳреме, утар илсен, утара кая-кая килме велосипед кирлĕ пулать-ха. Тĕнче, патшалăхсем, пурнăç хыпарĕсене пĕлсе тăма, музыка итлеме радио лартас тесе шухăшлап. Кил-çурт таврашне юсама шухăш пур. Туалет хатĕрĕсем кирлĕ. Вĕллесем, хурт илмелле. Тум-тир, çи-пуçлăх илмеллисем пур. Çаксене туянма пăртак укçа пухса пыратăп. Хама кирлĕ маррине, ытлашшине, тыр-пул таврашне, Альтюк, колхоз пасарне кайса сутас тетĕп. Перекет кассинче тыткаламалăх пухăнса пырать-ха ман укçа.
Альтюк, май килсен, халех мар та-ха, малашне çыру яр мана, — пĕлтер хăвăн кăмăлна, именсе ан тăр. Сан ĕç кунĕсем епле, ĕç тухăçĕ мĕнле пырать? Сирĕн колхозра утар аван-и? Пыл миçе тонна илнĕ эсир? Миçе пин тенкĕлĕх пыл сутнă? Хурт усрас ĕçе малтан эпĕ хам вăйпа, хам тапратса ярас тетĕп. Йышлантарса çитерсен, хама пăртак хăварса, ыттине вара хурта хамăр колхоза сутас шухăш пур. Пĕтĕм колхоз хуртлă-пыллă пулса кайтăр.
* * *
Ан ятла-ха ĕнтĕ, Альтюк. Эп сана ку çырупа чăрмантартăм чылаях. Сывă пул. Ырă кăмăлтан, пĕтĕм чĕререн ырă сунса, пысăк салам яратăп сана.
Пыл пек тутлă салам сана тесе калассăм килет те. Ан ятласам, ятласан та, ан çилленсемччĕ. Сывă пул-ха, Альтюк!
P. S. Альтюк, çапла калас пуль: пирĕн хурт-хăмăр ĕрчетĕр, тухăçлă та ăнăçлă пулса пытăр колхоз ĕçĕ, пирĕн ĕç, пурнăç пуйса пытăр, укçа-тенкĕ йышлантăр — пĕртен пине, пинрен мĕльюна çиттĕр.
Пирĕн те пыл пулать. Пысăк утар пулать Эл шывĕ пуçламăшĕнче.
Сан сăн-пуç пек, сан сăн-сăпат пек хитре пулаймарĕ те ĕнтĕ ман сăмах-юмах, сан пек хĕр ача халиччен курман та-ха эпĕ.
Сывă пулсам-ха ĕнтĕ, Альтюк!
Сана ырă сунса хисеплекен Тăхти И.
Ноябрĕн 20-мĕшĕ, 1935 ç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...