Çĕнтерӳ кунĕ


Çĕнтертĕмĕр!.. Асран каймасть паян та:

Тăшман çĕршывĕ. Пĕчĕкçĕ хула.

Çу ирĕ лĕп. Таçта йĕрет шаланкă.

Вут-çулăм ĕнтнĕ сад ула-чăла.

 

Тинех перет салтак пĕр тĕллемесĕр...

Кĕрлет салют. Вĕç, пульă, тӳпене!

Çĕклентĕр-и çапла, чăрмав пĕлмесĕр,

Хастар салтак телейĕ малашне.

 

Янрать салтак салючĕ хула çийĕн.

Хаваслăх, ĕмĕт, шăнчăк чĕрере.

Йӳç тĕтĕм витĕр ыр чечек шăршийĕ

Илсе килет çил вăш! вĕре-вĕре.

 

Каллех салют: таçта ухлатрĕ тупă.

Вут сапрĕ автомат çумра кăна.

Çемьешĕн!.. Чунăмсем, сире эп тупăп! —

Тесе, сержант ак ыталать мана.

 

Пăт-пăт тумлать вĕри куççулĕ унăн,

Чулланнă чунĕ çемçелет, сисеп.

Чĕри тапать пĕр савăклăн, пĕр хурлăн,

Пин шухăш-туйăм капланать килсе.

 

Çулсемĕр пирĕн вăрăм, йывăр пулчĕç.

Кĕлленчĕ ял-хула, юнланчĕ хир.

Хыçра пин-пин тăван масарĕ юлчĕ,

Майданĕк умĕн иртрĕмĕр эпир...

 

Ман хамăн та куçсем хуллен шывланчĕç.

Хаяр кунсем-çке иртрĕç асăмра,

Тăватă çул çĕршывам кĕтрĕ, шанчĕ —

Çитрех çак кун! Сыв юлтăмăр вутра!

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: