Салтак
Госпитале мана хураççĕ.
Кăшт вăй илсессĕн, эрнерен
Эп куртăм: ман çине хура çын
Салхуллăн пăхрĕ тĕкĕртен.
Сухал шăтман янахĕ вăрăм,
Сăн-пичĕ шухăшлă, ырхан.
Эх, вăрçă-вăрçă — путсĕр вăрă —
Куçра пĕр хĕм те хăварман.
Таканлă йывăр атăпа
Тустарнă ĕмĕт кăварне.
Тан шывĕ пек куççуль тапать
Хаваслă кулă вырăнне.
Сывалнисем ир тăрсанах
Пакун çĕлеççĕ, шав та кулă.
Полка çитмелĕх, виçĕ кунлăх,
Пайларĕ çăкăр старшина.
Юлатăп халĕ те, ыран та.
Пăшал тытаймăп ӳлĕмрен.
...Сестра çывратрĕ, хам вăрантăм
Ирпе эп тепĕр пӳлĕмре.
Кунта шăпланнă темшĕн пурте,
Выртаççĕ хускалми, тăпах.
Апат тесен, пăхаççĕ тӳртĕн,
Ыйтаççĕ шыв, хаяр табак,
Мана çак шăплăх шиклентерчĕ.
Сасартăк туйăнчĕ темме
Çĕршывăн пур инкекĕ-терчĕ.
Капланнă пек пĕр пӳлĕме.
Кунта мăн хуйхă каснă алăк,
Туллин валеçнĕ хура-шур:
Хăрах ура, пĕр мăшăр алă
Ик-виç çынна...
Тата мĕн пур?
Ăнлантăм эп: пур пек хаш сывлăш
Тухас пулсан пĕр кăкăртан,
Çĕр çухрăм çӳллĕш,
Тинĕс анлăш
Ылхан хускатĕ çил-тăман.
Хаяррăн явăнĕ çак тăвăл
Тăшман йăви кĕллениччен.
Ĕмĕрлĕхе тип-шар пулса вăл
Алхасĕ унăн килĕнче.
Кунта ăнлантăм эп
Курсассăн:
Чунсем йӳçмеççĕ вĕчĕре.
Суран сурсассăн та — пĕр сассăр,
Чĕнмест — чиксессĕн те чĕре.
Кунта хăрмасть кун-çул тымарĕ,
Ярать вăл чăтăм сĕткенне.
Раççей сăнарĕ панă мар-и
Ман туссене хăй тӳсĕмне.
Шăпах палатă.
...Инçетре
Вутра аманнă çĕр чĕтрет,
Тăван çĕр чĕннине илтсе-ши,
Хĕрӳ иптеш, Сергач ачи,
Тĕлĕкĕнче ыйтса илесшĕн
Командиртан сапер хаччи.
Тăван çĕр йыхравне кĕтсе-мĕн
Ĕмĕтленет ман вырăс тусăм,
Шур кăлкана тӳнтернĕçемĕн
Вăл Алтайра уçать çĕн пусă.
Çумри вулавçă-çамрăка
Мăн Атăла пӳлме пӳрмен-и?
Хумханĕ тинĕс сарлака,
Çуталĕ пурнăç çĕн керменĕ.
Тен, çак юлташăм, хут çине
Темле йĕрсем хываканни,
Салам калать Марс хуçине,
Пулать ун пирвайхи хăни?
Е урăххи?
Кирек кам пултăр,
Пурин те ĕмĕт пур пуçра.
Хăр вилĕме çĕнтернĕ паттăр
Çулран çухалмĕ пурнăçра.
Теприн халь шутсăр йывăр чирĕ.
Сывалĕ, тăрĕ ĕç умне.
Чăлах пулин те, тытĕ çирĕп,
Вĕçертмĕ хăйĕн телейне.
Анлантăм эп:
Кун-çулăм сывă,
Кулать умри çут тĕкĕрле.
Салтак шăпи — çĕршыв шăпи вăл.
Ялан вăл халăхпа пĕрле.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...