Камсем эпир...
— Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнă,
Мĕнле атте ура çине тăратнă,
Мĕнле ăспа та хапăлпа эпир
Чăваш çĕрне таса чунпа юратнă?
— Таçта-таçта тĕп кĕнекемĕр пур.
Несĕл ятне унта лартса хăварнă.
Йĕркисене чултан касса кăларнă,
Пулнах иккен тăн паракан маттур!
— Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?
Ăçти тусан пирĕн ӳте хуратнă,
Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă,
Мĕнле çилпе те хĕвелпе эпир
Кăлкан çилхи пек кăмăла вылятнă?
— Çухалнă кĕнекемĕр халь те çук.
Таçта çĕтсе çӳрет хуçасăр-килсĕр
Е пăнтăхса выртать вăл тĕлсĕр-пилсĕр —
Çавна тупса вуламалла кучух!
— Камсем эпир, мĕнле йышран эпир?
Хăш халăхсем пире тăван пек картнă,
Хăш тăвансен ретне пĕр танлăн лартнă?
— ...Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,
Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.
1970, авăн, 1
Слакпуç, Пушкăртстан.
izachak1938 (2016-03-24 10:34:48):
Мы кто? Чье племя представляем мы?
Какая мать с любовью нас рожала?
Какой отец взрастил и поддержал нас?
С каких далеких лет душою мы
К Земле любовью крепкой воспылали?
- Есть где-то Книга главная чуваш,
Она Законы рода отражала…
На камне строки есть - ее скрижали;
Знать, был, кто ведал, дал нам разум наш.
Мы кто? Чье племя представляем мы?
И где нам пыль на лица оседала?
Вода, каких краев нас отмывала?
С каким же солнцем и ветрами мы
В степи ковыльной радости пытали?
Пропала книга, нет ценней потерь;
Бесхозная скитается, возможно.
Или лежит бесцельно, без итожно –
Найти бы, почитать ее теперь….
Мы кто? Чье племя представляем мы?
Какой народ родными нас считает,
Как родственников близких привечает?
Земли своей, лишь только крошки мы,
Но наши корни куст весь защищают.
Владимир Николаев-Изачак
Вулакан (2016-05-24 11:31:33):
Изачаку спасибо за перевод стихотворения! Молодец!
Agabazar (2016-05-28 18:49:28):
Сăвва оригинал чĕлхипе вулакансене тавтапуç тата мухтав!
Николай (2016-08-18 12:30:33):
Станьял сăввине вуласан Юрий Яковлев ĕçрен хăтарнăшăн нăйкăшса çырни аса килчĕ. Станьяла кам кăна силлемен пулĕ,парăнмасть.Чăвашсем ăна Çынлăха çухатманшăн хисеплеççĕ. Юрий, 25 çул хушшинче путлĕ впала мĕн те пулин турăн-и? Сан статьяра пĕр интеллигентлăх та çук-çке,пăх-шăк Лайне анса лартăн. Çеçпĕлпе витĕнсе чăваша таптан. Сан çакăн пек черта пур-пурте япăх.Шутласа пăх-ахальтен хăтарман сана ĕçрен,характеру упал. Сан тавлашуллă шухăшусене вулакансене сӳтсе явма ыйтас пишет. Аксакал Станьял шухăшĕ авторитетлă пулмалла та...
Ярмат (2016-08-22 21:13:18):
Каçарăр та тӳртен ыйтнăшăн, эсир Вăрнарсем мар-и, Николай?
Станьял (2016-09-15 12:14:50):
Ачак Улатимерне ырлăх-сывлăх сунатăп.Тĕл пулсан унпа нумай калаçăпăр, куçарушăн ырласа илĕп.
Акапасар! Кунти Вак-тĕвекпе ан аппалан!Сайтри чăвашлăх ыйтăвне хытăрах чутла - санран çавна кĕтеççĕ.
Микулатусăм! Юрий Яковлев хăтланăшĕсемпе ĕçĕсем маннипе пачах пĕр мар - институтра пĕр урапа çинче теçете çул пĕрле сикме тӳрĕ килче пулсан та.Унăн статйисенче эпĕ тавлашалăх тĕшшине курмастап. Ун ĕçĕсенчи цитатăсемпе çапăçнăшăн Григорьев директор манăн шалу укçин чĕрĕкне тытса юлчĕ, ăна Преми пачĕ... Хăямата! Хăйне хăй пĕлтĕр, ыттисем пĕлмесен те юрать.
Сайт пуянлансах пырать. Çапла пулăр.
Лешкукша (2018-11-08 14:27:03):
Чăваш кĕнекине майĕпен тупса вулама пуçларĕĕç вĕт! Лайăх сăвă.
Лешкукша (2018-11-08 14:27:04):
Чăваш кĕнекине майĕпен тупса вулама пуçларĕĕç вĕт! Лайăх сăвă.
Маргарита (2023-11-10 14:33:19):
Виталий Петрович пекех, "çухалнă кĕнекешĕн" чун ыратать... Эпир камсем тата ăçтан пулнине пĕлмешкĕн чăваш тĕррине кăна вуламалла та çав...