Çăпатапа çатлаттарса çуреттĕм


Çăпатапа çатлаттарса çӳреттĕм,

Кĕпе-йĕм кантăр пирĕнченччĕ ман,

Атте-анне тумне мĕнле тиркетĕн,

Йĕрки çапла-çке пынă авалтан.

 

Йĕс шăнкăравлă вăхăт урхамахĕ,

Пуçне ухса, иртейрĕ урампа.

Ялти яш-кĕрĕме халь паллама хĕн,

Урампала утмасть вăл пир тумпа.

 

Кĕпи — мадьярăн, шăлавар — Вьетнамăн,

Пушмакĕ килнĕ чех пасарĕнчен.

Çак çĕр çинче туссем халь пит нумай ун,

Мĕн териех-çке улшăнчĕ тĕнче!

 

Хул айĕнче ал лаппи пек транзистор,

Çĕр чăмăрĕ пуплет йĕкĕтпеле.

Вылятăр кăмăлĕ, пит-куçĕ çиçтĕр,

Куратпăр — Марс çине кайса килет.

 

Çур ĕмĕр иртрĕ, вăхăт урхамахĕ

Çаплах, пуçне ухса, юртать, юртать.

Мана хама та халĕ паллама хĕн,

Эп çавăраймăп çамрăк вăхăта.

 

Ăна ман çăпатишĕи çавăрас-и,

Шеллес-и кантăр пирĕшĕн ăна?

Чан пек кĕрлет-ха, тытăнмасть-ха сассăм,

Кӳр, çамрăк-кĕрĕм, ăслă аллуна!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: