Васкавлă пулăшу
Ĕнер старикĕмпе вăрçа-вăрçа пуç ыратаканах пулчĕ. Çывăрма выртсан та куç хупăнмарĕ. Çамрăк чухне мана çак киле вăрласа килни халĕ те асрах-ха. Катăк пуç, илсе кĕнĕ-кĕмен чӳречене уç та тухса тар ĕнтĕ... Эпĕ вара тарма шухăшламарăм, мĕншĕн тесен унăн кил-çурчĕ çĕнĕччĕ, карта тулли выльăхчĕ, хăй те яштака пӳ-силлĕччĕ.
Ăшшăн ыталаса чуп тусанах пĕрре курнă йĕкĕте тӳрех юратса пăрахрăм. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Нумай пулмасть ачасемпе, тăвансемпе ылтăн туя паллă турăмăр. Кӳршĕсене чĕнмерĕм. Хăраххăн пурăнакан хĕрарăмсене курсан ман старик ухмаха ерет тейĕн: куçĕ-пуçĕ вылянса тăрать, тути хăлха таран йĕрĕлет. Ячĕ те унăн астаракан ят — Арăслан, вырăсла Лев тесе чĕнеççĕ. Пĕччен хĕрарăмсене çав тери хĕрхенет. Çамрăк чухне кашнине вăрттăн юратса тăнă. Камăн мĕн ишĕлет — юсанă, макăракана — лăпканă, ачисене ӳстерме укçа тыттарнă...
Малтан çавна нимĕн те чухламан-ха эпĕ. Аслă ывăлăм шкула кайма тытăнсан кăна тăнкартăм. Вĕсен класĕнчи ачасен çуррин ашшĕ ячĕ Арăслан иккен. Вĕрентекен те тĕлĕнсе пĕтереймест: «Мĕнле апла? — тет. — Кун пек ятли пирĕн ялта пĕр арçын кăна-çке...» Тата вĕсем çине пăхсан йĕкĕрешсем тейĕн — пурте пĕр сăнлă: кăн-кăвак куçлă, хĕп-хĕрлĕ çӳçлĕ, сăмси те ашшĕнни евĕр вăрăм. Ун чухне путсĕр Арăслана тарăхнипе чирлесех кайнăччĕ. Ĕнер çав вăхăта тăрук асаилсе каллех вăрçăнтăмăр. Эсрел, халĕ те инке-арăмсен çурчĕ умĕпе иртнĕ чухне пуçне ясар автан пек каçăртса утать. Киле çитерехпе вара кукăрăлать те патакки çине тайăнса: «Кхм! Кхм! Ай-яй, вăй пĕтрĕ, карчăк, илсе тухса кăшт сыптар-ха,» — тесе крыльца картлашки çине кайса ӳкет. Тьху! Тарăхтармăш!
Пуç иртенпех ыратнипе чăтаймарăм, «васкавлă пулăшу» больницине шăнкăравларăм. «Мĕн ыратать?!» — ыйтать хулăн саслă тухтăр. «Пуç çурăлать», — тетĕп. «Мухмăр-им?!» «Çук, мухмăр мар, — ăнлантарма тăрăшатăп çине тăрсах. — Старикпе вăрçа-вăрçа...» «И-и-и, апла пулсан ыталанса чуп тăвăр та...» — ахăлтатса кулать тухтăр. «Чуп тума мар, халь ăна курсан хăсас килет!» «Йывăр çын мар пулĕ те?» — пӳлсех тĕпчет хайхискер. «Эсĕ те пулин ан кул-ха, 75-ре тин...» «Сассу ытла та çамрăк та... — тарăхса хыттăн каласа хучĕ тухтăр. — Карчăку-качку. Кăмака çине улăхса вырт та шăп пул!» «Ай-яй, вилетĕп, ах, пуçăм!» — тесе ыратнипе кăшкăрсах ятăм. Телефон кĕпçи алăран вĕçерĕнсе урайне шап! турĕ. Аран-аран пĕшкĕнсе илтĕм те итлесе пăхрăм, шăпах — манпа калаçакан никам та пулмарĕ. Енчен-енне сулăнса тĕнкĕлтетрĕм тĕпеле. Ватă çын кама кирлĕ ĕнтĕ... Виличчен çисе юласчĕ-ха тесе яшка антартăм, пĕр-ик кашăк лĕплеттерсе илтĕм кăна — алăкран такам шăнкăравларĕ. Ват супнă тахăшĕ патне кайса килчĕ пуль-ха тесе юриех уçмастăп. Алăка ватас пек тӳнклеттерме тытăнсан кăна аран-аран кайса уçрăм. «Эсир халь кăна пирĕн пата шăнкăравларăр мар-и? — тесе ыйтать чĕтрене ернĕ шурă халатлă çап-çамрăк тухтăр. — Каçарăр...» «Эх!» — пуç çаврăннипе пукан çине тĕшĕрĕлсе антăм. Юн пусăмне виçнĕ-виçмен мана эмел хыптарчĕç, укол турĕç, илсе кайма наçилкке çине вырттарчĕç. Старик çитсе кĕчĕ, ăна курнă-курман: «Сывă пул, ват супнă...» — тенĕ те эпĕ тăна çухатнă...
Çапла вара ĕмĕрĕмре пĕрремĕш хут больницăна çаклантăм. Ай, тур-тур! Унта вара урăх тĕнче! Ир-ирех вăратаççĕ, унтан-кунтан ыраттарса укол тăваççĕ. Йӳçĕ эмел ывăçи-ывăçипе вăйпа хыптараççĕ, ӳт-тире куççуль тухиччен лутăркаççĕ. Мана капла старик те хĕнесе курман. Вилес умĕн çакăн пек пĕçеркке витĕр тухмаллах ĕнтĕ тесе шăла çырта-çырта чăтса выртатăп. Урасене тăрата-тăрата вăй пĕтрĕ. Тухтăр темшĕн çапла тума хушать? Ал-урана пĕрмай вылянтармалла тет. Тата юн пусăмне виçе-виçе çывăрма та памаççĕ! Апачĕ вара — кам шухăшласа тупнă-ши сĕлĕ пăттине çимелли йĕркене? Ăна хăйне çитересчĕ. Çимесĕр вилсе кайăн тесе аран-аран çăтатăп... Тухтăр кашни кĕмессĕрен йăл кулса пăхать те çапла калать: «Маттур, хăвăрт сывалса пыратăр». Шӳтлет ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕ çапла, мĕн тăвăн. Икĕ эрне çапла муталанса йăлăхтарчĕ. Кунтан тухса та тараймăн, э-хе-хе!
Кулянса ларнă чухне чӳречерен такам шаккани илтĕнчĕ. Тăрса пăхрăм та — ман старик иккен. Аллинче тем пысăкăш чечек çыххи. Хăй вара çĕнĕ костюмпа, кĕпи чăлт шурă. Чӳречене уçрăм та: «Ку чечексене ман вил тăпри çине хума илсе килтĕн-и?!» — тетĕп. Палатăна тухтăр кĕчĕ. «Хисеплĕ Галина Капитоновна, паян сире больницăран кăларатпăр, эсир сывалса çитрĕр, тепĕр çавăн чухлĕ пурăнма пултаратăр», — терĕ. «Тавтапуçах», — терĕм чунран савăннипе.
Урама тухсан старик чечек çыххи тыттарчĕ: «Сывалса тухнă ятпа саламлатăп сана, савнă карчăкăм, — терĕ, ыталаса илчĕ. — Пĕччен юлса пурнăç тути-масине тинех ăнлантăм, сана хаклама вĕрентĕм...»
Çапла вара «васкавлă пулăшăва» чĕнсе илни ахаль пулмарĕ. Малашне пĕр-пĕрне ăнланса, сывлăхлă, телейлĕ пурăнасчĕ кăна.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...