«Кĕçĕн туй» поэмăна кĕреймен çаврасем
Çĕрпӳ те, Нурăс та, Юхма
куçса тен килнĕ?
Пасарсем паян кирлех мар,
вăл йĕрке кивелнĕ.
Кунта чăвашсен культури,
рабочи класĕ.
Хутăшши, анатри, тури –
мĕнпур Чăвашкасĕ.
Вĕрен-ха, Çын пул, тесе
аннем сӳтенĕччĕ.
Ун чух амăшсем хĕтĕртсен
ачийĕ студентчĕ.
Хальсенче анне ытлашши.
(Ăсланчĕ ачаш ывăлĕ!),
Сергей çĕннисен йышши,
вĕренӳ уншăн – сывлăш.
Студентăн пăхăр укçа
мĕн пур нухрачĕ.
Пăрçа яшкинчен çук çав
иртекен апачĕ.
Кулленех çуллă пăтă çиме
стипенди те çитĕччĕ, –
яш ача ӳркенет пĕçерме,
тумтир те çĕтĕлчĕ...
Выçăхан студентсен кăмăлне
пурте пĕлеççĕ.
Шутласа пур-çук кĕмĕлне
кĕнеке илеççĕ.
Ал лаппи пек тачкийĕсене
курса тăранаççĕ,
пĕри çӳлĕке хĕсĕнет –
çĕннине тăрăнаççĕ.
– Кама куратăп, хамăр ял!
Сергей пурне те тытрĕ ал.
Пире хапăл пулчĕ,
калаçрĕ, кулчĕ...
– Ялти модерн хыпарсене
пĕлесчĕ питĕ.
Куç умĕнче кил тесенех
уйран та, çĕр улми те.
– Тăхта-ха, çав Кĕçтук терĕ-и
туй-çуй тăвасшăн?
– Пит шел те, сивĕ ун чĕри,
тĕнче курăмĕ – аслашшĕн.
Эльтукĕ ав хĕрӳ этем.
Килĕштерейĕç-ши, тем.
Пире çавах та-ха…
Çавах та…
Мĕн пулчĕ Сергея, пырне
чăмак пуль ларчĕ?
Каçар тесе ал тытрĕ пирĕнне.
Çăкасара уттарчĕ.
Асли те хушăран кĕсел,
ыр çын пек патăн ăс.
Пур çĕре çитертĕр мур пĕлсе,
Ытла та кăткăс!
Çăкасар кĕртмест-ши кĕçĕн кин,
сĕрлет пыл хурчĕ?
Кунтах хайлавçă Кĕçтенттин,
мана вăл курчĕ.
Каçар, поэтăмăр, каçар,
шур хут эп илтĕм.
Çырма сăваплă çăкасар
хушассăн килтĕм.
Чылай тупрĕç сан хыçран
мăянлăх та çырлалăх.
Поэзи иксĕлми çаран.
Çитет çулмалăх!
– Чунра çунать, ах ăçта
çав Атăл çилĕ!
Сăвăçсене куратăп та
килет ман çилĕ.
Поэт тени чĕлхене
куллен тĕпчетĕр.
Эсир ĕçлес вырăнне
кӳпчетĕр.
Çĕнни, çĕнни ыйтать чĕре,
ăçта вăл сирĕн?
- Ухсай та хальлĕхе чĕрех,
унран-и иртĕн?
– Якку вăл тунă хăйĕнне,
сире халалĕ.
– Ырри сахал-и,
илер, ак, Воробьевăннех…
– Тĕпчевçисем те йышлă мар.
Пĕрне пулин пĕлиттĕм!
– Çĕн шанчăк – Хлебников-Шанар,
сас пачĕ Ипполит та.
Вăрман сĕм-сĕм пулсан та
хунав кăларĕ.
– Миттов каларăш,
тылларĕ тарăн тункатан…
– Апла çыран «Кĕçĕн туй»?
Мĕнре тĕллевĕ?
– Çĕннин кĕрлевĕ.
– Ан ман, сăнар та çĕнĕ ту.
Чĕнмерĕ урăх Кĕçтенттин,
Атăла куçларĕ.
…Çăкасар кĕртет-мĕн кĕçĕн кин,
çĕнĕ пыл уçларĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...