Пиллесемччĕ, Турă
Пурнăç панă Аслă Турă,
Тĕнчене тытан хăват,
Кăтартан хура та шурă,
Шайлашса вăл çул хывать.
Хамăр халăхăн тымарĕ
Икĕ пин çул хушшинче
Çухалмарĕ те хăрмарĕ,
Çитĕнет-ха йыш çинче.
Сивĕре маттур турачĕ
Типрĕ ĕнтĕ сахал мар.
Ун вулли хунав кăларчĕ,
Татăлман-ха тĕп тымар.
Халăх тав тăвать, Хуçамăр,
Пиллĕхӳшĕн пуç тайса.
Тавтапуç! Куратпăр хамăр:
Эс хăвартăн упраса.
Пĕтнĕçем пĕтеççĕ ĕнтĕ
Халăхсем те çĕр çинче.
Чăвашсен апла пулин те
Пур тĕрек шăнăрĕнче.
Виç пахалăх — ырă кăмăл,
Ырă шухăш, ырă ĕç
Пур чухне упранăн çăмăл,
Тӳсĕм, тӳсĕм кирлĕ çеç!
Çак ăса ăнкарчĕ халăх
Вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче.
Кирлĕ, кирлĕ виç пахалăх
Кулленхи пурнăçĕнче.
Ырă ĕç тени пулаймĕ
Тирпейӳ çитеймесен,
Пурлăхпа пӳлмӳ тулаймĕ
Упрама пĕлеймесен...
Туррăмăр, йĕрке тумашкăн
Пулăшса пырсам пире,
Вăй парсам тăн-тăн утмашкăн
Пăтрашу-хĕвĕшӳре.
Сас паратпăр-ха хăюллăн
Аякра та çывăхра.
Çывăрсан — кая та юлăн
Арăш-пирĕш вăхăтра.
Пурнасах тесе çунатпăр
Хĕвĕшӳллĕ тĕнчере.
Те хухатпăр, те хунатпăр —
Ăнкармашкăн хĕнтерех.
Пар та пар кăна тееймĕн,
Хамăрăн та памалла.
Ырлăхпа ыр курнăçемĕн
Ырăпа тавăрмалла.
Ахăр, çакă тивĕçтерĕ
Шайлашу тарасине.
Ахăр, çак йăла çитерĕ
Аслăрах тĕллев патне.
Пиллесемччĕ, Аслă Турă,
Халăха ăс-хал, вăй-хал.
Ун хавалĕ пултăр ырă,
Ĕçĕ пытăрччĕ кал-кал.
Пултăр вăл тĕнче илемĕ,
Куртăр чăн савăнăçне.
Халĕ хам сăмах илем-и
Сăнлама ун кун-çулне?
Туррăм, кĕл тума тăратăп
Ăшă-ăшă питĕмпе,
Кирлĕрех сăмах шыратăп
Çемçеленнĕ чĕлхемпе.
Хăй камне ан мантăр халăх,
Пĕлтĕр хăй аваллăхне.
Ӳстĕр ун чунри пахалăх,
Туйтăр хăйĕн вăй-халне.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...