Мăшăр чĕкеç


— Ашшĕ валли, — ман шухăша пĕлнĕ пек каларĕ Вера.— Ĕçкĕ-çикĕре çапла, яланах пирĕнпе пĕрле вăл.

— Пĕрлех, — терĕ Толик асламăшĕ те. — Акă, вырăнĕ те унăн, — пушă пукан çине кăтартрĕ карчăк.

— Эппин, лайăх йăла...

Толик, хĕпĕртесе ӳкнĕскер, парнелĕх панă кĕпене, шăлавара тахăнса пăхрĕ, ниçта кайса кĕрейми утса çӳрерĕ; унтан, ывăнчĕ пулмалла, урам енчи чӳрече патне сарнă вырăн çине выртрĕ те çывăрса кайрĕ.

Эпĕ стена çумне çакнă сăнӳкерчĕк çине пăхрăм. Тулли те пĕчĕкрех сăн-питлĕ, илемлĕ матрос...

— Ашшĕ мар-и?

— Ашшĕ, Толик ашшĕ, — ответлерĕ Вера. — Пирĕн ашшĕ.

— Халĕ ăçта вăл?

— Службăра... Иртнĕ вăрçăра вилнĕ хучĕ килчĕ те, — Толик амăшĕн куçĕсем шывланчĕç, сасси, мăйран пăвнă пек, пӳлĕне-пӳлĕне тухрĕ, — вилнĕ хучĕ килчĕ те... Мана ан пăхăр эсир, ĕçĕр. — Малтан Толик ашшĕ валли тултарнă черккене шаккарĕ вăл, унтан — пирĕн черккесене. — Ĕçĕр, эсир, ĕçĕр...

Эпĕ хама нихçан каçарайми йăнăш сăмах персе ятăм:

— Уншăн ĕçер, эппин... Асăнса...

— Ах, уншăн ĕçма кирлĕ мар, кирлĕ мар. Ах, асăнма кирлĕ мар, — пушшех пӳлĕне-пӳлĕне, куçĕнчен шăпăртатакан куççульне шăла-шăла каларĕ Вера.

— Каçарăр, эпĕ апла каласшăн марччĕ, — терĕм эпĕ. — Каçарăр...

Анчах Вера, ман самаха илтрĕ-ши, илтмерĕ-ши, çаплах калаçрĕ.

— Асăнса ĕçме кирлĕ мар. Вилмен вăл, сывă. Вилнĕ хучĕ килнисем сахал таврăнчĕç-и!.. Сахал-и? Сахал мар... Ĕненетĕп, вилмен вăл. Çавăнпа эпĕ Толик патне уявсенче ун ячĕпе çыру та хам çыратăп. «Эпе нихçан та вилместĕп, сирĕншăн вилместĕп, нихçан та вилместĕп», — терĕ вăл мана варçа кайнă чух. Эпĕ ун кăкăрĕ çине ӳке-ӳке макăртăм. Толик ун чухне хырăмри ачаччĕ. «Ывăл-и, хĕр-и — ытарайми юрататăп», — терĕ. Эпĕ шанатăп, вилмен вăл, вилмест вăл. Эпир ăна нихçан та вилме ирĕк паман. Толик ирĕк паман, эпĕ... Унăн пĕртен пĕр таса арăмĕ. Эпĕ нумай та пурăнайман унпа.

— Юратакан çынсем вилме кирлĕ мар, — терĕ ман арăм.

— Хăйне çапла нихçан манайми кĕтекен çын пур çĕрте паттăррăн мар, ахаль çыннăн та вилме ирĕк çук, — терĕм эпĕ те.

— Вилмен вăл, вилмен...

Иртнĕ вăрçа пире нихçан вилмессе шанса, сӳнми юрату сунса ăсатнă арăмсене ĕмĕр-ĕмĕрех мухтав! Çавсем пире тăшмансене хирĕç çапăçнă чух вăй панă. Вĕсен ăшшипе эпир шывра та путман, вутра та çунман. Çĕр-шыва çăлса хăвартăмăр. Пирĕн иксĕлми хăватсенчен пĕри, чăнах та, çакă мар-ши? Çакă! — тетĕп эпĕ.

Вера ерипен лăпланчĕ, куççульне шăлса типĕтрĕ, пире эрех, сăра тултарса сĕнчĕ.

— Каçарăр мана, — терĕ вара. — Чăнах та, ара, эпĕ сире кунта хам макăрнине курма чĕнмен вĕт. Аса илтĕм те — тӳсеймерĕм. Сăнӳкерчăкĕ хам умрах тата... Тахçан, курсассăн, тӳрех макăрса яраттăм... Çавăнпа ăна эпĕ ун чух пĕр хушă, хам ухмахпа, арчана пытарса пăхрăм. Кайран вара хамран хам хăраса ӳкрĕм. Ара, савнă çынна мĕншĕн пытарас-ха?! Сывă çыкна шăтăка чикрĕм-иç, терĕм те йăпăр-япăр кăларса çакрăм.

Вăл пире Толик сывлăхĕшĕн ĕçме сĕнчĕ те упăшки ячĕпе тултарнă черккене хăй тытрĕ. Шаклатса ĕçрĕмĕр.

— Толик та çапла, эпĕ ывăлăм çинчен калатăп-ха, питĕ шаклатса ĕçме килĕштеретчĕ, — терĕ ватă карчăк, пирĕн çывăхарах ларса.

— Чăнах та çапла, апи, — хавасланчĕ кинĕ. Вăл пире хăй ăçта ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Типографире наборщицă иккен Вера. Халĕ линотиписткăна вĕренет.

Вăл кăмăлланă юрă — «Катюша». Ăна юрла-рăмăр.

 

Чечекре, ав, улмуççи те грушă,

Шыв çинче шап-шур тĕтре юхать...

 

Юрланă чух симĕс куçĕсем хĕм сапса йăлкăшрĕç, хитре пит-куçĕ хĕрелсе кайрĕ.

— Ку юрĕ — упăшка юратнă юрă, — терĕ Вера. — Хам пĕччен чухне эп ăна час-часах юрлатăп. Мана вăл темшĕн ытти юрăсенчен хитререх пек туйăнать. Ывăлăм та вĕренчĕ ăна, чиперех юрлать, сĕмахĕсене те тĕп-тĕрĕсех пĕлет.

Вăл тăчĕ те тутлĕ ыйăхпа çывăракан Толик çинчен утияла сирчĕ.

— Пӳлĕм ăшăнса кайрĕ, — терĕ Вера, пирĕн çине пăхса, çапла ыйтрĕ: — Чăнах та, йăлăхтармастăп-и эпĕ сире? Текех хам çинчен калаçатăп. Палкатăп çеç.

— Йăлăхтарма терĕр, — каларăмăр эпир арăмпа иксĕмĕр харăсах,— итлес те итлес килет. Сирĕн пурнăçăра эпир нимĕн те пĕлмен вет-ха.

— Юрĕ-ха, эппин, юрĕ, итлĕр. Халĕ аса килчĕ. Упăшка мана пĕррехинче телей курупки çинчен каласа панăччĕ. Ĕмĕрне те манас çук.

— Телей курупки çинчен?

— Çапла, Телей курупки çинчен. Акă, итлĕр, эппин. Каласа парам.

Аллисене кăкăрĕ умне тытрĕ те вăл темле каçăрăларах тăчĕ.

— Шăматкун пулнă. Е вырсарникун, кунĕ вăл çавах, епле кун пулсан та... Упăшкипе арăмĕ апата ларнă. Кĕтмен çĕртенех хирĕçӳ сиксе тухнă. Вĕсем тавлашма пуçланă. Кайран чарăннă — мирлешнĕ. Радио итлеме ларнă.

Вĕсем, пирĕн хушăри кăмăл-туйам çаплипех юлчĕ, тесе шухăшланă. Вăсем час-часах тавлашнă, кайран мирлешнĕ. Мĕншĕн хирĕçетĕр? — тесе ыйтсан, вĕсенчен пĕри те сăлтавне тупса калайман. Вĕсем пурнăç пĕлмен çынсем пулнă. Çынсем вĕсене кашни хирĕçӳ-тавлашурах Телей курупкинчи пĕр шăрпăк çунса сӳнни çинчен калама маннă.

— Чăн та, питĕ тĕрĕс, — хавас кăмăлпа каларăм эпĕ. — Епле ăслă шухăш! Епле шухăшласа тупнă?!

— Кун çинчен кашни этем шухăшлама тивĕç, — терĕ арăм та.

— Çапла, — килĕшрĕ пирĕнпе Вера. — Çапла. Эпир вара упăшкапа, Толикпе, нихçан та вăрçса-тавлашса курман. Вăл мана пĕр сивĕ сăмах та каламан.

Çул курки тытса, алăкран тухнă чух Вера ӳкĕннĕрех сасăпа çапла каларĕ:

— Ни ĕçтерни, ни çитерни... Хам çинчен анчах калаçрăм. Каçарăр. Ман кашни ĕçкĕ-çикĕрех çапларах пулать те вăл. Каçарăр...

— Пăшăрханма кирлĕ мар. Хамăр хăçан хăналăпăр?

«Чечек çыххи... — аса илтĕм килте. — Пăрахут капитанĕсене мĕншĕн парнелеççĕ-ха ăна вĕсем?» Ыйтма маннă.

Вăхăт иртрĕ. Кантăк умĕнчи чие йывăççисем тахçанах çимĕçсĕр юлчĕç, çăка саралма та тытăнчă.

Эпĕ çаплах ĕçе çӳрерĕм, ĕçрен таврăнтăм. Чечек çыххи йăтнă Толикпе амăшĕ Атĕл хĕррине хушăран-хушă çитсех тăчĕç, мана саламласа иртрĕç. «Епле çапла пурăнмалла-ха? — шухăшларăм эпĕ.— Ара, чипер, ăслă хĕрарăм... Ан тив, качча тухнă пултăр, ачи пултăр... Упăшки вилнĕ хучĕ те алăрах-иç. Вăрçă пĕтнĕренпе тăватă çул иртрĕ. Çак хушăра упашкисене çухатнă сахал хĕрарăм качча тухрĕ-и?!»

Эрне пек пурăннă хыççăн Толик асламăшĕ киле кайрĕ пулмалла — курăнми пулчĕ. Толик кил картинче пĕчченех выляса çӳрерĕ.

«Ялан иккĕш кăна. Чăнах та, тунсăх мар-ши? Вĕсем патне арçын таврашĕ çӳрени те сисĕнмест».

Анчах пĕррехинче... Ĕçрен таврăннă чух эпĕ Толиксен алăкне тинĕс çар çыннисен çи-пуçне тăхăннă çӳллĕ те патвар капитан шакканине асăрхарăм.

— Капитан? — тĕлăнчĕ арăм хваттерте эпĕ ăна кун çинчен каласа панă хыççăн.— Упăшки мар-ши? Анчах упăшки хăйĕнчен кăшт çеç çӳллĕрех, тетчĕ.

— Сирĕн, хĕрарăмсен, кĕнеки хулăн, — терĕм эпĕ. — Ăна ниепле те ретлĕ ăнланса вуласа пăтерме çук.

Çур сехет иртрĕ-ши, иртмерĕ-ши, — пирĕн ывăл патне Толик вĕçтерсе çитрĕ, ăна хаклă йышши канфет сĕнчĕ.

— Çи, эсĕ те мана çитеретĕн-иç, капитан пачĕ, — терĕ çемçе сассипе. — Выляма тухар-и? Анне мана ирăк пачĕ.

Вĕсем кил картине тухрĕç.

«Çын çинчен уçал шухăшлас мар». Çак шухăшпа çывăрса кайрăм эпĕ çав каç.

Ирхине, пилĕк сехет тĕлне, мана арăм хулпуççирен силлесе вăратрĕ.

— Пĕлетĕн-и, эпĕ кĕçĕр чăлкăм та куç хупман. Чăлкăм та.

— Мăншĕн вара? — вырăн çинчен тăрса тумланма пуçларăм эпĕ.

— Ай, ытла та хĕрхентĕм эпĕ ăна. Эх, ытла та...

— Мĕншĕн? Кама?

— Макăрать те ӳлесех, уйрăлса килме вăй çитмерĕ. Хăй те: «Лар, ан кăй», тет.

— Кам? Мĕншĕн макăрать? — тӳсеймесĕр çине-çинех ыйтрăм эпĕ.

Арăм каласа пама пуçларĕ.

— Каçхине мана, эсĕ çывăрса кайсан, Вера килсе чĕнчĕ. Хăй патне илсе кайрĕ. Пĕччен кăмăла уçма йывăр, тет.

— Вара?

— Эсĕ капитан килчĕ терĕн-иç. Нимĕнле упăшки те мар вăл, тăванĕ те мар. Ахаль çын çеç. Верăпа Толик чечек çыххи парнеленĕ капитансенчен пĕри вăл.

— Вара?

— Çав капитан илсе çӳрекен пăрахут кунта, пирĕн пристане, виçĕ хут килсе чарăнчĕ тет. Виççĕшĕнче те Толикпе амăшĕ ун тĕлне пулнă, ăна чечек парнеленĕ. Çавăн чух, калаçмасăрах пулман ĕнтĕ, капитан адрес ыйтса пĕлчĕ, тет. Адреса мĕншĕн пытарас-ха? Каланă Вера. Çулта-йĕрте кĕрсе тух, тенĕ пуль ĕнтĕ.

— Вара? Малалла мĕн?

— Малалла-и? Вăт çĕркаç шăпах çав капитан кĕчĕ, тет. Калаçса кайрĕ, тет. Сăмах çине сăмах... Унтан, юлашкинчен, ерипенех, сăмаха хăй пĕччен пурăнни çине куçарчĕ, тет. Вара Верăна хăйне качча тухма ыйтрĕ, тет.

— Качча тухма ыйтрĕ, тет?

— Çапла, çапла. Вера малтанах чĕтресе ӳкрĕм, тет. Кайран ерипенех лăпланса-лăпланса пытăм, тет. Упăшки сăнӳкерчĕкĕ çине пăхса илтĕм, тет те, вăл ăна çапла каланă пек туйăнчĕ, тет: «Лăплан, чунăм, лăплан. Хумханма кирлĕ мар. Сан пек хитре çын çумне кам çыпăçмĕ-ха? Кам юратмĕ? Анчах эпĕ санăн пĕртен пĕрӳ вĕт? Пĕрле чухне ху çапла калаттăн...» Вара капитана: «Кун çинчен ан шухăшлăр. Упăшка манăн сывă. Часах килсе çитет», — тесе аран-аран ăсатрăм, тет.

Ун хыççăн Верă хăй патне мана чĕнсе кайрĕ. Манран именмерĕ вăл. Чĕринче тăвăнса тулнă туйăма пусăрăнтарас, ирĕке кăларас шутпа-тăр, эп пур чухнех упăшки сăнӳкерчĕкĕ умне чĕркуçленсе ларчĕ.

— Каçар мана, Толик, каçар, — ӳкĕнсе каларĕ вăл ăна. Ун сăмахĕсемпех каласа параймасан та, çапларах калаçрĕ вăл. — Эпĕ нихçан та усал шухăшпа çӳремен. Эпĕ нихçан та сан ятна вараламăп. Эсă вăрçа кайиччен Атăл çинче пăрахут капитанĕ пулса ĕçлерĕн. Сана асра тытса, кунта килекен капитансене хушăран-хуша чечек парнелесси çавăнпа йăлана кĕчĕ манăн. Астăватăн-и, эпĕ сана яланах чечекпе кĕтсе илеттĕм, ăна мостик çине хăпарса параттăм. Астăватăн-и, ытарайми пăхаттăм эпĕ сан çине. Астăватăн-и, хыттăн ыталаса чуптăваттăмăр. Манмастăн ăна эсĕ. Ăна эпĕ манăп-и?!

Вера çаплах калаçрĕ.

— Халĕ, акă, эпир, ывăлупа иксĕмĕр, час-часах пăрахут кĕтсе илме тухатпăр, вĕсен капитанĕсене чечек паратпăр та сана чечек тыттарнă пек туятпăр. Сана кĕтсе илнĕ пек, шухăшра пулин те сана чуптунă пек туятпăр. Çак савăк вăхăт çитессе шанатпăр. Çитетех вăл. Фашистсене çĕнтерсен, килетĕп терĕн.

Хăш самантсенче мостик çине хăпарнă чух манăн пуç çаврăнса килет. Эс çуккине курса, пуç çаврăнса килет. Ӳкмех тăратăп вара. Анчах, алăран тытса, Толик хăпарнине астуса илетĕп те çирĕпленетĕп.

Курасчĕ санăн, ывăлăмăр епле ӳссе кайрĕ пирĕн! Эсĕ таврăнасса яланах кĕтет вăл. Эпир шанатпăр, сывă эсĕ. Пур эсĕ, пур, пур, пур! Акă, каллех кĕрет те ывăлăмăр, манран: «Атте хăçан килет?» — тесе ыйтать. Ӳснĕçем çак ыйтăва ытларах та ытларах пама пусларĕ вăл. Килет, тетĕп эпĕ. Килетĕнех эсĕ! Верăн çӳçĕ сапаланса кайрĕ. Тăвăнса çитнĕ хĕрарăма эпĕ ним калама та пĕлмерĕм. Вăл çаплах упăшки сăнӳкерчĕкĕ умĕнчен каймарĕ.

— Паянхи ĕçшĕн каçар, Толик, — терĕ вăл йăлăнса, упăшки чăннипех те хăй умĕнче тăнă пек. — Эпĕ урăх нихçан та, никама та адрес каламастăп. Каçар эсĕ килессе вилес пек кĕтекен таса арăмна, шанчăклă арăмна. Эсĕ çӳренĕ çулпа час-часах утатпăр эпир, ывăлăмпа иксĕмĕр. Эсĕ çӳренĕ çул пирĕншĕн нимрен те хаклă. Ĕненетĕн-и, эсĕ утнă çул çинчи тăпрана алла илетĕп те эпĕ ытараймасăр чуптăватăп ывăлăмăр сисиччен. Ĕненетĕн эсĕ мана. Шанатăн. Эсĕ мана яланах ĕненнĕ, эсĕ мана яланах шаннă... Урамран кĕнĕ Толик хулпуççинчен тытсан тин калаçма чарăнчĕ Вера. Анчах... «Аттепе калаçатан-и? Хăçан килет вăл?» — тесе ыйтрĕ те Толик, Вера кĕçех урайне йăванса ӳкетчĕ. Эпĕ пырса тытрăм. Вăл ман çине тĕлĕннĕ пекрех пăхрĕ те ывăлне ыталаса илчĕ, чуптăва-чуптăва макăрчĕ. Унтан Толик çывăрса кайрĕ.

 

...Пайтах шыв юхрĕ унтанпа, пайтах çулсем иртрĕç. Эпĕ çаплах çулласерен хушăран-хушă, хăш чух ĕçе кайнă чух, хăш чух ĕçрен таврăннă чух, чечек йăтнă хĕрарăма куратăп. Вера вăл. Анчах халĕ Толикпе çӳремест амăшĕ. Мĕншĕн тесен ывăлĕ инçетри хулара ĕçлет, унтах вĕренет те вăл. Вера та тахçанхи ĕçне улăштарнă, линотиписткă халĕ вăл. Пирĕнтен инçе мар унăн çĕнĕ хваттерĕ.

Эрне каярах пире Вера çыру пырса вулаттарчĕ, Толик çырăвĕ. «Атте çуралнă кун тĕлне тăван хулана пырас килет. Анчах пĕччен мар, иккĕн пыратпăр эпир. Вăл, эпĕ килĕштернĕ хĕр, сан пекех ырă кăмăллă çын, анне, — тенĕ ывăлĕ. — Атте çӳренĕ çулпа виççĕн пĕрле утăпăр ун чух, калаçса, иртнисене аса илсе, алла-аллăн. Укçа куçарнăччĕ. Илтĕн-и?»

— Килччĕр-ха, килччĕр, кĕтнĕччĕ. Укçине илтĕм-ха, темме куçарнă-çке. Мана ахаль те çитет. Ватă-и халь! Ĕçлетĕп, — терĕ Вера лăпкă сасăпа. — Килччĕр-ха. Ашшĕ çӳренĕ çулпа виççĕн утăпăр ун чух. Хăй каланă пек, калаçса, иртнисене аса илсе, алла-аллăн. Атăл хĕррине иртнĕ вăрçă паттăрĕсен ячĕпе лартнă палăк патне чечек çыххи хурăпăр.

Унтан пирĕн çине пăхрĕ те Вера, шуралнă çуçне шăлса, çапла хушса хучĕ:

— Ашшĕ пекех ырă ача ӳсрĕ-ха, çавăншăн хĕпĕртетĕп. Чунтан хĕпĕртетĕп...

Эпĕ халĕ те кран машинисчĕнче ĕçлетĕп. Атăл хĕрринче баржа çинчен çырана хăйăр, чул пушататăп. Чечек йăтнă Верăна куратăп та çывăхри палăк çине пăхатăп. Унта «Мир», «Тĕп путлăр вăрçă!», тенĕ сăмахсене вулатăп. Иртнĕ вăрçа пуçарнă фашистсене ылханатăп. Мăшăр чĕкеçе манаймастăп.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: