Хĕвеле мухтав!
(Авалхи хетт халăхĕн кĕлли майлă)
Эй Хĕвелĕм, тӳрлĕхлĕ хуçам!
Эй тӳрем! Çĕрпе тӳпе патши,
Эс тытса тăратăн çĕршыва,
Ыр вăй-хал пире куллен кӳрен.
Туррăмăр Хĕвел, хапăлласа
Эсĕ çеç илтен кĕллĕмĕре.
Эй, тивлетлĕ Туррăмăр Хĕвел!
Тӳрлĕхлĕ çынна эс аслăлан.
Туррăмăр-аннемĕрĕн ачи,
Пур енчен те эсĕ пит ăста.
Санăн сухалу — сенкер инçет.
Сан чуру — этем ак мĕн калать:
Эсĕ çеç тăратăн çутатса.
Паттăр пек патшамăр сар Хĕвел,
Пĕтĕм çĕршыва, йĕркелĕхе
Пĕртен-пĕр эсех тăран тытса.
Эй пĕртен-пĕр çутă Туррăмăр!
Панă аслă вăй-хăват сана.
Тӳрлĕхлĕ ертӳçĕ те эсех,
Патша пек хăватлă Туррăмăр!
Пехилленĕ Туррăмăр-атте
Аллуна тăватă çутă ен.
Эсĕ — ывăна пĕлми тӳре.
Пĕтĕм Аслă Турă ячĕпе
Эс туса пыран тĕнче ĕçне.
Çӳл тӳпемĕр хапхине куллен
Саншăн çеç уçаççĕ яриех.
Пуç таяççĕ санăн умăнта
Тӳпери, çĕрти мĕн пур хăват,
Кĕл тăваççĕ, тархаслаççĕ шав
Хӳтлĕхсĕр çынсен хутне кĕме.
Эс ирех тухан та тӳпене,
Çутатан çӳлти тавралăха,
Çутатан çĕрти тавралăха —
Çутатан мĕнпур тавралăха.
Эс тăратăн пуринчен çӳлте,
Тӳрелетĕн йытă-качкана,
Тӳрелетĕн янавар чуна,
Тӳрĕ сăмахпа эс тӳрелен
Тĕрлĕрен хаяр-усал çынна.
Ыттисем пăрахнă этеме
Эс илетĕн хăвăн хӳттӳне.
Çăкăрпа сăра кӳрсе сана
Этемӳ хавас чӳк чӳклеме.
Эс çăлсамччĕ хăвăн чуруна!
Сан кӳмӳн тăватă лашине
Тыррине сапса парать этем.
Çав тăват лашан тырри пулсан
Эсĕ те çул çӳрĕн чиперех.
Çаврăнатăн эсĕ кӳмӳпе
Çак тĕнчен тăватă кĕтесне.
Пырĕ пĕр енче хăратмăшу,
Тепринче — кӳмеçĕ-канашçу...
Виçĕн эсĕ пĕтĕм тӳпене.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...