Анне патне


Сывă-и, анне, халь йышăн эсĕ

Аякри ывăлунтан салам.

Çыру хыççăн çыру ятăм эпĕ,

Халь татах пăртак çырса ярам.

 

Ман калас килет, тăван аннеçĕм, —

Ман пирки пăрах куççуль тăкма.

Хурланма-йĕме те пăрахсамччĕ,

Ватăлса эс ан çунтар чунна.

 

Хам та эп туятăп, эп пĕлетĕп,

Урамра, яш-кĕрĕм хушшинче

Санăн ывăлна курас килет-тĕр,

Лăпкă, ăшă, уçă каçсенче.

 

Анлансам мана, тăван аннеçĕм,

Халь эп тăван çĕрĕн сыххинче.

Пысăк ĕç мана шанса параççĕ,

Çĕршыва сыхлап тăшмансенчен.

 

Кам пĕлет, хай, ваттисем каларĕш,

Лăпкă çилтен тăвăл пуçланать.

Вĕт пĕтмен, анне, тăшман таврашĕ, —

Тăван çĕр хушать сыхра тăма.

 

Халь сана эп тепĕр хут калатăп,

Ман пирки ан йĕр те ан хурлан.

Эпĕ сывă, лайăх пурăнатăп,

Хальлĕхе яратăп мăн салам.

 

Çулла, Корея, 1946.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Валерий Михлеев (2012-02-06 18:23:08):

Хăвăн чи çывăх çыннуна, хăвăн аннӳне çăва çине йăтса кайса пытарсан çеç çакăн пек тарăн шухăшлă сăвăсене (Владимир Садайăн "Анне" ятлă сăвви) чăнни пекех хаклама тытăнатпăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алевтина (2012-02-10 18:40:36):

Шел, питĕ шел, электронлă вулавăшра Александра Лазаревăн шкулта тупма май çук хайлавĕсене пичетлемен. Ялти тата шкулти библиотекăсенче ун кĕнекисем çук. Шкул программинче А. Лазарева çинчен 8 класра вĕрентетпĕр. Ачасем хушшинче хушма литература вулас текеннисем пур, анчах майĕсем çук...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: