Юратсан


Çак куна санпа ялан

Кĕтрĕмĕр:

Ах, тĕл пулăпăр хăçан

Иксĕмĕр?

Паян пырăп каçхине, —

Ал тулли

Чечек татрăм хитрине

Сан валли.

Çумăр-и е юр çусан

Çитĕп эп —

Шăрăха та, эс ыйтсан,

Сивĕтĕп.

Вăхăт пулĕ калаçма

Нумайччен.

Тытса тăрăп шуçăма

Мĕн ирччен.

Малашлăха ĕмĕтсем

Пысăк ман.

Çунтараççĕ савнисем

Юратсан.

Çын каять те, çын килет

Çĕрĕпе.

Эс чĕнсессĕн сан киле

Кĕрĕпĕр.

Ăнтăлсассăн ĕмĕтсем

Тулаççех.

Юратсассăн савнисем

Кĕтеççех.

Эс хыпар кĕтетĕн пуль

Манăран.

Тен, пĕччен ларса куççуль

Кăларан?

Юрĕ ĕнтĕ, каçарсам,

Чунăмçăм!

Çăмăл мар-мĕн юратсан, —

Курнăçăр!

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: