Ытамра 31 минут
Арçынпа хĕрарăм ваннăран çăвăнса савăнăçлă куççульпе тухрĕç. Иккĕшĕ те кравать çине кунĕпе утă çулнă хыççăн ывăннă пек йывăррăн ӳкрĕç. Васкамасăр утиялпа витĕнсе, ыталанса темиçе минут калаçмасăр выртрĕç. Кашни хăйне май шухăша кайрĕ.
«Çемье! Мĕнре çемье илемĕ? Пĕрле хирĕçмесĕр пурăннинче, тĕрĕс. Ачасене сывă та тĕрĕс ӳстернинче, каллех тĕрĕс. Пысăк ĕçсене пĕрле тунинче, тата тĕрĕс. Ман шухăшпа эпĕ пурнăçăн пысăк пайне кăтартмасăр тĕрĕс пурăнасшăн. Ун пек пулма пултараймасть. Юрату сăмахпа кăна каланипе юрату мар, юрату пĕр-пĕрне чăннипех ӳт-пӳпе юратнисĕр юрату мар. Хăçан арăма эпĕ çавăн пек юратнă, ас тумастăп та. Ĕçрен килтĕн, апат çирĕн, телевизор пăхрăн. Ачасем çывăрса каясса кĕтрĕн те хăвăрт упăшкан яваплă ĕçне турăн. 5-6 минут. Пулчĕ те. Кайран çурăмпа çаврăнса харлаттарса çывăрма васкатăн. Ху та кăмăлсăр, арăм тата ытларах — вăл сана юратнине туйса та ĕлкĕрмерĕ теме те пулать. Мĕншĕн çак хĕр арăмпа чĕркуççи чĕтричченех юратма пултартăм? Ман унпа уйрăлас та килмест. Мĕнле туйăм ку?» — шухăшласа выртрĕ Ваççа.
Маринене нимĕнле шухăш та пуçа пырса кĕмерĕ. Пĕтĕм кĕлетки мунчара темиçе минут милĕкпе çапăннă хыççăн каннă пек туйăнчĕ. «Хăçанччен тăсăлĕ-ши ку пĕчĕк телей? Ытларах тăсăлсан лайăхччĕ» темеллĕх кăна шухăшсем çуралчĕç. Марине çак самантра хăйне çăтмахри пекех туйрĕ, Кун пек туйăм унăн нихăçан та пулман. Шкул пĕтерсен пĕрле вĕренекен Петя унăн юнне мĕнле кăларнине вăл вуçех те ас тумасть. Темле ыратни, кайран Петя хăраса, унран хăвăрт тумланса тарни çеç асра. Институтра вĕреннĕ чухне ытларах кĕнекесем çине пăхнă, пĕрре юрату каçĕ пулнăччĕ, анчах та общежитинче майĕ çук-çке, самай яваплă самантра алăка шаккарĕç. Урăх нимĕнле арçынпа çывăрни те пулман. Вĕренсе тухсан ялти шкула вĕрентме килнĕ. Ялта каччисем нумай пулин те темшĕн чылайăшĕ ĕçме тăрăшать. Килĕшекен каччи те пур, анчах та пĕрре çывăрма выртрĕç те унăн вуçех те тăмарĕ, хăй калать: «качча тух», тет. Ун хыççăн пĕр-пĕринчен вăтана пуçларĕç, каччи унран тарса çӳреме пуçларĕ, эрехне тата та ытларах ĕçме пуçларĕ, «турат» çине куçрĕ, çуралма пуçланă юрату таçта аякка-аякка хăйĕн çулĕпе талпăнтарчĕ. Урăх çирĕм саккăрти çамрăк хĕр арăм арçын шăршине туйман та теме пулать.
Ваççапа Марине пĕр темиçе минут калаçмасăр выртнă хыççăн калаçса татăлнă пек хире-хирĕç пĕр вăхăтра çаврăнчĕç. Каллех, калаçмасăр, халĕ ĕнтĕ куçсем шăппăн никам илтмен сăмахсемпе пĕр-пĕринпе калаçрĕç.
Марине Ваççан куç умĕнчи ватлăха кăтартакан виçĕ йĕре курчĕ. «Ватă мар-ха, эсĕ, пултаран,» — шухăшларĕ хĕр арăм. Унăн куçĕ ар çыннăн кăвак куçне нумайччен ниçта аяккалла пăхмасăр чуна ыраттармалла шăтарчĕ.
Кашни хăйне май тĕрлĕ шухăшсен авăрне кĕрсе кайса сисмесĕрех çывăрса та кайрĕ.
Иккĕшĕ те пĕр харăсах алăка шакканипе вăранса кайрĕç. Марине Ваççа çине хăраса пăхрĕ. «Мĕн пулчĕ, ма шаккаççĕ?» — тесе шăппăн ыйтрĕ вăл. “Халех, пĕлетпĕр, -хĕрарăм пекех шăппăн хуравларĕ те Ваççа — Ма шаккатăр, мана çывăрма чаратăр, — тесе хыттăн ыйтрĕ.
«Эсир пĕчченех-и, пĕччен мар пулсан ют çынсене кăларса яма вăхăт» — илтĕнчĕ тул енчен ар çын сасси. Дежурнăй хĕрарăм хăрама кирлĕ мар тенине аса илсе: «Пĕчченех. Çывăрма ан кансĕрлĕр» — кăшкăрса хуравларĕ Ваççа.
«Каçару ыйтатăп» — илтĕнчĕ çав сасах.
Сассем шăплансан Ваççапа Марине сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Икшер черкке хĕрлĕ эрех ĕçсен, кăлпассине çисе ярсан, Ваççана темле вăй пырса кĕчĕ.
“Эх, Марине, Марине, санпа мана питĕ лайăх-çке, — тесе хыттăн ылталарĕ те çепĕççĕн вăрăммăн чуп турĕ. Маринен йĕпе тути хăйĕн ĕçне турех. Ваççа каллех пултаруллă Казанова.
Мĕн чул тăсăлмарĕ пулĕ юратун тепĕр пайĕ. Икĕ чун тар юхтарса харăссăн пăр пек сывласа, хашкаса нумайччен тĕрлĕ меслетсемпе юрату ташшине ташларĕç. Алли-ури те, чĕлхисем те, кашни клетки тенĕ пек тăрăшрĕç юрату хăватне вăйлатма. Анчах та пĕрин те асамлă шĕвекĕ тухмарĕ-ха. Çавăнпа пулĕ хĕр арăмĕн те, ар çынĕн те пĕтĕм вăйĕ çак асамлă шĕвеке кăларма тухса кайрĕ. Çавăн пек сехете яхăн «ĕçленĕ» хыççăн икĕ çыннăн аялти ĕç хатĕрĕсенчен сĕлехисем пĕр вăхăтра сирпĕнсе тухрĕç. Икĕ чунтан тухакан сасă пĕр вăхăтра «А-а-а-ах! А-а-а-ах!» тесе сывлама чарăнса пĕр вырăнта хытса тăчĕç. Икĕ йĕп-йĕпе савăнăçлă чунлă çын пурнăç илемне кашни клеткипе туйрĕ. Çак самантра ар çынпа хĕр арăм малалла çакăн пек çыхăну пулассине каламасăрах туйрĕç.
Малтан вырăнтан Марине хускалчĕ те ваннăна çул тытрĕ. Ваççа унăн урисем тайăлса утнине курсан: «Эпĕ те çавăн пекех утăп-ши» — тесе йăл кулса шухăшларĕ. Марине ваннăран таврăнсан, вăл та çăвăнма кайрĕ. Чăннипех урисем питĕ чĕтренине туйрĕ. Кăмăлĕсем вара иккĕшĕн те тĕлĕнмелле хавас.
Ăçта кайса кĕчĕ ыйăх? Кашни кĕлетки ывăннипе чĕтрерĕ пулин те, вăхăт çур çĕр иртни икĕ сехет кăтартрĕ пулин те, çывăрас вырăнне, калаçу пуçланчĕ. Чăннипех, вуçех те çывăрас килмест.
— Ваççа, кала-ха, мĕн вăл телей? — пуçларĕ Марине. Хуравне илтмесĕрех малалла тăсрĕ. — Ман шухăшпа ар çынпа хĕрарăм пур енчен те килĕшсе пурăнма пултарни. Ун пекки пулма пултарать-и? Пĕлместĕп, упăшкапа пурăнса курман. Анчах та эпĕ пĕр япала пĕлетĕп, паян манран телейли никам та çук. Паллах, сана та япăх мар пулчĕ пулмалла. Ку вăл маншăн пысăк телей. Кун пек туйăма нихăçан та эпĕ туйман. Пĕлместĕп, пулĕ-ши иксĕмĕрĕн малалли тĕл пулусем, ун çинчен шухăшлас килмест, паян эсĕ пĕтĕм чунупа ман... Эпĕ те сан... Эсĕ çемйеллĕ, сан çемйӳне кĕрсе кайма шухăшламастăп, анчах та ача вăрри кайрĕ пулсан, çурататăп. Эпĕ çирĕм саккăрта. Лайăх ар çынсем пĕччен пурăнмаççĕ, тупăп-и пĕрле пурăнмалли телее, çук-и, вăхăт шăвать, хĕрарăмăн ача çуратмалла, ачашăн пурăнмалла. Ахалĕн мĕншĕн пурăнас?.. Ан хăра, сана эп ӳпкелемĕп. Манăн хамăн ача çуратас килет...
Марине хăйĕн тĕп шухăшĕсене каласа пĕтермесĕр Ваççа пĕр сăмах та хушмарĕ. Унăн характерĕнче пӳлсе калас йăла нихăçан та пулман. Ĕçре те хăш-пĕр пĕлмен çын унпа тавлашма пуçласан, малтан итлесе пĕтерет, кайран вара ытла та тĕрĕс мар калать пулсан : « Эсĕ, тен, тĕрĕсех калатăн пулĕ-ха, анчах та наука урăхларах калать-çке» тет те вăл темăпа унпа урăх калаçма килĕшмест.
— Марине, эсĕ тĕлĕнмелле тарăн шухăшсем каларăн, — тăхтав нумайрах тăсăлнине кура, чиперкке каласа пĕтерчĕ тесе шутласа, Ваççа калаçăва малалла тăсрĕ. — Телейлĕ-и эпĕ? Юратнă ĕç пур, мăшăр, ачасем пур. Çемьере харкашмасăр пурăнатпăр. Мĕн кирлĕ тата ар çынна... Паянхи самант — эпĕ чăннипех юрату ăшĕнче çухалса кайрăм. Манăн çак вăхăта тăсас та тăсас килет. Тĕлĕнмелле, эсĕ мана вуçех те йăлăхтармасăн. Эпĕ шухăшлатăп та санран йăлăнса ыйтас килет, тепĕр хут тĕл пулма вăхăт тупăн-ши? Мĕн пулчĕ мана ват супнăна? Ăнланатăп хам тĕрĕс мар тунине, анчах та пĕтĕм кĕлетки, чунĕ манăн мар. Мĕн тумаллине пĕлместĕп. Çемье маншăн святой, мăшăра, ачасене нихăçан та пăрахмастăп, шухăшламастăп та. Хамăн пӳтсĕр шухăшпа сана та юратас килет. Килĕшĕн-ши эсĕ çак эгоистлă арçынпа?
Марине Ваççа еннелле çаврăнчĕ, ыталаса илчĕ.
— Ваççа, эсĕ каланă сăмахусем мана питĕ савăнтарчĕç. Хăть те мĕн кала, пур сăмахсемпе те килĕшетĕп. Манăн санпа татах тĕл пулас килет. Кала хăçан, эпĕ сан, эпĕ сан. Кала кăна.
— Уроксем вăхăтĕнче те-и? — кулса ячĕ Ваççа. — Эпĕ шӳтлетĕп. Шӳчĕ качки. Эсĕ мана планерка вăхăтĕнче чĕнсен, çав вăхăтра та сан пата чупса тухма хатĕр.
Пĕр самант икĕ чун калаçма чарăнчĕ. Калаçу вăл калаçу. Пурнăç мĕнле кăтартать.
«Маринен кăштах пурнăç урăхларах. Вăл пĕччен. Ăна никам та япăх сăмах каламĕ. Çук. Унăн пурнăçĕ япăхрах. Авланнă ют арçынпа çӳренине пĕлсен, шкулта та тĕрлĕ калаçу пулма пултарать, ял çыннисем те ăна вăрçма пултараççĕ. Мĕн туса хума пултаратăп хамăн ухмахлăхпа,» — канăçа памарĕç Ваççана çак шухăшсем.
“Ваççа манпа çӳренине арăмĕ хăçан та пулин пĕлетех. Вара лекрĕ ман хаклă çынна. Çемье арканма пултарать вĕт-ха. Айăпли эпĕ пулатăп, — шухăшларĕ Марине.
Иккĕшĕн пĕр вăхăтра куçĕсем тĕл пулчĕç. «Мĕнле ухмахсем-ха Маринен ял каччисем! Мĕнле илемлĕ хура куç, таса та тарăн куç, чуна илĕртекен куç! Авланман пулсан, çак хĕрарăм, тен, манăн пулаччĕ» — шухăш пырса кĕчĕ Ваççана. Унăн куçĕ малалла шĕвĕр те пĕчĕк сăмси çине куçрĕ, йăл кулакан пичĕ çине, янаххи, мăйĕ, хăлхи...
Марине Ваççа хăйĕн çине тимлĕн пăхнине асăрхарĕ, анчах та нимĕн те каламарĕ. Хăйĕн те Ваççа çине чарăнмасăр пăхас килчĕ. Вăл та арçынăн кашни кĕлеткине тимлесе, кашни клеткине ас туса юлас тесе пăхрĕ. Темшĕн тепĕр хут тĕл пуласса чунĕ ĕненмерĕ.
Ваççапа Марине хăна çуртĕнчен çиччĕ иртсен кăна тухрĕç. Пĕр-пĕринпе тепĕр уйăхран тĕл пулма калаçса татăлса чуп туса уйрăлчĕç. Уйрăлсан Ваççа та, Марине те чунра пушăлăх пулнине туйрĕ. Уйрăласса та чун кăмăлĕсĕр уйрăлчĕç. Мĕн тăвас тен, кашни илемлĕхĕн виçи пур. Лантăш та килти вазăра 5-6 кун кăна ларать те...
Çак хĕр арăмпа уйрăлсан, Ваççа тӳрех автовокзал еннелле çул тытрĕ. Инçе-и-мĕн вокзал — пур автобус-троллейбусĕ те вокзал еннелле çӳреççĕ. Вокзалра та нумай тăмарĕ, паллакан çынна та курмарĕ, билет илчĕ те тăван ял еннелле вĕçтерчĕ.
Яла çитсен, киле кайиччен, колхоз правленине кĕчĕ. Таçта кайма тухнă хуçалăх ертӳçи агронома курсан: «О, Василий Николаевич, таврăнтăн-и? — тесе хăй пӳлĕмне кĕме чĕнчĕ. “Каласа пар, çĕнĕ вăрлăх тупрăн-и?» — терĕ.
Ваççа çăварне уçма ĕлкĕреймерĕ, хуçалăх ертӳçи ăна: “Каçар мана, ман шутпа эсĕ ĕç туман, çĕрĕпех çывăрмасăр ĕçсе ларнă пек. Сан сăн-питӳ çавăн пек калать. Тен, эпĕ тĕрĕс мар шухăшлатăп? Юрать, эпĕ сана итлетĕп, — терĕ кулакан куçне уй теми çине куçарса.
Ваççа суйса каласшăнччĕ, анчах та вĕсем Леонид Егоровичпа вунă çул ытла пĕрле ĕçлеççĕ. Мĕнле кăна пурнăç лачакинче пулса курман пулĕ. Çавăнпа суймасăр çамрăк хĕр арăмпа мĕнле çĕр ирттернине каласа пачĕ.
Хуçалăх ертӳçи çăвар карса итлесе ларчĕ. Агрономпа кун пекки пулманччĕ. Ак тамаша, Ваççа та ют хĕрарăм ытамне лекрĕ иккен.
Итлесе пĕтерсен Леонид Егорович хыттăн кулса ячĕ, пĕр виçĕ-тăватă минут куççуль тухичченех. Ваççа вăл кулнине ăнланмасăр пăхса ларчĕ. Тен хăй çумĕнче темле ĕнерхи йĕрсем юлнă пулĕ тесе тĕкĕр çине тимлĕн тишкерчĕ. Хуçалăх ертӳçи кулма чарăнсан Ваççана: “Вăтăр пĕр минутлăха вăйу çитрĕ-и? — тесе ыйтрĕ. Халĕ Ваççа кулса ячĕ, кулнипе унăн та куççулĕ тумларĕ.
Çур çул каялла вĕсем мăшăрĕсемпе пĕрле ун патĕнче телевизор курса ларнăччĕ. Пĕр тухтăр юрату ĕçĕпе сахалтан та вăтăр пĕр минут ĕçлемелле терĕ. Вара иккĕшĕн те сывлăх çирĕпленет имĕш. Тухтăра итлекенсем пурте харăссăн кулса ячĕç. Кулнине кура ку арçынсен юрату ĕçĕ çур сехетех çитмест пулмалла. Çавăнпа вĕсем ирхине тĕл пулсан час-часах: «Вăтăр пĕр минутлăх ĕçлерĕн-и?» — тесе пĕр-пĕрне тăрăхларĕç.
Кăшт çавăн пек шӳтлекеленĕ хыççăн Ваççа кулма чарăнчĕ, Леонид та урăх калаçу çине куçрĕ.
“Леонид, ман мăшăр санран ман пирки нимĕн те ыйтмарĕ-и? Эпĕ ăна шăллăм патне Шупашкара каятăп тесе каланăччĕ, — ыйтрĕ колхоз ертӳçинчен Ваççа.
“Йĕркеллех, ан кулян, — хуравларĕ Леня. — Халĕ киле кайса кан. Ачасем шкулта, арăму ĕçре. Сана вăй кирлĕ.
Ваççа киле кĕрсен сĕтел çинче хут листи курчĕ. «Ваççа, апат холодильникре, сыснасене тăрантарнă. Ачасем сывах. Чуп тăватăп. Вĕçелис» çырнă хут листи çине. «Маттур ман Вĕçелис, маттур», — тесе кравать çине ӳкрĕ.
Кăнтăрла иртни тăваттăра кăна вăранчĕ çĕр тухтăрĕ. Татах çывăрĕччĕ пулĕ, ачисем шкултан таврăннă та ашшĕне кăнтăр апачĕ çиме тесе тăратрĕç.
Апат çинĕ хыççăн ашшĕ ачисен дневникĕсене тĕрĕслерĕ, кил картинче мĕнле ĕçсем тумаллине каларĕ те урама тухрĕ. Хăй ăнланмасăр райпо лавккине çул тытрĕ. Суту-илӳçĕпе сывлăх сунсан, унран пĕчĕк градуслă хĕрлĕ эрех пуррипе çуккине ыйтрĕ. Пуррине пĕлсен, пĕр кĕленче илчĕ. «Сирĕн темле уяв ĕнтĕ» — сăмах хушрĕ сутăç. «Пысăк уяв», — тесе хуравларĕ те Ваççа килелле шăхăрса уттарчĕ.
Киле таврăнсан, урок тăвакан хĕрне хăй патне тĕпел кукрине чĕнсе илчĕ. “Света, атя аннӳ валли вăл ĕçрен киличчен тутлă апат хатĕрлетпĕр, — терĕ. — Хаваспах, — хуравларĕ хĕрĕ. — Ман мĕн тумалла?
— Эсĕ çĕр улми шурат, эпĕ нӳхрепрен аш илсе тухатăп. Пĕр сăмахпа каласан, питĕ тутлă апат пĕçеретпĕр.
Ашшĕпе хĕрĕ апат пĕçрме пуçланине курсан, икĕ каччи те пулăшма пуçларĕç. Кам сухан, ыхра шуратса ваклать, кам салат тăвать... Амăшĕ ĕçрен киличчен сакăр блюдăллă сĕтел хатĕрлесе хучĕç.
Вĕçелис çемье çакăн пек кĕтсе илнине курса куççулленчĕ. Каçхи апат шавлă та савăнăçлă иртрĕ. Апат çинĕ-çименех амăшĕ ĕне сума тухасшăнччĕ, хĕрĕ пӳлсе «Хамах сăватăп» тесе сĕтел хушшинчен тухрĕ. Ывăлĕсенчен: пĕри сыснана апат пама тухрĕ, тепри кашăк-тирĕк çурĕ, урай шăлчĕ. Сĕтел хушшинче ашшĕпе амăшĕ кăна тăрса юлчĕç.
Ваççа пĕрер черкке хĕрлĕ эрех ярса пачĕ те черккене çĕклесе: «Хаклă мăшăрăм, çемье телейĕшĕн ĕçетпĕр», — тесе икĕ хрусталь шăнкăррр! тесе шаклатрĕç. Ваççапа Вĕçелис тĕппипе чĕрккене ĕçсе пачĕç.
Ваççа хăй ăçта çĕр каçнине каламарĕ, шăллĕ патĕнче пултăм тесе те суймарĕ. Вĕçелис та каламаннине шута илсе упăшкинчен нимĕн те ыйтмарĕ, «кирлĕ пулсан калать», — тесе шутларĕ.
Вăл упăшки çине тĕлĕнмелле ытарлă, чунлă куçĕпе савăнăçлă пăхрĕ. “Тавтапуç, каçхи тутлă апат пĕçерсе çитернĕшĕн, — чĕвĕлтетрĕ унăн тути. “Тархасшăн, — хурвларĕ Ваççа тути. — Ачасем пирĕн маттур. Вĕсем çакăн пек ăслăскерсем.
Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç. Икĕ мăшăрăн куçĕсем пĕр пĕрне çупăрларĕç.
Марине хăйĕн ялне çитсен общежитинчи пӳлĕмне çурри çывăрас пек, çурри макăрас пек туйăмпа таврăнчĕ. Васкамасăр кофе туса хатĕрлерĕ, васкамасăр ваннăна кайса çăвăнса килчĕ, васкамасăр тумланса шкулалла уттарчĕ. Паян унăн виççĕмĕш урока çитмелле. Уроксем те тĕлĕкри пек иртрĕç. Лайăх çĕнĕ тема памалла мар: аса илӳсем. Уроксем пĕтсен, Марине ял хыçĕнчи шырлан патне тухрĕ. Кунта питĕ илемлĕ хурăнлăх, çăл куç пек юхан шывĕ йăлтăртатса Маринене хăйĕн илемлĕхĕпе киленме чĕнет. Çуркунне сарă чечексем тĕрлĕ шăршăсемпе сăмсана кăтăклаççĕ. Кăнтăрла иртнĕ, каç енне сулăннă пулин те хĕвелĕ çак ăшă туйăмпа пыракан хĕр арăма чуна çитерекен çулăмпа çупăрлать, «Савăн, хĕпĕрте чиперккеçĕм» тенĕн туйăнать. Марине тарăннăн та ассăн сывларĕ те туфлине хуса çарран шыва кĕчĕ. Шывĕ ытлах ăшă мар. Çавăнпа пулĕ Марине шывран хăвăрт тухрĕ, урине тăхăнчĕ, нумайччен пĕр вырăнта шухăшласа ларчĕ. Мĕнле шухăшсем пулчĕç çак хĕрĕн, никам та пĕлмест, анчах та шухăшсем хыççăн хаваслă куçĕсене курсан, «ку çурхи чечек телейлĕ» теме пулать. Чăннипех Марине хăй пек телейлĕ çын никам та çук тесе шутларĕ.
Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ пур: вилетĕп текен вилеймен, теççĕ, каятăп теекен каяйман, теççĕ. Апла пулсан, шăпана шанас пулать. Марине ялпа пырать, унăн урамĕнче йăлтăртатса пыракан кулăпа хулăн та вăрăм çивĕтлĕ çинçе хĕр утать, хăйĕн çулĕпе утать, телейлĕ хĕр утать. Кулянмалли сăлтавĕ çук.
Тепĕр уйăхран
Марине юрату çĕрĕ хыççăн тĕлĕнмелле улшăнчĕ. Çамрăк сăн-пичĕ йăлтăртатать, çепĕç сасси шăнкăртатать, кулли пуçа çухатать. Çак чăваш чĕлхине вĕрентекен улшăннине пĕрле ĕçлекенсем , вĕренекенсем анчах мар, пĕтĕм ял халăхĕ асăрхарĕ. Ыйтусем çине кăмăллăн хуравлать, килти ĕçсене юрласа тăвать, уроксене те кăмăл хăвачĕпе ирттерет. Пурнăç та урăхларах шăвăна пуçларĕ тейĕн. Каччăсем те Марине улшăнăвне асăрхарĕç. Унпа калаçма интереслĕ, унăн ушкăнĕнче пулма хавас. Çак çамрăк хĕр арăм ар çынсем çине урăхларах пăхаччĕ, мĕн пулчĕ? пачах улшăнчĕ Маринен шухăшĕсем. Ĕçет арçын, юрĕ. Маринепе калаçнă хыççăн ĕçме пăрахма та хатĕр.Ĕçлемест арçын — Маринене курнă хыççăн хăть те мĕнле ĕç пар.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...